Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмсен (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑмсен хастарлӑхне, ҫаврӑнӑҫулӑхне, ӑнтӑлӑвне ырларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева конкурса хутшӑнакансене пурне те шухӑшланине пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ҫапла республикӑра, тӗрлӗ районта мӗн пулса иртнине хӗрарӑмсен кӑларӑмӗ урлӑ пӗлсе тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Куракансен ячӗпе вырӑнти артистсене хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Е.Петрова ӑшӑ сӑмахсемпе тав турӗ, пултарулӑх ушкӑнӗн ӑсталӑхӗ кунран кун пуянланса пынине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ача кӗтекен хӗрарӑмсен уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла, гриппа чирленӗ хыҫҫӑн гинеколог патне каймаллах.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ Ҫавалкас тӑрӑхӗнче пурӑнакансемшӗн нумайлӑха асра юлмалла иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Районти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Е.Михайлова культурӑпа спорт фестивальне ирттерме пулӑшнӑ тренерсене, спонсорсене - «Ритуальные услуги» ООО, «Интермедсервис» ООО, «Спутник-1» ООО, «Стойэнергосервис» ООО ертӳҫисене, «Россельхозбанк» акционер обществин хушма офисӗн Елчӗкри уйрӑмӗн управляющине, «Промсервис» НПО АХОн, Елчӗкри техникӑпа инвентаризаци бюровӗн ертӳҫине, «Прогресс» АХО дирекцине, А.Воробьев адвокат кантурне, «Наско» УАО ертӳҫине, Елчӗкри ҫӑкӑр завочӗн дирекцине, Чӑвашстатӑн Елчӗкри пайне, «ЭлектроНикс» салона, В.Изратов уйрӑм предпринимателе чун-чӗререн тав тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Канат туртасси хӗрарӑмсен ӗҫӗ мар пек туйӑнать пулин те ҫак ӑмӑртӑва пӑхса тӑма пит килӗшет куракансене.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Культурӑпа спорт фестивальне районти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Е. Михайлова уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ районти вунтӑваттӑмӗш культурӑпа спорт фестивальне хӗрарӑмсем кӑна мар, арҫынсем те них-ҫанхинчен йышлӑ пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа районта тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫавӑн пекех унта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен канашӗн Ыркӑмӑллӑх фончӗн попечительство канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева, сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова тата Чӑваш Енри ашшӗсен Канашӗн Председателӗ Владимир Викторов хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Конкурса хутшӑннӑ хӗрарӑмсене «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Союзӗ» республикӑри обществӑлла организаци Председателӗ Ольга Зайцева саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм ертӳҫӗсене чысланӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

- Паянхи савӑнӑҫлӑ кун чи малтанах хисеплӗ хӗрарӑмсене, чипер пикесене Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

1906-1909 ҫулсенче вӑл пулӑшнипе хӗрарӑмсен прогимназине ҫӗнетме май килнӗ, ҫуртӑн иккӗмӗш хутне тунӑ, унта тата тӑватӑ класс вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

1906 ҫулта хулара хӗрарӑмсен прогимназине хута янӑ, ҫакӑ хула управине реальнӑй училищӗн строительствине пуҫӑнма хистенӗ, анчах хулапа уес земствин укҫа пулманнипе хула старости «Пӗртӑван Таланцевсем» суту-илӳ ҫуртӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫуркуннен пӗрремӗш тата ҫутӑ уявӗ умӗн республикӑри пултаруллӑ та пуҫаруллӑ хӗрарӑмсен пысӑк ушкӑнне патшалӑх наградисемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӗрарӑмсен канашӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева, Шупашкар хулинчи хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Ирина Клементьева этемлӗхӗн черчен ҫуррин маттур представителӗсене ҫурхи уявпа саламларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ, илӗртӳллӗ // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Шупашкар хула администрацийӗпе Хӗрарӑмсен канашӗ пуҫарнипе йӗркелекен конкурс тӗллевӗ - ӗҫре, килте, обществӑра ҫаврӑнӑҫулӑхне, илӗртӳлӗхне, пултарулӑхне кӑтартакан хӗрарӑмсемпе мӑнаҫланасси, вӗсене хавхалантарасси.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ, илӗртӳллӗ // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Республика Пуҫлӑхӗ тата театр ертӳлӗхӗ пӗр ӗмӗре ҫывхарса пыракан искусство храмӗн малашлӑх аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ, Михаил Васильевич ҫавӑн пекех театрти хӗрарӑмсене ҫуркуннехи пӗрремӗш уявпа - Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе - саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Игнатьевсем спектакль пăхнă // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех