Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Хир хуралҫисем пек, Иерусалима вӗсем йӗри-тавра сырса илеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Мана хирӗҫ тӑчӗ, тет Ҫӳлхуҫа.17. Как сторожа полей, они обступают его кругом, ибо он возмутился против Меня, говорит Господь.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эй Иерусалим, ҫӑлӑнас тесессӗн чӗрӳри усаллӑха ҫуса тасат: усал шухӑшусем санра хӑҫанччен хуҫаланӗҫ?
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпир намӑс айне пултӑмӑр, ҫие кӗҫҫе витнӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫамӑр, Туррӑмӑр, умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑ — эпир те, аттемӗрсем те хамӑр ҫамрӑк чухнехи вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, сӑмахне итлемен.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Таврӑнӑр, Манран хӑпнӑ ачамсем, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗнпе пӗрлешнӗ, сире кашни хуларан пӗрерӗн, кашни йӑхран икшерӗн уйӑрса Сиона илсе ҫитерӗп.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем сана хирӗҫ кӗрешӗҫ, анчах сана ҫӗнтереймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн сана хӑтарса пыма Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара тухӗҫ те Манран уйӑрӑлса кайнӑ ҫынсен виллисене курӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен хурчӗ вилмест, вӗсен вучӗ сӳнмест; вӗсем ӗнтӗ кирек камшӑн та ирсӗрлӗх пулӗҫ.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑкӑр пусакан [ҫылӑхлӑ ҫын] — ҫынна вӗлерекенпе пӗрех; путеке парне кӳме илсе пыраканӗ — йытта пӑвса вӗлерекенпе пӗрех; тулӑ ҫӑнӑхӗ кӳрекенӗ — сысна юнӗ кӳрекенпе пӗрех; [асӑнса] фимиам тӗтӗрекенӗ — йӗрӗхе кӗлтӑваканпа пӗрех; вӗсем ҫапла хӑйсен ҫулӗсене суйласа илчӗҫ пулсассӑн, вӗсен чунӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗпе киленеҫҫӗ пулсассӑн, 4. вӗсем ҫылӑх туса улталаннине кура, вӗсем ҫине Эпӗ хӑрушшине ярӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм — хирӗҫ сас паракан пулмарӗ; каларӑм — вӗсем итлемерӗҫ, Манӑн куҫӑм умӗнче вара усал ӗҫ турӗҫ, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илчӗҫ.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Мӗншӗн тесессӗн акӑ Эпӗ ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр пултаратӑп, унчченхисем вара аса та килмӗҫ, чун-чӗрене таврӑнмӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӗр ҫинче пиллӗх илекенсене чӑнлӑх Турри ячӗпе пиллеччӗр; ҫӗр ҫинче тупа тӑваканӗ чӑнлӑх Турри ячӗпе тупа тутӑр, мӗншӗн тесессӗн унчченхи асапсем манӑҫа тухӗҫ, Манӑн куҫ умӗнчен ҫухалӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сире вара — Ҫӳлхуҫана пӑрахса кайнисене, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма манӑҫа хӑварнисене, Гад валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлекенсене, Мени валли тулли курка ирӗлчӗк хатӗрлекенсене — 12. Эпӗ сире хӗҫпе пӗтмелле тӑвӑп, эсир вара пурте хӑвӑра пустарма чӗркуҫленсе ларатӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм те — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр; каларӑм та — эсир итлемерӗр, анчах Манӑн куҫӑм умӗнче усал ӗҫ турӑр, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илтӗр.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ӗнтӗ Эсӗ ҫиллентӗн, мӗншӗн тесессӗн эпир ӗлӗкренпех ҫылӑха кӗрсе пурӑннӑ; мӗнле ҫӑлӑнайӑпӑр-ши эпир?Но вот, Ты прогневался, потому что мы издавна грешили; и как же мы будем спасены?
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӗнтӗ сана «пӑрахса хӑварнӑскерӗ» тееймӗҫ, санӑн ҫӗрӳ пирки те «пушхир» тесе калаймӗҫ, сана «Ҫӳлхуҫа пиллӗхне илнӗскерӗ», санӑн ҫӗрне «качча тухнӑскерӗ» тейӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа сана кӑмӑллать, санӑн ҫӗрӳ мӑшӑрланать.
Ис 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мӗншӗн тесессӗн Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, тӳрӗлӗхе юрататӑп, пусмӑр туса ҫаратнине кураймастӑп, вӗсене тивӗҫлипе ырӑлӑх парӑп, вӗсемпе ӗмӗрлӗх халал хывӑп; 9. вара вӗсен вӑрлӑхӗ халӑхсем хушшинче, вӗсен несӗлӗ йӑхсем хушшинче паллӑ пулӗ; вара куракансем пурте вӗсем Ҫӳлхуҫа пилне илнӗ вӑрлӑх пулнине ӑнланӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӑшкӑл курнӑшӑн вӗсем хӑйсене тивнӗ тивлетпе савӑнӗҫ, мӗншӗн тесессӗн хӑйсен ҫӗрӗнче икӗ хут ытларах илӗҫ; вӗсен ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ пулӗ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакна курӑн та хӗпӗртесех ӳкӗн, чӗрӳ кӑртлатса илӗ, анлӑн тапма пуҫлӗ, мӗншӗн тесессӗн тинӗс пуянлӑхӗ санӑн пулӗ, халӑхсен пурлӑхӗ сан патна килӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара тӳрӗ сут каялла чакрӗ, тӗрӗслӗх аякка кайса тӑчӗ, мӗншӗн тесессӗн чӑнлӑх урам тӑваткӑлӗнче такӑнчӗ, тӳрӗлӗх те кунта килеймест.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах сире хӑвӑр Туррӑртан йӗркесӗр ӗҫӗрсем уйӑрттарса янӑ, ҫылӑхӑрсене пула, сире илтес мар тесе, Вӑл Хӑйӗн сӑнне сирӗнтен пытарнӑ, 3. мӗншӗн тесессӗн сирӗн аллӑр юнпа, сирӗн пӳрнӗрсем йӗркесӗр ӗҫсемпе ирсӗрленнӗ; сирӗн тута-ҫӑварӑр суя суять, сирӗн чӗлхӗр тӗрӗсмарлӑх калать.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӑлас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа алли кӗскелмен, илтес тесессӗн, Унӑн хӑлхи хупланман.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Манӑн сӑваплӑ кунӑмра шӑматкуна уяса уруна хӑвӑн еккӳ хыҫҫӑн кайма тытса чарсассӑн, шӑматкуна хӑвӑн савӑнӑҫу, Ҫӳлхуҫанӑн таса, чыслӑ кунӗ тесессӗн, ӑна чысласа аллуна кулленхи ӗҫе тытмасассӑн, кӑмӑлу хыҫҫӑн каймасассӑн, сӑмах-юмах вакламасассӑн, 14. эсӗ Ҫӳлхуҫа урлӑ савӑнӑҫ курӑн, Эпӗ сана ҫӗр тӳпине хӑпартӑп, Иаков аҫу ҫӗрӗн ҫимӗҫӗпе тӑрантарӑп: ҫакна Ҫӳлхуҫа чӗлхи-ҫӑварӗ каланӑ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Урӑх йӑхсен ывӑлӗсене — Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ятне юратма, Унӑн чурисем пулма Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ ывӑлӗсене — шӑматкуна ирсӗрлетесрен сыхланакансене, Манӑн халала ҫирӗп тытакансене пурне те 7. Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫине илсе килӗп, вӗсене Хамӑн кӗлӗ Ҫуртӗнче савӑнтарӑп; вӗсен парнисем — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнисем те, ытти парнийӗ те — парне вырӑнӗ ҫинче Маншӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Манӑн Ҫуртӑма мӗнпур халӑхсенӗн кӗлӗ Ҫурчӗ тейӗҫ.
Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.