Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмсен (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева конкурса хутшӑнакансене пурне те шухӑшланине пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑнӑҫу сунчӗ.

Руководитель республиканского благотворительного фонда союза Женщин Лариса Игнатьева пожелала всем участницам конкурса удачи в осуществлении задуманного в реальность.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Ҫак ӗҫре ӑна ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ те сахал мар пулӑшу кӳрет.

В этом деле ей приносит немало помощи и сельский женский совет.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ялти хӗрарӑмсен 64,3 проценчӗ пахча-ҫимӗҫпе апатланать, хуларисен - 77,9 проценчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Акӑ, ялти хӗрарӑмсен 80,1 проценчӗ ытларах аш-какай кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Ялти хӗрарӑмсен вӑтам пурнӑҫӗ 76,08 ҫула тӑсӑлать, хуларисен кун-ҫулӗ ялтисенчен 1 ҫул вӑрӑмрах.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Хӗрарӑмсен чи йышлӑ пайӗ Пӑрачкав районӗнче пурӑнать, унта пин арҫын пуҫне - 1169 хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Раҫҫейри пекех Чӑваш Енре те хӗрарӑмсен йышӗ арҫынсенчен ытларах.

Куҫарса пулӑш

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Кӗҫех вӗсен уявӗ: хӗрарӑмсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ!

Скоро их праздник: международный женский день!

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫав шутра - хӗрарӑмсен ирӗклӗ кӗрешӗвӗ, йӗлтӗр спорчӗ тата ыт.те.

В их числе — женская вольная борьба, лыжный спорт и др.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Чир ураран ӳкернисен ӳчӗсене те сӗтӗрме тивнӗ имшер те черчен хӗрарӑмсен. - Трахома ҫава пек ҫулчӗ халӑха…».

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех