Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшса (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Ен стоматологӗсем ӑсталӑхӗпе, пултарулӑхӗпе Челябинск, Белгород, Омск, Волгоград, Мускав, Екатеринбург хулисенчен, ытти хуларан килнӗ шӑл тухтӑрӗсенчен иртме пултарнинче, паллах, «Дент-а-мед» клиника ертӳҫин тӳпи пысӑк: Юрий Зорин тӗп тухтӑр ӗҫ-хӗле йӗркелеме пӗлнинчен, коллективри кашни ӗҫчене пулӑшса пынинчен тухтӑрсем вӑл е ку енӗпе ҫитӗнӳ тӑвасси нумай килет.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пачах тепӗр майлӑ: туслашса кайрӑмӑр, савӑнӑҫа, пӑшӑрханӑва пӗрле пайланӑ, тупӑшу саманчӗсенче пулӑшса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Малтан пухнӑ опыт мана халӗ пулӑшса пырать.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Хам кирек ӑҫта ҫитсе тухсан та, кун ҫути кӑтартнӑ ялӑма, тӑван киле ӗмӗр-ӗмӗрех асра тытатӑп, тулли кӑмӑлпа юратса, вӑй ҫитнӗ таран пулӑшса пыма тӑрӑшатӑп.

Куда бы меня не занесло, вечно буду помнить показавшую белый свет деревню, родной дом, буду стараться помогать по мере своих сил.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ку ӗҫре ӑна кукашшӗ пулӑшса, хавхалантарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Уҫӑ та илемлӗ сассисемпе юрлакан ачасене савӑнӑҫлӑ юрӑ пур ҫӗрте те ҫул уҫса пулӑшса пытӑр.

Пусть задорная песня откроет везде дорогу и поможет детям, поющих красивыми и звонкими голосами.

Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Вячеслав Викторович та ҫемьен обществӑри вырӑнне палӑртса хӑварнӑ май ҫапла каларӗ: «Ҫитӗннисемшӗн те, уйрӑмах ачасемшӗн, ҫемье туслӑ, ҫирӗп пулни, унта пӗр-пӗрне ӑнланса пулӑшса пыни пӗлтерӗшлӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Андрей Юрьевич республика, хула влаҫӗсене, РФ Патшалӑх Думин депутатне Алена Аршиновӑна, партнер предприятисене, преподавательсемпе профессорсене, ашшӗ-амӑшне университета, пултаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшса пынӑшӑн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Ҫук, санӑн. Пире те ҫапла пулӑшса тӑнӑ», — терӗ.

"Нет, твоя. И нам так помогали", - сказал он.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пӗлетӗр-и: мана пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайнӑ юлташсем нумай пулӑшса пыраҫҫӗ.

Знаете ли: мне много помогают друзья, которые навеки простились с нами.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пӗрле ӗҫлемелле — пӗр-пӗрне пулӑшса, шанса, тӗрев парса.

Надо работать вместе - помогая друг друга, веря, поддерживая.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ — чӑвашсем никӗсленӗ хулара // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата кадрсемпе ӗҫлекен ҫумӗ Валерий Семенов ылтӑн мӑшӑрсене администраци пуҫлӑхӗн Наиль Гатауллинӑн ятӗнчен саламланӑ май: «Ҫак кун эпир юратӑвӑн, пӗр-пӗрне хисепленин ырӑ тӗслӗхне курма пуҫтарӑнтӑмӑр. Ҫемьен икӗ ҫунат. Икӗ ҫуначӗ те пӗр-пӗрне пулӑшса пырсан ҫеҫ ҫемьен вӗҫевӗ вӑйлӑ пулать», — терӗ.

Заместитель главы администрации района по социальным вопросам и кадрам Валерий Семенов от имени главы администрации Наиля Гатауллина поздравляя золотых пар сказал: "В этот день мы собрались лицезреть добрый пример любви, взаимоуважения. У семьи два крыла. Когда оба крыла будут помогать друг-друга, только тогда полет семьи будет сильным".

Аллӑ ҫул каяллине аса илсе // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Пире пулӑшса, ҫул кӑтартса пыракансенчен пӗри вӑл Федор Кузьмин «Самана» продюсер центрӗн ертӳҫи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

— Чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, тӑван тӑрӑха аталантарма тивӗҫлӗ тӳпе хывасси, Чӑваш Республикин тулашӗнче ентешӗмӗрсене пулӑшса пырасси тата, паллах, ҫитӗнекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентесси — пирӗн тӗп тӗллевсем.

Куҫарса пулӑш

Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

— Мана Турӑ пулӑшса пырать.

— Мне Бог помогает.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Мана пулӑшса пыраканни те, тен, вӑлах?

Может, помогающий мне он и есть?

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӗренӳре те, культурӑра та пӗр-пӗрне канаш парса пулӑшса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла савӑнтаракан «Кӗмӗл ҫӑлкуҫ» // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӗренӳре пӗр-пӗрне пулӑшса пыратпӑр.

В учебе друг другу помогаем.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Чи кирли - вӗсем таса та сывӑ ӳсчӗр, телейлӗ те ӑнӑҫуллӑ пулччӑр, пурнӑҫ сукмакӗ тӑрӑх пӗр-пӗрне пулӑшса, тӗрев парса пыччӑр, вара вӗсем ӳссе ҫитсен ашшӗ-амӑшӗн тӗревӗ, ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем пуласса шанма пулать.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

— Хамӑр ҫинчен пӗлтерес, тӑван район, ял ыйтӑвӗсене пӗрле татса парас, пӗр тӑрӑхра ҫуралса ӳснисене пулӑшса пырас, пӗрле вӑхӑта усӑллӑ ирттерес тӗллевпе ентешлӗх йӗркелеме шут тытрӑмӑр, — вунӑ ҫул каялла пуҫарнӑ ӗҫ-хӗл ҫинчен аса илчӗ Юрий Александрович.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех