Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Мӗнле-ха вара? эпир саккун аллинче мар, тивлет аллинче тесе ҫылӑха кӗрсе пурӑнар-и?15. Что же? станем ли грешить, потому что мы не под законом, а под благодатью?
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫылӑх сире пӑхӑнтарса ан тӑтӑр: эсир ӗнтӗ саккун аллинче мар, тивлет аллинче.14. Грех не должен над вами господствовать, ибо вы не под законом, но под благодатью.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Саккун кайран килнӗ, вара йӗркесӗр ӗҫ йышлӑланнӑ.20. Закон же пришел после, и таким образом умножилось преступление.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ӗненсессӗн, этем саккун хушнисене тумасӑрах тӳрре тухать тетпӗр эпир.28. Ибо мы признаем, что человек оправдывается верою, независимо от дел закона.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ӳтне касман ҫын саккун хушнине туса тӑрать пулсан, унӑн ӳтне касманни ӳт каснипе танах мар-и?
Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Саккун Параканӗ те, Тӳре те — пӗрре анчах, Вӑл ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать; эсӗ, ыттисене айӑплаканӗ, кам вара?12. Един Законодатель и Судия, могущий спасти и погубить; а ты кто, который судишь другого?
Иак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сире ирӗке кӑларакан саккун тӑрӑх сут тӑвӗҫ, эсир ҫавӑнтан чухласа калаҫӑр, ҫавна шута илсе пурӑнӑр.12. Так говорите и так поступайте, как имеющие быть судимы по закону свободы.
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах ҫынсене камне кура уйӑратӑр пулсан, ҫылӑха кӗретӗр, саккун умӗнче те айӑплӑ пулатӑр.9. Но если поступаете с лицеприятием, то грех делаете, и перед законом оказываетесь преступниками.
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ сана нумаях чӑрмантарса тӑрасшӑн мар, ӗнтӗ сана йӑлӑнатӑп: эпир кӗскенӗн каланине эсӗ яланхи пекех йӑвашшӑн итлесемччӗ: 5. ҫак ҫын халӑх синкерӗ иккенне пӗлсе, пӗтӗм тӗнчери иудейсем хушшинче пӑлхав кӑларнине, назорейсен суя вӗрентӗвне ертсе пынине пӗлсе, 6. вӑл Турӑ Ҫуртне те ирсӗрлентерме хӑйнине курса, эпир ӑна тытрӑмӑр та хамӑр саккун тӑрӑх сут тӑвас тесеттӗмӗр.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Саккун кӗнекипе пророксен кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсем патне ҫапла калама ҫын янӑ: тӑван ҫыннӑмӑрсем! сирӗн халӑха вӗрентсе каламалли сӑмахӑр пулсан — калӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унтан суя кӳнтеленсене илсе пынӑ, лешӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫын ҫак сӑваплӑ вырӑн ҫинчен те, саккун ҫинчен те хурласа калаҫма чарӑнмасть; 14. Назарет Иисусӗ ҫак вырӑна аркатӗ, сире Моисей панӑ йӑласене улӑштарӗ тесе каланине эпир хамӑр илтрӗмӗр, тенӗ.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Иисуспа пӗрле Галилейӑран килнӗ хӗрарӑмсем Иосиф хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Унӑн Ӳтне епле тупӑклӑха хунине пӑхса тӑнӑ; 56. унтан таврӑнсан вӗсем ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем хатӗрлесе хунӑ; шӑматкун вара, саккун тӑрӑх, вӗсемшӗн канӑҫ кунӗ пулнӑ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗррехинче, Иисус вӗрентнӗ чухне, унта Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчен тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентекенсем ларнӑ; чирлисене Вӑл Хӑйӗнпе пӗрле Турӑ хӑвачӗ пулнипе сыватнӑ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саккун хушнӑ йӑлана тумашкӑн ашшӗпе амӑшӗ Иисус-Ачана Турӑ Ҫуртне илсе пырсассӑн, 28. Симеон Ӑна хӑй аллине илнӗ те Турра мухтаса каланӑ: 29. эй Пуҫлӑхӑм, халӗ ӗнтӗ мана, Хӑвӑн чуруна, Ху каланӑ пек, лӑплантарса яратӑн: 30-32. Эсӗ пур халӑхсем умӗнче хатӗрленӗ ҫӑлӑнӑҫа, суя тӗнлисене ҫутатас Ҫутта, Хӑвӑн Израиль халӑхӗн Мухтавне манӑн куҫӑм курчӗ ӗнтӗ, тенӗ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем ҫыхаҫҫӗ те ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ, хӑйсем вара ӑна пӳрнипе те тӗртӗнсе пӑхасшӑн мар; 5. вӗсем пур ӗҫне те ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ; саккун сӑмахӗсене ҫырса хумалли туртмине сарлакарах тӑваҫҫӗ, тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине те вӑрӑмлатсах тӑраҫҫӗ; 6. ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ, 7. халӑх пухӑвӗнче хӑйсене саламланине, хӑйсене ҫынсем: «вӗрентекен! вӗрентекен!» тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пур пророк та, саккун та малашне мӗн пулассине Иоанн киличченех пӗлтерсе тӑнӑ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла ӗнтӗ хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр: саккун та, пророксем те ҫапла вӗрентеҫҫӗ.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвах куратӑн-ҫке: пирӗн сӑваплӑ вырӑна тустарса хӑварнӑ, парне кӳмелли вырӑна ишсе антарнӑ, пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатса тӑкнӑ, 22. пирӗн арфа хисепрен тухса ӳкнӗ, юррӑмӑрсем шӑпланнӑ, савӑнӑҫӑмӑр ҫухалнӑ, пирӗн ҫутаткӑҫӑн ҫути сӳннӗ, пирӗн саккун арчине ҫаратса кайнӑ, пирӗн сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗре ирсӗрленӗ, пире хунӑ ята мӑшкӑл кӑтартас патнех ҫитнӗ, пирӗн пуҫлӑхсем намӑс курнӑ, пирӗн священниксене вӗлернӗ, левитсене тыткӑна илсе кайнӑ, пирӗн хӗрсене ирсӗрленӗ, пирӗн арӑмсене пусмӑрланӑ, пирӗн тӳрӗ ҫынсене илсе кайнӑ, пӗчӗк ачасене кӑларса ывӑтнӑ, пирӗн ҫамрӑксем — чуралӑхра, патвар ҫыннӑмӑрсем хавшакланчӗҫ; 23. чи йывӑрри вара — Сион пичечӗн мухтавне ҫухатни, мӗншӗн тесессӗн ӑна пире курайманнисен аллине панӑ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур вӑрмантан, ҫӗр ҫинчи мӗнпур йывӑҫран иҫӗм ҫырли йывӑҫҫине ҫеҫ суйласа илнӗ; 24. Эсӗ пӗтӗм ҫӗртен пӗр айлӑма ҫеҫ суйласа илнӗ, тӗнчери мӗнпур чечекрен лилие ҫеҫ суйласа илнӗ; 25. Эсӗ мӗнпур тӗпсӗр тинӗс шывӗнчен пӗр юханшыва ҫеҫ тултарнӑ, туса лартнӑ мӗнпур хуларан Хӑвна валли Сиона ҫеҫ тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 26. Ху пултарнӑ мӗнпур вӗҫен кайӑкран кӑвакарчӑна ҫеҫ Хӑвӑн тесе каланӑ, Ху пултарнӑ мӗнпур выльӑхран Хӑвна валли сурӑха ҫеҫ суйласа илнӗ; 27. нумай йышлӑ мӗнпур халӑхсенчен Эсӗ Хӑвна валли пӗр халӑха ҫеҫ суйласа илнӗ, ӑна юратнӑ, ӑна пурне те юрӑхлӑ саккун панӑ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вӗсем кашни вилнӗ ҫыннӑн хитонӗ айӗнчех Иамния йӗрӗхӗсене халалланӑ япаласем тупнӑ, иудейсене саккун ун пек тума хушмасть; ҫапла вӗсем мӗншӗн вилни пуриншӗн те паллӑ пулнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.