Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хваттере (тĕпĕ: хваттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ман сухал ҫине тинкерсе пӑхрӗ, — хваттере ҫӗнӗ ҫын пырса кӗнӗшӗн, пӗр вӑхӑтлӑха та пулин унпа кӑмӑла тултарма май пурришӗн савӑнни уҫҫӑнах палӑрчӗ.

Она с любопытством уставилась на мою бороду, явно довольная, что в квартире появилось новое развлечение, которым можно заняться на некоторое время.

Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хуҫа арӑмӗ пӗтӗм пурнӑҫне ҫак хваттере панӑн туйӑнать пек.

Казалось, что вся жизнь хозяйки – в этой квартирке.

Елинексем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Гестапо агенчӗсене Штых патне, вӑрттӑн хваттере, илсе пынӑ.

Привел агентов гестапо на нелегальную квартиру к Штыху.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Андрей Гаврилович хулана ҫитрӗ те хваттере хӑй паллакан купца патне кӗчӗ.

Приехав в город, Андрей Гаврилович остановился у знакомого купца.

II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кун пек хваттере эсӗ, тӑванӑм, пӗтӗм дивизийӗпе те тупаймастӑн.

Такой, брат, квартиры ни у кого во всей дивизии не сыщешь.

6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Хваттере ачапа пырса кӗрсен тантӑшӗсем тӗлӗнчӗҫ.

Когда она вошла в квартиру с мальчиком, подруги удивились.

Ҫураҫнӑ хӗр // Мария Петрова. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Тепӗр ҫамрӑк учительницӑпа хваттере вырнаҫрӑмӑр, малтанласа тырӑ ларӗ ҫине вырӑн сарса ҫывӑрса пурӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Хваттере вырнаҫтарни ҫитмест, икӗ арӑмлӑ ясар арҫын валли мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырама пикенмелле.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Виҫ хӗрарӑмлӑ чее арҫын ӗҫ хыҫҫӑн ҫеҫ майрапа кӗрсе тухать хваттере.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Ку хваттере вара иккӗмӗш арӑмӗнчен вӑрттӑн майрипе тӗл пулма тара тытать.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Хӑйӗнчен ирӗк ыйтса вӑл ҫук чухне хваттере темиҫе те кӗрсе тухма тиврӗ: ваннӑйри крана улӑштарма, хӗл умӗн чӳрече каррисене, кантӑксене ҫуса тасатма.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Пушӑ ларасран хамӑрпа юнашар ҫуртри хваттере тара пама шухӑшларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

ШӖМ специалисчӗн шухӑшӗпе - хваттере ют ҫынна кӗртиччен алӑка яри уҫмалла мар, унран документ ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Марина Сергеева граждансене хӑйсене асӑрхануллӑрах пулма сӗнчӗ: ҫыравҫӑ ячӗпе витӗнсе хваттере ултавҫӑсем лекме пултарас теветкеллӗх пысӑк.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Сирӗн хваттере е килӗре чӑннипех Чӑвашстатӑн шаннӑ ҫынни пынине 39-78-90 телефонпа уҫӑмлатма пулать.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

— Малтанах эпир хваттере кӗрсе пурӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Марье пухӑннисене хӑй патне хваттере янӑ пуҫлӑх ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Юрӗ, тӑванӑм, мана председатель пурӑнакан хваттере ертсе кай.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хваттере янӑ тӑлӑх арӑмпа ҫыхланса кайнӑ теҫҫӗ.

Говорят, что связался с одинокой женщиной, которой сдал квартиру.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Май пулсан ачасене кӳршӗсене е ҫывӑх тӑвансене парса хӑварма тӑрӑшмалла е хваттере ҫывӑх ҫыннӑрсене, тӑванӑрсене ачӑрсене пӑхма чӗнме тӑрӑшӑр.

По мере возможности старайтесь малышей оставлять у соседей или родных, или приглашать к себе в квартиру близких, родных посидеть с детьми.

Пурнӑҫ - чи хакли // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех