Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйхӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ыйхӑ (тĕпĕ: ыйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Андрюша ыйхӑ тӗлӗшпе Грицько мӗн ыйтнине ӑнланаймарӗ.

Андрюша из-за заспанного вида не мог понять что от него требовал Грицько.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сайра та тарӑн сывлани илтӗннӗ, такам, тутисене тутлӑн чаплаттарса, ыйхӑ тӗлӗшпе калаҫнӑ.

Слышалось глубокое дыхание, кто-то говорил во сне, сладко причмокивал губами.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ҫӗнӗ вырӑнта темшӗн ыйхӑ килмест…

— На новом месте почему-то не спится…

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Каҫхи шӑплӑхра кустӑрмасем хытӑ шӑлтӑртатса, ыйхӑ тӗлӗшпе хӑрлатса вӗрекен йытӑсене вӑратрӗҫ.

В ночной тиши гулко гремели колеса, пугая сонных, хрипло лающих собак.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку каҫ карчӑк хытӑ ҫывӑрса кайнӑ та, ҫурҫӗрти автансем авӑтнине илтсен, ыйхӑ тӗлӗшпе шурӑмпуҫ автанӗсем авӑтаҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ.

Старуха сквозь сон услышала крик полуночных петухов и приняла их за зоревых.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыйхӑ килмерӗ.

Спать не хотелось.

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыйхӑ килет-им?

Спать хочешь?

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ыйхӑ тарать манран.

Сон от меня уходит.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ыйхӑ ҫук.

— Сну нету.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кая юлса апатланнӑ хыҫҫӑн пурин те ыйхӑ иртсе кайрӗ.

После позднего обеда исчез сон.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Листницкие ыйхӑ пусать.

Листницкий засыпал.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Листницкий, ыйхӑ витӗр, пупӑн хулӑн сассине катаран илтнӗ пек ҫеҫ илтрӗ, ҫав самантрах ӑна хӑйпе ӳпкевлӗ хулӑн сасӑпа пуп мар, есаул Громов калаҫнӑн туйӑнчӗ.

Листницкий сквозь пленку дремы ощущал будто издалека добиравшийся до слуха густой голос священника, и мнилось уже, что это не священник говорит жалующимся басом, а есаул Громов.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Юрӗ ӗнтӗ, юрӗ ан янтра, — пӑшӑлтатрӗ Митька ыйхӑ тӗлӗшпе, урай тӑрӑх аттисене кӑштӑртаттарса.

— Молчи, молчи, не гуди, — пришептывал Митька спросонок, шаря по полу чирики.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ухмахла ыйхӑ.

— Сон дурачий!

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аван ӑна; ыйхӑ тӗлӗшпе карӑнкаласа илсе темскер мӑкӑртатать те, чӗлӗмне чӗртсе, ӑшӑ тӑлӑппа лайӑхрах витӗнсе выртать.

Ему весело, потягиваясь и бормоча сквозь сон, закуривает он люльку и закутывается крепче в теплый кожух.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Турӑ шутлӑ тимӗрҫӗ кулянма тытӑнчӗ, турӑ мана юриех, хама хам пӗтерсе ҫылӑха кӗме шут тытнӑшӑн ҫиленсе, ыйхӑ ярса пачӗ пуль, хытӑ ҫывратса ярса, паянхи чаплӑ праҫникре чиркӗве каймалла мар турӗ пуль, тесе шухӑшларӗ вӑл.

Тут благочестивый кузнец погрузился в уныние, рассуждая, что это, верно, бог нарочно, в наказание за грешное его намерение погубить свою душу, наслал сон, который не дал даже ему побывать в такой торжественный праздник в церкви.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Нимпе сирсе яма ҫук ыйхӑ йӗкӗт куҫне хупма пуҫларӗ; ывӑнса ҫитнӗ шӑмшака ҫав тери канлӗ пек, халь-халь ним пӗлми пулса тӗлӗрес килмелле; пуҫ усӑнать…

Непреодолимый сон быстро стал смыкать ему зеницы; усталые члены готовы бьши забыться и онеметь; голова клонилась…

V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫак самантра тин вара, ыйхӑ витӗр тенӗ пек, хӑй темле ҫӗр айне пытарнӑ мул шыранине, вӑрманта хӑйне пӗччен хӑрушӑ пулнине астуса илнӗ пек пулчӗ…

Тут только, будто сквозь сон, вспомнил он, что искал какого-то клада, что было ему одному страшно в лесу…

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Ҫын вӑл ыйхӑ тӗлӗшпе темӗн те пакӑлтатма пултарӗ!»

— Мало ли чего человек не соврет спросонья!

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ыйхӑ витер хӑраса ӳкрӗн-и, сержант юлташ? — хаваслӑн ыйтрӗ те вӑл, питне аллипе сӑтӑрма пуҫларӗ.

— Со сна-то перепугался, товарищ гвардии сержант? — спросил он весело и начал обтирать лицо.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех