Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Патша хут чӗркемне, Варух ҫырса хунӑ Иеремия сӑмахӗсене, ҫунтарса янӑ хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна сӑмах пулнӑ, Вӑл ӑна ҫапла каланӑ: 28. урӑх чӗркем ил те унта Иудея патши Иоаким ҫунтарса янӑ малтанхи хут чӗркемӗнче пулнӑ унчченхи сӑмахсене пурне те ҫырса хур; 29. вара Иудея патшине Иоакима кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: эсӗ ҫак хут чӗркемне ҫунтарса ярса, «Иеремия, мӗншӗн эсӗ унта Вавилон патши пурпӗрех килет те ҫак ҫӗре тустарса хӑварать, ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те вӗлерсе пӗтерет тесе ҫыртӑн?» терӗн; 30. Ҫӳлхуҫа ҫавӑншӑн Иудея патши Иоаким пирки ҫапла калать: унӑн йӑхӗнчен Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан пулмӗ, унӑн виллине кӑнтӑрлахи шӑрӑха та ҫӗрлехи сивве пӑрахӗҫ; 31. Эпӗ ун патне, унӑн тӑхӑмӗ патне, унӑн тарҫисем патне вӗсенӗн тӗрӗсмарлӑхне пырса пӑхӑп та вӗсем ҫине, Иерусалимра пурӑнакансем ҫине тата Иудея ҫыннисем ҫине хӗн-асап ярӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Варух вӗсене каланӑ: хӑй каланинех, вӑл ҫак сӑмахсене каласа тӑчӗ, эпӗ ҫавна ҫак хут чӗркемӗ ҫине хурапала ҫырса хутӑм, тенӗ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Михей — Сафан ывӑлӗн Гемарийӑн ывӑлӗ — хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене пӗтӗмпех илтнӗ, 12. вӑл патша керменне, ҫыруҫӑсен пӳлӗмне, аннӑ, ҫав вӑхӑтра унта аслӑ пуҫлӑхсем ларнӑ: патша ҫыруҫи Елисам, Семаия ывӑлӗ Делаия, Ахбор ывӑлӗ Елнафан, Сафан ывӑлӗ Гемария, Анания ывӑлӗ Седекия тата ытти пуҫлӑхсем те; 13. Михей вара вӗсене Варух хут чӗркемӗ тӑрӑх халӑх илтмелле вуласа панӑ мӗнпур сӑмаха каласа панӑ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Варух, Нирия ывӑлӗ, Иеремия пророк хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене вуласа пама хушнине пӗтӗмпех тунӑ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иеремия Варуха хытарсах каланӑ: мана Турӑ Ҫуртне кӗме чарнӑ; 6. ҫавӑнпа кай та хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунине — эпӗ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене — типӗ тытнӑ кун Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче халӑх илтмелле, хӑйсен хулисенчен килнӗ мӗнпур иудей илтмелле вуласа пар; 7. тен, вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашшӑн йӑлӑнӗҫ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ: Ҫӳлхуҫа ҫак халӑх валли питех те пысӑк ҫилӗпе хаярлӑх хатӗрленӗ, тенӗ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иеремия вара Варуха, Нирия ывӑлне, чӗнсе илнӗ, Иеремия ӑна Ҫӳлхуҫа сӑмахне каласа тӑнӑ, Варух ҫав мӗнпур сӑмаха хут чӗркемӗ ҫине ҫырса хунӑ.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иоаким — Иосия ывӑлӗ, Иудея патши — тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 2. хут чӗркемӗ ил те ун ҫине Эпӗ сана Израильпе Иуда ҫинчен, пур халӑх ҫинчен мӗн каланине — Иосия кунӗсенчен пуҫласа паянхи кунччен каланӑ сӑмахсене — ҫырса хур; 3. тен, Иуда килӗ Эпӗ вӗсене мӗнешкел хӗн-хур кӑтартма шухӑшласа хуни ҫинчен ӑнланса илӗ те, кашнийӗ хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнӗ, вара Эпӗ вӗсен тӗрӗс мар ӗҫӗсене, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарӑп.
Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эсир: «ку вӑл — пушхир, кунта ҫын та, выльӑх-чӗрлӗх те ҫук, ӑна халдейсен аллине панӑ» теекен ҫак ҫӗр ҫинче вара хирсем туянма пуҫлӗҫ; 44. ҫав хирсене кӗмӗлле сутӑн илӗҫ те суту-илӳ хучӗ ҫырса, пичет пусса хурӗҫ, кӳнтеленсене чӗнӗҫ — ку вӑл Вениамин ҫӗрӗнче те, Иерусалим таврашӗнче те, Иуда хулисенче те, сӑрт-ту ҫинчи хуласенче те, айлӑмри хуласенче те, кӑнтӑрти хуласенче те ҫапла пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене тыткӑнран каялла илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫавӑн хыҫҫӑн Эпӗ Израиль килӗпе урӑх халал хывӑп: Хамӑн саккуна вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсемшӗн Турӑ пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах: 2. Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ хӑвна мӗн каланине пурне те кӗнеке ҫине ҫырса хур.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл пирӗн патӑмӑра Вавилона та ҫапла ҫырса янӑччӗ: тыткӑнра пурӑнасси вӑраха пырӗ, ҫуртсем лартӑр — ҫавӑнта пурӑнӑр, сат пахчисем чӗртӗр — вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗр» тесе ҫырнӑччӗ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак ҫын ҫинчен «вӑл ачасӑр ҫын» тесе ҫырса хурӑр, вӑл ӗмӗрӗпех телейсӗр пулӗ: ӗнтӗ унӑн йӑхӗнчен тухнӑ пӗр ҫын та Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче лараймӗ, Иудея патши пулаймӗ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иуда ҫылӑхне тимӗр каскӑчпа, вутчуль ҫивӗчӗшӗпе вӗсен чӗри ҫине тата вӗсен чӳк парни вырӑнӗсен мӑйракисем ҫине ҫырса хунӑ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Израиль хӗрне, Мана пӑрахнӑскере, Эпӗ аскӑнла ӗҫӗсемшӗн хӑваласа ятӑм, уйӑрӑлни ҫинчен ӑна ҫыру ҫырса патӑм, унӑн ултавлӑ хӗр тӑванӗ Иудея ҫакна курса та хӑраса ӳкмерӗ, вӑл хӑй те аскӑнла ӗҫсем турӗ, ҫавна Эпӗ курса тӑтӑм.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6-7. Манӑн сӑнӑм умне акӑ мӗн ҫырса хунӑ: чӗнмесӗр тӑмӑп, тавӑрӑп, вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемпе пӗрле ӑшчиккине кӗртсех тавӑрса парӑп; вӗсен ашшӗсем тусем ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, сӑртсем ҫинче Мана хӑртнӑ-хурланӑ; Эпӗ вӗсен унчченхи ӗҫӗсене виҫсе ӑшчиккинех ярса парӑп.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Каскалакан, [кирлӗ йывӑҫа суйласа илсе,] ун ҫине ҫырса, ӑна шӗвӗр вӗҫлӗ сӑпрайпа йӗрлесе тухать, каскӑчпа вартать, ӑна якатса ҫаврашкалатать, вара, килӗнче лартма тесе, хитре сӑн-питлӗ ҫын кӗлетки ӑсталаса кӑларать.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унчченхи тискерлӗхсене аса илӗн те: «хырҫӑ тӳлемеллине ҫырса ҫӳрекенӗ ӑҫта-ши? куланая виҫекенӗ ӑҫта-ши? пашнесене тӗрӗслесе ҫӳрекенӗ ӑҫта-ши?» тейӗн.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ кай ӗнтӗ, ӳлӗмлӗхе, яланлӑха, ӗмӗрлӗхе юлтӑр тесе ҫакна вӗсен хӑмийӗ ҫине ҫырса хур, ҫакна кӗнекене те кӗртсе хӑвар.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: пысӑк хӑма ил те ун ҫине каскӑчпа касса этем ӑнланмалла ҫырупа: Магер-шалал-хаш-баз тесе ҫырса хур, терӗ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем ӑслӑлӑха, ырра вӗрентнӗ; кӗвӗ-ҫемӗ хайланӑ, каларӑшсем ҫырса хӑварнӑ.5. Мудрые слова были в учении их; они изобрели музыкальные строи и гимны предали писанию;
Сир 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.