Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
хӗҫ (тĕпĕ: хӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр ачасен теттисем ҫеҫ мар, машинӑсем те пур купара, пистолетсемпе шпагӑсем, Калашников автомачӗ, хӗҫ.

И не только девчоночьи, но и машинки, пистолеты, автомат Калашникова, шпаги, мечи.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Анчах ҫав самантрах хӑвӑрт та пӗр харӑс икӗ хӗҫ ялтӑртатрӗҫ.

Но в тот же миг — резко и одновременно — блеснули две шашки.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӗҫ йӑлтӑртатрӗ.

Блеснула шашка.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫ, донецсен чалӑш пусса лартнӑ картузӗсем тӗлӗнче, пӗкӗ пек авӑнса, тӗкӗр пек йӑлтӑртатать.

Вырванная из ножен шашка зеркальной дугой повисла в воздухе над приплюснутыми набекрень фуражками донцов.

XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав вӑхӑтра лавкана хӗҫ тытнӑ городовойсем пырса кӗрсе, ӑна темӗнле вӑрттӑн ӗҫ тунӑшӑн, извозчик ҫине лартса участока илсе кайса хупнӑ пулсан та Петя питех тӗлӗнмен пулӗччӗ.

Петя, пожалуй, не удивился бы, если бы в эту минуту в лавочку спустились городовые с шашками и отвезли его на извозчике в участок за соучастие в некоем тайном и постыдном преступлении.

XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӑш чухне ушкӑн патне городовой пырать, вӑл икӗ аллипе хӗҫ йӗннине тытса тӑрать.

Иногда к толпе подходил городовой, держась обеими руками за ножны шашки.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Городовой Гаврика хӗҫ йӗннипе мӑйӗнчен хуллен кӑна ҫапса илчӗ.

Городовой слегка стукнул Гаврика ножнами шашки по шее.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл пысӑк ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, хура мӑйӗнчен револьверӑн сарӑ шнурне тата хулпуҫҫи ҫинчен пысӑк хӗҫ ҫакса янӑ.

Он был в белом кителе чертовой кожи, с оранжевым револьверным шнуром на черной шее и с большой шашкой.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пирӗн наступлени пуҫланса кайнипе тӑшманӑн икӗ ушкӑнӗ те арканса кайнӑ, техникӑна, хӗҫ пӑшала пӑрахса, хисепсӗр ҫухатусем туса, васкавлӑн чакма пуҫланӑ…

В результате начатого наступления обе эти группировки разбиты и поспешно отходят, бросая технику, вооружение и неся огромные потери…

29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Кам антарса хӑварас пур? — Амед аллине хӗҫ аври ҫине хучӗ.

— Кто такое ссадит? — Амед положил руку на эфес шашки.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ мӗнле — ҫунатлӑ урхамах ҫинче мар, гусар киверне тӑхӑнса, ҫинче хӗҫ ҫӗклесе те мар, алла кукӑр катмак тытса, пахчара чаваланса, эпӗ каллех кино экранӗсем ҫине ӳкрӗм.

Вот как — не на лихом коне, не в гусарском кивере и не с острой саблей, а с мотыжкой-сапкой в руке, копающейся в картошке на огороде попала я снова на экраны кино.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпир ӗнтӗ тивӗҫлӗ ответ панӑ пулас — хӗҫҫе хирӗҫ хӗҫ, ҫапла-и? — ыйтрӗ Игорёк.

— А мы уже ответили ударом на удар? — спросил Игорь.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ну, тепӗр енчен акӑ мӗн лайӑх: тайма пуҫа хӗҫ касмасть, теҫҫӗ.

Ну, добро: повинную голову меч не сечет.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ман ҫумра хӗҫ тата икӗ пистолет пур, ҫавӑнпа та эпӗ хуптӗрлӗхе чылаях тӳсме пултаратӑп-ха.

Со мною была сабля и два пистолета, я мог еще выдержать осаду.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ часрах вӗсене ҫыхнӑ пӑяв тӗввисене хӗҫ вӗҫӗпе касса тухрӑм.

Я спешил саблею разрезать узлы их веревок.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Маттур тус-тантӑш гусарсем, Хӗҫ каччисем — эсрел ылханӗ!

Гусары, братцы, удальцы, Рубаки — черт мою взял душу!

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ну, халь ӗҫкӗ — ӗҫкӗ мар, Ут утлан та хӗҫ кӑлар!

Но чу, Гулять не время, К коням, брат, и ногу в стремя, Саблю вон — и в сечу!

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ калӑп ӑна: Хисеплӗ ырӑ патша, Калап чӑннине сана эпӗ тӗпӗ-йӗрӗпе, Тусӑмсем манӑн тӑваттӑн пулнӑ: Пӗрийӗ вӗсенчен — хура тӗттӗм ҫӗр, Иккӗмӗшӗ, тусӑмҫӑм — ҫивчӗ хурҫӑ хӗҫ, Виҫҫӗмӗшӗ, тусӑм ман — ырӑ утӑмҫӑм, Тӑваттӑмӗшӗ — карӑнтарнӑ ухӑ тус, Вӗшлесемех те манӑн — хӗртнӗ сӑнӑсем.

Я скажу тебе, надежа православный царь, Всеё правду скажу тебе, всю истину, Что товарищей у меня было четверо: Еще первый мой товарищ темная ночь, А второй мой товарищ булатный нож, А как третий-то товарищ, то мой добрый конь, А четвертый мой товарищ, то тугой лук, Что рассыльщики мои, то калены стрелы.

Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӗсем хушшинче хӗрлӗ сӑхман тӑхӑннӑ, аллине хӗҫ тытнӑ ҫын шурӑ лаша ҫинче ларса пырать: вӑл Пугачев хӑй пулнӑ.

Между ими на белом коне ехал человек в красном кафтане, с обнаженной саблею в руке: это был сам Пугачев.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ хам сисмен ҫӗртенех хӗҫ аврине чӑмӑртаса, ӗнер ӑна хамӑн савнине хӳтӗлеме тенӗ пекех, унӑн аллинчен илнине аса илтӗм.

Я невольно стиснул рукоять моей шпаги, вспомня, что накануне получил ее из ее рук, как бы на защиту моей любезной.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех