Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

киревсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
киревсӗр (тĕпĕ: киревсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлерех асӑннӑ цифра пысӑкланни шӑпах тивӗҫлӗ тытӑмсем киревсӗр ҫак пулӑма тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫленине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Каҫарма ыйтса, кашни усал сӑмахӗшӗн, кашни киревсӗр ӗҫӗшӗн уйрӑммӑн каҫару ыйтса йӑлӑнӗччӗ…

За каждое злое слово, за каждый дурной поступок просила бы она прощения…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Юлашкинчен, тӑшман амӑшӗ тухрӗ те Тома эсӗ киревсӗр ача, пӑсӑлнӑ, тӳрккес ача тесе пӗтерчӗ, ӑна аяккалла кайма хушрӗ.

Наконец появилась мамаша неприятеля, обозвала Тома скверным, грубым невоспитанным мальчишкой и велела ему убираться прочь.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

– Техникум директорӗ должноҫ полномочийӗсемпе киревсӗр шухӑшпа усӑ курни обществӑн тата патшалӑхӑн законпа хӳтӗленекен интересӗсене тӳрреммӗнех пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Аркади ун йӑмӑкӗпе ташламаншӑнах, урӑх хӗрпе тухса кайнӑшӑнах Витали ӑна: киревсӗр! — тет.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Салтакран таврӑннӑ Витали Ахманеев юлташӗн киревсӗр енӗсене курать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Уҫӑмлӑ тӗллеве ҫухатнӑ вӑхӑтра Тамара киревсӗр каччӑпа юлташланса каять.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Мышкин бухгалтер та ҫавнашкал киревсӗр ҫын.

Таким негодяем является и бухгалтер Мышкин.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Тен, мала тухасшӑн киревсӗр мелсемпе те уса куракан Яштайкина?

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Тата мана киревсӗр сӑмахсем кӗртсе яни, ҫынран хӑйӗнчен килмен инкекшӗн вӗчеленсе виртлени килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Ытларах чухне киревсӗр тӗллевлӗ ҫынсем тӗрлӗ сайтри пӗлтерӳсем тӑрӑх таваршӑн укҫа куҫарса паратпӑр тесе ҫынсен банк карточкисен реквизичӗсене пӗлеҫҫӗ те - банкри шут ҫинчи укҫана сӑптӑрса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ултавҫӑсем татах улталаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 09.06.17

Чи хӑрушши вара: ҫак стендсене вырӑсла кӑна хатӗрлени пирки эп каламан пулсан, ни Галина Зотова, ни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем, ни ял халӑхӗ нимӗнле киревсӗр япала та курманнинче.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Ҫынсем ӳсӗрле тӑвакан преступленисем пирки сӑмах пуҫарнӑ май министр хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршывра «совет саманин киревсӗр юлашки» тесе урӑлтаркӑчсене пӗтернин сиенне пайӑррӑн палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫак тӗслӗхпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн путсӗрскер маларах та тӑванӗ тӗлӗшпе ҫакнашкал киревсӗр ӗҫсем туни палӑрнӑ: кӑрлач уйӑхӗнче тата пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫапла хӑтланнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хӑй те маххӑ паман — хирӗҫ тӑнӑ, пусмӑрҫӑ ҫавӑнпа кӑна киревсӗр тӗллевне пурнӑҫлайман.

Куҫарса пулӑш

Пусмӑрҫа тарма паман // К.АНТИПОВ . «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Эпӗ унран усал, киревсӗр сӑмах илтмен.

Я не слышал от него ни одного плохого, худого слова.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

— Тӑр кӑнтӑрла, ҫынсем унта-кунта тухса ҫӳренӗ вӑхӑтра, мӗнле майпа киревсӗр ӗҫ тума пултарнӑ-ха путсӗрсем? — сӑмахларӗ Суя.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ӗҫ тӑвассишӗн киревсӗр меслетпе усӑ курнине Чичикин ӑнланса каҫарчӗ, бракланӑ плиткӑсене завода турттарма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ытларах чухне киревсӗр тӗллевлӗ ҫынсем тӗрлӗ сайтри пӗлтерӳсем тӑрӑх таваршӑн укҫа куҫарса паратпӑр тесе ҫынсен банк карточкисен реквизичӗсене пӗлеҫҫӗ те — банкри шут ҫинчи укҫана сӑптӑрса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫуркунне типӗ курӑка ҫунтарас киревсӗр йӑла пӗтмест-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑмӑла ҫунтарни - хӑрушӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех