Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сенкер сăмах пирĕн базăра пур.
сенкер (тĕпĕ: сенкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алешкӑн вилсе кайнӑ чух йӗрсе пӑрахнӑ шурӑ шӑллӑ ҫӑварӗнче яланлӑхах хаяр тарӑху хытса ларнӑ, анчах ҫурри хупӑ куҫӗсем сенкер тӳпенелле, ҫеҫенхир ҫийӗн юхса иртекен шурӑ пӗлӗт ҫинелле, лӑпкӑн, темле салхуллӑ шухӑша путнӑ чухнехи пек пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ…

В мертвом оскале белозубого Алешкиного рта навек застыла лютая злоба, но полубеневшие глаза глядели на синее небо, на проплывавшее над степью облачко со спокойной и, казалось, грустной задумчивостью…

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсен сахӑр тӗслӗрех ҫутӑ сенкер тӳписем, тӗтӗм пек мӑкӑрланса, хӑйсен кӳлеписене улӑштараҫҫӗ, Дон айккинче симӗсленсе кайнӑ сӑрт хӗррисем патнелле юхса пырса кӗпӗрленеҫҫӗ.

Сахарно-голубые вершины их, клубясь, меняли очертания, наплывали и громоздились над краем зазеленевшей обдонской горы.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кур! — хӑвӑрт йӗнер ҫине утланса, пӗтӗм кӗлеткипе каҫӑрӑлса кӑшкӑрчӗ Прохор, сенкер тӳпе ытамӗнче аяккалла кайса пыракан хуркайӑк карти ҫине чӑпӑрккипе кӑтартса.

Гляди!.. — закричал тот, вскочив на седло, стоя на нем во весь рост, указывая плетью по направлению удалявшейся в голубеющем просторе гусиной станицы.

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫпа виҫейми аслӑ тӳпен сенкер ытамӗнче, шурӑ пӗлӗт таткисенчен ирте-ирте кайса, тикӗш ушкӑнӗсем, нумай сасӑллӑн тӑрликлетекен тӑрна картисем ҫурҫӗрелле ярӑнса вӗҫрӗҫ.

По недоступному голубому разливу небес плыли, плыли, уплывали на север, обгоняя облака, ватаги казарок, станицы медноголосых журавлей.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫыхӑнусӑр асаилӳсен варкӑшӗнче ачалӑх ҫутӑ сенкер тӳпе ытамӗнчи хӗвеллӗ кун пек шӑвӑнса иртрӗ: чул хӳмесем ҫинчи шӑнкӑрчсем, Гришкӑн вӗри тусан ӑшӗнчи ҫара урисем, мӗлкине шыв ҫине ӳкернӗ симӗс вӑрман ыталаса илнӗ Дон мӑнаҫлӑн тӗлӗрни, тусӗсен ача чухнехи сӑнӗсем, тӑпӑл-тӑпӑл кӗрнек пӳ-силлӗ ҫамрӑк амӑшӗ…

Голубым солнечным днем проплывало в несвязных воспоминаниях детство: скворцы в каменных кладках, босые Гришкины ноги в горячей пыли, величаво застывший Дон в зеленой опуши леса, отраженного водой, ребячьи лица друзей, моложавая статная мать…

XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫутӑ сенкер тӳпе инҫете курӑнакан мӑкӑрӑлчӑк сӑртпа тӑвайкки ҫинелле хӑпаракан ҫулсене мӑнаҫлӑн ытамласа илнӗ.

Светло-голубое небо могуче обнимало далеко видные окрест бугры и перевалы.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун тӗлӗнче, хаваслӑн чӗтренсе, шурӑмпуҫ шевли йӑлкӑшать, хурарах кӑвак пӗлӗтӗн ҫав тери тарӑн авӑрӗнче вара тӗпӗ курӑнса кайнӑ пек пулчӗ: чӑн тӳпере илӗм-тилӗм чухнехи тӗтреллӗ шупка сенкер ҫутӑ вылярӗ, хӗррисенчен сӳнсе пыракан сапаланчӑк ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе чӗтренчӗҫ.

Над ним отрадно и трепетно сияла утренняя зарница, и в глубочайшем провале иссиня-черного неба, как в Дону на перекате, будто показалось дно: предрассветная дымчатая лазурь в зените, гаснущая звездная россыпь по краям.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чукаринпа Кружилин ҫулӗсем юпленнӗ тӗлте, сенкер ҫутӑ тӳпе айӗнче, часавай юпин тӗтреллӗ мӗлки курӑнчӗ; ун тӗлӗнче кирпӗч тӗслӗ хӑмӑр кӑтра пӗлӗтсен пӗр ҫӗре капланса тулнӑ пысӑк катрамӗ кӗҫ-вӗҫ татӑлса анас пек тӳп-тӳрӗ усӑнса тӑрать.

На развилке чукаринской и кружилинской дорог виднелся на фоне сиреневого неба увядший силуэт часовни; над ним отвесно ниспадала скопившаяся громада кирпично-бурых кучевых облаков.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫеҫенхир тӑрӑх кӑлкан куҫа йӑмӑхтармалла йӑлтӑртатать, тӗве тирӗ тӗслӗ вӗри курӑк йӑсӑрланать; хӑлат, ҫунаттисене чалӑштарса, сенкер тӳпере ярӑнать, — аялта, курӑк тӑрӑх, унӑн пысӑк мӗлки сасӑсӑр шуса иртет.

По степи слепяще, неотразимо сияет ковыль, дымится бурая, верблюжьей окраски, горячая трава; коршун, кренясь, плывет в голубом внизу, по траве, неслышно скользит его огромная тень.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Черченкӗ те сенкер янкӑрпа кӗптеннӗ ҫеҫенхир кӗрнеклӗ шӑплӑха путнӑ.

Впереди, повитая нежнейшим голубым куревом, величественно безмолвствовала степь.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Упӑшки таврӑннӑ тӗле Наталья юсавлӑрах тумланнӑ; ҫанӑ вӗҫне ансӑр чӗнтӗр тыттарса ҫӗленӗ кӑвак саттин кофта, килпетлӗ пӳ-сине йӑрӑс тытса, ҫемҫе те ҫӳллӗ кӑкӑрӗсем тӗлӗнче туллин мӑкӑрӑлса тухать; тӗрленӗ аркӑллӑ, пӗрмечеллӗ сенкер юбка аялта шалпартарах, ҫӳлте, пилӗкӗ тӗлӗнче, лӑпах вӑхӑтлӑ тӑрать.

Она приоделась к его приезду; сатиновая голубая кофточка, с узким кружевным в кисти рукавом, облегала ее ладный стан, бугрилась на мягкой большой груди; синяя юбка, с расшитым морщиненым подолом, внизу была широка, вверху — в обхват.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫӑ йӑмӑхтармалла йӑлтӑртатакан юрлӑ сӑрт тӳпи ылтӑн шевлеллӗ хӗвелпе янкӑр тӳпеллӗ хӗл кунӗн сенкер ытамӗнче пин-пин хӗлхемлӗн ҫутӑлса выртать.

Слепяще-яркий снеговой хребет бугра, облитый глазурью солнца и синью безоблачного дня, белел, сахарно искрился.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗлӗтсен хыҫӗнчи сенкер тӳпере, чиркӳн йӑлтӑркка ҫутӑ куполӗ тӗлӗнче, ҫӑмламас ҫумӑр пӗлӗчӗн кӑтра кӑвак каракулӗ ним хускалми ҫакӑнса тӑрать.

В вышней заоблачной синеве, прямо над сияющим куполом собора, недвижно висел седой курчавый каракуль перистой тучи.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сирень чечекӗ евӗр ҫутӑ сенкер тӳпе айӗнче кӗҫҫеленсе пӗтнӗ путек ҫӑмӗ пек ҫумӑр пӗлӗчӗ шӑвӑнать.

В зените поярчатая, в сиреневой опушке, туча.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑнтӑртан вӗрекен ҫил Чир енчен ҫӗрӗшнӗ курӑкӑн пылак тутӑллӑ шӑршине варкӑштарса килет, кӑнтӑрлахи вӑхӑтсенче ҫуркуннехи пекех, сенкер те акӑш-макӑш черчен мӗлкесем тавра курӑм хӗррипе вӗлтӗртетсе выляҫҫӗ.

Южный ветер нес с Чира томленые запахи травного тлена, и в полдни на горизонте уже маячили, как весной, голубые, нежнейшие тени.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах тутлӑ ыйхӑ ӑна ҫавӑнтах ӳсӗртсе ярса анкӑ-минкӗлентерчӗ; вӑл мӗнле выртнӑ ҫаплах мелсӗррӗн тӗлӗрсе кайрӗ те тӗлӗкре вӗри ҫил ҫунтарса янӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑван ҫеҫен хире, тип курӑкӑн хӑмӑр кӑвак тӗслӗ ҫӑра тӗмӗсене, тӗпӗкленсе ӳсекен тӗксӗм сенкер чӑпар тӗмӗсем хушшинче таканламан лаша йӗрӗсем выртнине курчӗ…

Но сон опьянил его; он уснул в той неловкой позе, которую принял лежа, и во сне видел бескрайную выжженную суховеем степь, розовато-лиловые заросли бессмертника, меж чубатым сиреневым чеборцом следы некованых конских копыт…

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫула май вӑл Галиене Хлопуша ҫинчен, патша-аттемӗр ҫинчен, унтан Тоцк пирки, сенкер инҫетпе ирӗклӗх ҫинчен каласа парать.

Начинает он рассказывать Галие про Хлопушу, про царя-батюшку, потом про Тоцкое, потом про синь-даль и свободу.

Ҫилпеле вӗлкӗшекен ҫивӗтсем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Сенкер инҫет, ирӗклӗ пурӑнӑҫ… —

— Синь-даль, жизнь-свободу… —

«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Унӑн умне вара Емельян Иванович каласа панӑ хайхи сенкер инҫет, ирӗклӗ пурнӑҫ тухса тӑрать.

И раскрывается перед ним та самая синь-даль и жизнь-свобода, про которую рассказывал Емельян Иванович.

«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Сенкер инҫете, ирӗклӗ пурнӑҫ патне чӗнетӗп сире.

В синь-даль вас зову, в жизнь-свободу.

Сенкер инҫет // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех