Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. [Ҫӳлхуҫа ҫапла калать:] акӑ Эпӗ сан ҫине хӗн-хур яратӑп, сан хыҫҫӑн шӑлса тухӑп та Ахавӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп; 22. Мана ҫиллентернӗшӗн, Мана вӗчӗрхентернӗшӗн, Израиль халӑхне ҫылӑха кӗртнӗшӗн Эпӗ сан килне Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнинех, Ахия ывӑлӗн Ваасан килне мӗн кӑтартнинех кӑтартӑп, тет.
3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вааса ҫинчен Иуя, Ананий ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Эпӗ сана, тӑпра-тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе, Израиль халӑхӑмӑн ҫулпуҫӗ туса лартрӑм, эсӗ пур — Иеровоам ҫулӗпе кайрӑн, Израиль халӑхӑм Мана хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе ҫиллентерсе тӑтӑр тесе, ӑна ҫылӑха кӗртрӗн, 3. ҫавӑнпа Эпӗ Вааса килне, ун йӑхӗн килне те пӑрахӑҫа кӑларатӑп; Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнӑ, санӑн килне те ҫавнах кӑтартӑп; 4. Вааса кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ, тенӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Аса патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшӗнче тата патша керменӗн мул управӑшӗнче юлнӑ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле илнӗ те ҫакна хӑйӗн тарҫисен аллине панӑ, вара вӗсене Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне — Хезион ывӑлӗн Тавримонӑн ывӑлӗ патне — янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: 19. ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана парне, ылтӑнпа кӗмӗл, ярса паратӑп; Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эпӗ патшалӑха ун аллинчен пӗтӗмпех туртса илместӗп, Эпӗ ӑна — Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑнӑ, Хам суйласа илнӗ Давид чурамшӑн — мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех патшара хӑваратӑп; 35. патшалӑха ун ывӑлӗн аллинчен туртса илӗп, ҫавӑнтан вунӑ йӑхне сана парӑп; 36. унӑн ывӑлне вара — Давид чурамӑн ҫутаткӑҫӗ ӗмӗрех Хам сӑнӑм умӗнче, Хам ятӑм валли суйласа илнӗ Иерусалим хулинче юлтӑр тесе — пӗр йӑх паратӑп.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ вӗсен ячӗсем: Бен-Хур — Ефрем тӑвӗ ҫинче; 9. Бен-Декер — Макацра тата Шаалбимра, Вефсамисра тата Елонра, Беф-Хананра; 10. Бен-Хесед — Арюбофра; Соко тата пӗтӗм Хефер ҫӗрӗ те ун аллинче пулнӑ; 11. Бен-Авинадав — пӗтӗм Нафаф-Дора тытса тӑнӑ; Соломон хӗрӗ Тафафь унӑн арӑмӗ пулнӑ; 12. Ахилуд ывӑлӗ Ваана — Фаанахпа Мегиддора тата Изреельтен анатарахри Цартан ҫывӑхӗнчи пӗтӗм Беф-Санра, тата Беф-Санпа Абел-Мехол хутлӑхӗнче, тата Иокмеам леш енчи ҫӗрсенче те; 13. Бен-Гевер — Галаад ҫӗрӗнчи Рамофра; ун аллинче Манассия ывӑлӗн Иаирӑн Галаадри ялӗсем пулнӑ; ҫавӑн пекех Васанри Аргов тӑрӑхӗ тата хӳме хӳнӗ, пӑхӑр хӑлӑплӑ хапхасем лартнӑ утмӑл пысӑк хула та унӑнах пулнӑ; 14. Гиддо ывӑлӗ Ахинадав — Маханаимра; 15. Ахимаас — Неффалим ҫӗрӗнче; вӑл Соломон хӗрне Васемафана качча илнӗ; 16. Хушай ывӑлӗ Ваана — Асир ҫӗрӗнче тата Баалофра; 17. Паруах ывӑлӗ Иосафат — Иссахар ҫӗрӗнче; 18. Ела ывӑлӗ Шимей — Вениамин ҫӗрӗнче; 19. Урий ывӑлӗ Гевер — Галаад ҫӗрӗнче, Амморей патшийӗн Сигон ҫӗрӗнче, Васан патшийӗн Ог ҫӗрӗнче.
3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тата хӑй чӗрӗ чухне Давид Соломона ҫапла хушса хӑварнӑ: акӑ санӑн Семей — Бахуримри Иемени ывӑлӗн Геран ывӑлӗ — пур; эпӗ Маханаим хулине кайнӑ чухне вӑл мана питӗ усал сӑмахсемпе хӑртнӑччӗ; анчах вӑл Иордан патӗнче мана хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗ те, эпӗ вара ӑна Ҫӳлхуҫана асӑнса: «сана вӗлермӗп» тесе тупа тунӑччӗ; эсӗ ӑна хаса памасӑр ан хӑвар: эсӗ ӑслӑ ҫын, ҫавӑнпа, унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка юн ӑшӗнче ӑсатас тесессӗн, ӑна мӗн тумаллине хӑвах пӗлетӗн, тенӗ.]
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл амӑшӗ валли те пукан лартса панӑ, лешӗ ывӑлӗн сылтӑм енне ларнӑ та 20. ҫапла каланӑ: ман санран пӗр пысӑках мар ӗҫ пирки ыйтмалли пур, кӑмӑл тусамччӗ мана, тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. [Акӑ Давид патша хӑюҫахӗсен ячӗсем:] Иоавпа пӗртӑван Асаил — вӑтӑр ҫарпуҫ шутӗнче; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни, 25. Харод ҫынни Шамма, Харод ҫынни Елика, 26. Палтит ҫынни Херец, Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни, 27. Анафоф ҫынни Евиезер, Хушат ҫынни Мебуннай, 28. Ахоха ҫынни Цалмон, Нетофа ҫынни Магарай, 29. Хелев — Баана ывӑлӗ, Нетофа ҫынни, Иттай — Рибай ывӑлӗ, Вениамин ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи Гива ҫынни, 30. Пирафон ҫынни Ванея, Нахле-Гааш ҫынни Иддай, 31. Арбат ҫынни Ави-Албон, Бархум ҫынни Азмавет, 32. Шаалбони ҫынни Елияхба; Яшен ывӑлӗсенчен — Ионафан, 33. Гарир ҫынни Шама, Ахиам — Шарар ывӑлӗ, Арар ҫынни, 34. Елифелет — Магахати ывӑлӗн Ахасбайӑн ывӑлӗ, Елиам — Ахитофел ывӑлӗ, Гило ҫынни, 35. Кармил ҫынни Хецрай, Арбит ҫынни Паарай, 36. Игал — Нафан ывӑлӗ, Цоба ҫынни, Гад йӑхӗн ҫынни Бани, 37. Аммон ҫынни Целек, Берот ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн Иоавӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ, 38. Итр ҫынни Ира, Итр ҫынни Гареб, 39. хет ҫынни Урия.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ун хыҫҫӑн Елеазар — Ахоха ывӑлӗн Додонӑн ывӑлӗ; вӑл — вӑрҫа пуҫтарӑннӑ филистимсене тӑрӑхласа-илӗртсе кӑларнӑ чухне Давидпа пӗрле пулнӑ виҫӗ паттӑртан пӗри; 10. израильсем вӗсене хирӗҫ тухнӑ та, вӑл филистимсене аркатма тытӑннӑ, ӗшеннӗ алли хӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ларичченех ҫапӑҫнӑ.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене [тата хӗвел ҫине ҫакса хунисен шӑммисене] Вениаминсен ҫӗрӗнче, Цела хулинче, Саул ашшӗне Киса пытарнӑ тупӑклӑха пытарнӑ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Давид вара Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене унтан куҫарса килнӗ; [хӗвел ҫине] ҫакса хунисен шӑммисене те пуҫтарса килнӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Давид ӗнтӗ Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене Галаадри Иавис ҫыннисенчен кайса илнӗ: филистимсем Саула Гелвуй тӑвӗ ҫинче вӗлернӗ хыҫҫӑн унӑн ӳчӗпе Ионафан ӳтне Беф-Санра ҫакса хурсан, Иавис ҫыннисем вӗсене вӑрттӑн хӑйсен хулине илсе кайнӑ пулнӑ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах патша, хӑй Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тунине — Саул ывӑлӗпе Ионафанпа иккӗшӗ тупа тунине — асра тытса, Мемфивосфее, Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлне, тивмен.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӗрарӑм пӗтӗм халӑхпа канашланма кайнӑ, хӑйӗн ӑслӑ сӑмахне пӗлтернӗ, [пӗтӗм хулана Бихри ывӑлӗн Савейӗн пуҫне касма сӗнсе калаҫнӑ].
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Мемфивосфей те — Саул [ывӑлӗн Ионафанӑн] ывӑлӗ — патшана кӗтсе илме тухнӑ.24. И Мемфивосфей, сын [Ионафана, сына] Саулова, вышел навстречу царю.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид патша ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те ҫав тери тарӑхса кайнӑ, [анчах хӑйӗн ывӑлӗн Амнонӑн чунне хурлантарман, мӗншӗн тесессӗн ӑна юратнӑ, вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ].
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Каярахпа акӑ мӗн пулса иртнӗ: Авессаломӑн, Давид ывӑлӗн, Фамарь ятлӑ хитре йӑмӑкӗ пулнӑ, ӑна Давид ывӑлӗ Амнон юратса пӑрахнӑ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Давид вара Саул тарҫине Сивана чӗнсе илнӗ те каланӑ: Саулӑн тата унӑн килӗн ӗлӗк мӗн пулнине пӗтӗмпех эпӗ санӑн хуҫун ывӑлне паратӑп, тенӗ; 10. ӗнтӗ эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, санӑн чурусем те ун валли ҫӗр ӗҫлесе тӑрӑр, ҫӗр ҫимӗҫне ӑна парса тӑрӑр — хуҫу ывӑлӗн тӑранса пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пултӑр; хуҫу ывӑлӗ Мемфивосфей вара яланах ман сӗтелӗм хушшинче апат ҫийӗ, тенӗ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Мемфивосфей — Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлӗ — Давид патне килнӗ те [патшана] ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем пӳрте кӗнӗ чухне [Иевосфей] хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнче вырӑнӗ ҫинче выртнӑ; вӗсем ӑна вӗлернӗ те пуҫне касса хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ, ҫӗрӗпе пушхирти ҫулпа утнӑ; 8. Иевосфей пуҫне Хеврона Давид патне илсе пынӑ та патшана ҫапла каланӑ: акӑ Иевосфейӗн, Саул ывӑлӗн, санӑн чунна шыракан тӑшманун, пуҫӗ; Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ патша хуҫамӑмшӑн [санӑн тӑшманна] Саула тата унӑн йӑхне тавӑрчӗ, тенӗ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.