Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпах хуласенче те, яллӑ вырӑнсенче те ыйткалакансем йышланса пыраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Криволоб атаман, шӑпах леш хӑйӗн папахи йӗри-тавра сарӑ хӑю ҫыхса ҫӳрекенскер, ҫакӑнта тӑватӑ москальпе пӗр украинеца персе пӑрахнӑ хыҫҫӑн ачасен сарайсем ҫине хӑпарса каясси те, хӑйсене илӗртекен вӑрттӑн вырӑнсенче пытанмалла выляс шухӑшӗ те пӗтсе ларчӗ.
1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Ҫын ури пуснӑ вырӑнсенче ҫӗр путса пынӑ.
III // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ҫӗр питне пӗтӗмӗшпех шыв илнӗ вырӑнсенче вӑрман тӑррисем шӑрт пек ҫеҫ курӑнса тӑраҫҫӗ, ҫав вӑрман тӑррисене пур тӗлте те тӗрлӗ кайӑксем сырса илнӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ утравӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 77–81 с.
Ҫын куҫне, тилӗпе хурчӑка куҫне курӑнмалла вырӑнсенче чӗпписене ҫухатас мар тесе, амӑшӗ хыҫалтан утса пынӑ.
Ачасемпе кӑвакал чӗппи // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 15–16 с.
Эпӗ ӗҫлеме, вулама пӑрахрӑм, таврари вырӑнсенче уҫӑлма та, юланутпа ҫӳреме те пӑрахрӑм.Я перестал работать, читать — я даже перестал гулять по окрестностям, ездить верхом.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Тем тесен те, ӑна полк тӑнӑ вырӑнсенче пухусенче те, валсенче те курнӑ; тепӗр тесен, ун ҫинчен Тамбовпа Чӗмпӗр кӗпӗрнисенчи хӗрсенчен ыйтса пӗлме пулать.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ытти вырӑнсенче пур ҫӗрте те тенӗ пекех ҫатан картасем; пасар варрине чи пӗчӗк лавккасем вырнаҫнӑ; ку лавккасенче яланах пӗр михӗ шушкӑ, пӗр пӑт супӑнь, темиҫе кӗренке йӳҫӗ миндаль, пӑшал пульлисем, ҫитса пур, кунтах хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑ пӗр хӗрарӑма тата пӗрмаях свайкӑлла вылякан икӗ приказчика курма пулать.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ку илемлӗ шултра чечек шыври ӑшӑх вырӑнсенче ӳсет.Так называется очень красивый крупный цветок, который растет в неглубоких местах водоема.
Тӑрна шурӗ // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 37,39,41 с.
Ун пек вӗҫен кайӑксен юлашкийӗсене Азовпа Хура Тинӗс лаптӑкӗнчи ҫӗр чавса тӗпченӗ ытти вырӑнсенче те тупкаланӑ.Останки подобных птиц были найдены и при других раскопках на территории Азово-Черноморского региона.
Кӑйкӑрсемпе сунара скиф йӑхӗсем те ҫӳренӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24927.html
«Ҫӳресе пӑхасчӗ тепӗр хут тӑван вырӑнсенче, ачасене курса савӑнасчӗ те, ун чухне, тен, вилме те юрӗ», — тӑтӑшах шухӑшларӗ вӑл.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Лере, ав, вирт янӑ вырӑнсенче, кӑмрӑкланса кӗлленнӗ вилӗ ҫӗр асар-писер хӑрушшӑн хуралса выртать.А там, где прошлись палы, зловеще чернеет мертвая, обуглившаяся земля.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хумлӑн-хумлӑн явӑнса чупать вара ҫил хӳтерсе пыракан вут-ҫулӑм, выҫкӑннӑн тӗшӗрет типӗ ыраш курӑкне, ҫӳллӗ ӳснӗ талпиҫен тунисем тӑрах ывтӑнса хӑпарать, хӑмӑр сапарпи (хура армути) тӑррисем тӑрах шуса ҫӳрет, лапам вырӑнсенче ҫӑтӑртатса упаленет…
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Курӑк ҫинче ҫӑра сывлӑм кӗмӗшке ука пек ҫуталса йӑлтӑртатать, лашасем утса иртнӗ вырӑнсенче чӗлтӗрти пӗчӗк юханшыв майлӑ тӗксӗм йӑрӑмлӑ йӗр выртса юлать.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем сухаласа пӑрахнӑ пӑрлак вырӑнсенче ҫитӗнеҫҫӗ, типсе ларнӑ саймӑршан ҫатрака тӗмӗсем хушшинчен те шӑтса тухнӑ; тахҫанхи ана сыппи хӗррисенче чӗнтӗрленсе, ҫӗр тӑрӑх тӑрӑшса ӳсеҫҫӗ; вут-чуль пек хытӑ ҫерем ҫинчи пӗлтӗрхи хӑрӑк-харӑк курӑк хушшинчен те тӗнче ҫине ачанни пек ҫутӑ кӑвак куҫӗсемпе йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн тараватсӑр ҫути, ҫил шыва вӗтӗ хумлӑн кӑтрашкалантаракан вырӑнсенче йӑрӑм-йӑрӑм хуран йӑлтӑртатса, Дон тӑрӑх сивӗ шурӑ ҫулӑм пек сапаланса юхать.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Йӗр ҫӗтересси ҫӑмӑл пулмарӗ, мӗншӗн тесен халӑх пур ҫӗрте те ҫуракине тухнӑ та, ҫеҫенхирти чи улах вырӑнсенче те ҫынсем ака-суха ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шарлак вырӑнсенче, тӗлӗ-тӗлӗпе, пӑр уҫӑлнӑ та ӗнтӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Таптанма ӗлкӗреймен кӗрпеклӗ юр ҫинче ут чӗрнисенчен ҫавракарах йӑшӑк йӗрсем юлаҫҫӗ, ӗнерхи ӑшӑ ҫанталӑк юра лаптӑкӑн-лаптӑкӑн ҫисе кайнӑ вырӑнсенче вара хӑй ҫумне хутланса выртнӑ пӗлтӗрхи вилӗ курӑклӑ ҫара ҫӗр ут чӗрнисем айӗнче кӑшт кӑна пута-пута анать, янӑравсӑр сасӑпа кӑчӑрт-кӑчӑрт туса пырать.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Хӑш-хӑш вырӑнсенче?
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.