Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Ангелсем вӗсем патӗнчен тӳпене ҫӗкленсе кайсассӑн, кӗтӳҫӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: атьӑр Вифлееме кайса унта мӗн пулнине, Ҫӳлхуҫа пире мӗн пӗлтернине курар, тенӗ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Ӗнтӗ нумайӑшӗ пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен — Сӑмаха чӑн малтанах куҫа-куҫӑн курса Унӑн ӗҫне ӗҫлекенсем хамӑра мӗн каласа кӑтартнине — ҫыра пуҫларӗҫ, 3. ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофил, ҫакна пуҫламӑшӗнченех пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе тухса, ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса пама шутларӑм: 4. хӑвна мӗн вӗрентни чӑннипе те тӗрӗс пулнине пӗлсе ҫиттӗр терӗм.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иисус вӗсене хуравласа каланӑ: чӑн калатӑп сире: эсир ӗненсессӗн, иккӗленмесессӗн, смоква йывӑҫӗпе мӗн пулнине ҫеҫ мар тӑватӑр, ҫак тӑва: «ҫӗклен те тинӗсе ӳк» тесен — ҫапла пулӗ те; 22. ӗненсе кӗлтусассӑн эсир кирек мӗн ыйтнине пурне те илетӗр, тенӗ.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ; вӗсем хӑйсемпе пӗрле уксахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑррисене тата урӑх тӗрлӗ чирлисене нумай илсе пынӑ, вӗсене Иисус ури умне вырттарнӑ; Вӑл вӗсене сыватнӑ; 31. халӑх вара чӗлхесӗррисем калаҫнине, сусӑррисем тӳрленнине, уксаххисем ҫӳренине, суккӑррисем куракан пулнине курса тӗлӗннӗ; пурте Израиль Туррине мухтанӑ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр, вара мӗн кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр; 12. пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле» тейӗр; 13. килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: эсӗ ху ӑшӑнта вӑхӑт ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑх, вара маларах кӑтартнӑ паллӑсен хӑш-пӗр пайӗ иртсессӗн, 2. эсӗ Ҫӳлти Турӑ Хӑй пултарнӑ тӗнчене килсе пӑхас вӑхӑт ҫакӑ пулнине ӑнланса илӗн.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫылӑха кӗртекен илӗртӳ хыҫҫӑн кайрӗҫ, Ҫӳлти Турӑ ҫинчен: «Вӑл ҫук» терӗҫ, Унӑн ҫулӗсене пӗлме тӑрӑшмарӗҫ, 24. Унӑн саккунне вырӑна хумарӗҫ, Вӑл тупа туса пама пулнине йышӑнмарӗҫ, Вӑл хунӑ йӑла-йӗркене ӗненмерӗҫ, Унӑн ӗҫӗсене туса тӑмарӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ пама пулнине хирӗҫлекенсем Санӑн халална ӗненекенсене нимӗн вырӑнне те хумарӗҫ.29. И попрали его противники обетованиям Твоим и заветам Твоим не веровавшие.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл вара мана ҫапла хуравларӗ: мӗн чухлӗ ытларах пурӑнӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах хӑват курӑн, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче хӑйӗн вӗҫнелле хӑвӑрттӑн васкать, 27. тӳрӗ ҫынсем хӑйсене малашне пама пулнине пурӑннӑ чухне илме пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче суялӑхпа, усал ӗҫпе тулса ларнӑ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кунта килсессӗн, эпӗ шутсӑр нумай усал ӗҫ куртӑм; вӑтӑр ҫул тыткӑнра пурӑннӑ хушӑра ман чунӑм ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййине курчӗ те, чӗрем ыратрӗ: 30. Эсӗ ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсем тӗлӗшӗнчен тӳсӗмлӗ пулнине, усал ҫынсене хӗрхеннине куртӑм эпӗ, Хӑвӑн халӑхна вара пӗтертӗн, тӑшманусене сыхласа хӑвартӑн.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Тӑрӑр та паллӑ тунисенӗн йышӗ Ҫӳлхуҫамӑрӑн каҫхи апатӗнче мӗн чухлӗн пулнине курӑр, 39. вӗсем, ҫак тӗттӗм тӗнчерен куҫса кайса, Ҫӳлхуҫаран ҫутӑ тумтир илнӗ.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпир апла тума хытарсах чарса лартрӑмӑр, вара пур ҫынна та кӑмӑллакан йӑламӑрпа вӗсен пурӑнӑҫне сыхласа хӑвартӑмӑр; ҫӳлти Турӑ иудейсен шанчӑклӑ хӳтлӗхӗ пулнине, Вӑл, ашшӗ ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пек, яланах вӗсен хутне кӗнине пӗлсессӗн, тата вӗсем хамӑрпа та, пирӗн асаттемӗрсемпе те ялан ырӑ пулнине шута илсе, эпир, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса, вӗсене кирек мӗнле айӑпласран та хӑтартӑмӑр, 6. вара пурне те, кашни ҫыннинех, килне таврӑнма хушрӑмӑр, ҫапла хӑйсен айӑпӗсӗр пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн вӗсене нихӑҫта та никам та нимӗншӗн те ан кӳрентертӗр, ан ӳпкелетӗр терӗмӗр.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем ӗнтӗ уйрӑмлӑхне ҫеҫ — иудейсем Турра урӑхла хисепленине, ӗҫме-ҫиме тӗлӗшӗнчен урӑхла пулнине — асӑрханӑ: ку ҫынсем патшана та, патша лартнӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнмаҫҫӗ, вӗсем — кӗвӗҫ ҫынсем, патшалӑхӑн пысӑк тӑшманӗсем тесе, вӗсене юриех хурласа ҫӳренӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Никанор пуҫне вара, вӑл Ҫӳлхуҫа пулӑшӑвӗн палли пулнине пурне те кӑтартмашкӑн, керем ҫине ҫакса хунӑ.35. Голову же Никанора повесил он на крепости в видимое для всех и ясное знамение помощи Господней.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Никанор вара, Иудӑпа унӑн ҫыннисем Самари ҫӗршывӗнче пулнине пӗлсессӗн, вӗсене канӑҫлӑх кунӗнче пӗр чӑрмавсӑр тапӑнма шутланӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Никанор, хӑйӗнчен маларах чеереххи Иуда пулнине пӗлсессӗн, священниксем йӑла тӑрӑх парне кӳнӗ чухне Туррӑн аслӑ та сӑваплӑ Ҫуртне пынӑ, ҫав ҫынна тытса пама хушнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Маккавей вара Никанор ун тӗлӗшшӗн сивӗннине, ахаль тӗлпулусенче те тӳрккесрех пулнине асӑрхаса, ку тӳрккеслӗх ырра пӗлтермест тесе шутласа илнӗ те хӑйӗн ҫыннисене сахалах мар пуҫтарса Никанортан тарса ҫухалнӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах патшасенӗн Патши ӗнтӗ Антиох ҫиллине ҫак йӗркесӗр ҫын ҫине куҫарнӑ, вара, Лисий мӗнпур инкекшӗн Менелай айӑплӑ пулнине ӑнлантарса парсассӑн, Антиох ӑна Берия хулине илсе кайма, унти йӑлапа вӗлерме хушнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпӗ вара чирлӗ выртатӑп, эсир мана хисепленине, манпа кӑмӑллӑ пулнине юратса аса илетӗп.21. Я же лежу в болезни и с любовью воспоминаю о вашей почтительности и благорасположении ко мне.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эпӗ те, хамӑн пиччемӗмсем пекех, аттесен саккунӗсемшӗн чунӑмпа ӳтӗме паратӑп, эпӗ Турра тархаслатӑп: Вӑл часрах халӑха хӗрхентӗрччӗ, санӑн вара асапланса та хаса тӳссе Вӑл пӗртен-пӗр Турӑ пулнине пӗлмелле пултӑрччӗ, 38. Пурне те Пултараканӑн пирӗн йӑха тивӗҫлипе ҫитнӗ ҫилли манпа манӑн пиччемӗмсем ҫинче чарӑнтӑрччӗ» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.