Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Вӗсем сутӑн илме кайсассӑн, кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ, хатӗррисем унпа пӗрле туя кӗнӗ, алӑкне хупса хунӑ; 11. кайран леш хӗрсем те пыраҫҫӗ: «хуҫамӑр! хуҫамӑр! уҫса кӗртсемччӗ пире» теҫҫӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Моисей каланӑ: «кам та пулин ача-пӑчасӑр вилсен, тӑванӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, унӑн йӑхне тӑстӑр» тенӗ; 25. пирӗн ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, хӑй арӑмне шӑллӗне хӑварчӗ; 26. иккӗмӗшӗ те, виҫҫӗмӗшӗ те — пурте, ҫиччӗмӗшне ҫитичченех, ҫапла пулчӗ; 27. пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ; 28. вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? унпа пурте пурӑннӑ-ҫке, тенӗ.
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Анчах та лешӗ: «каяс килмест» тенӗ; кайран тата ӳкӗннӗ те пахчана кайнӑ.29. Но он сказал в ответ: не хочу; а после, раскаявшись, пошел.
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. хӑвна тивӗҫлине ил те кай; эпӗ ҫак кайран килнине те сана панӑ чухлех парас тетӗп. 15. Хамӑн пурлӑхӑмпа мӗн тӑвас тенине тума ирӗк ҫук-им манӑн? е санӑн куҫу эпӗ ыррине кура ӗмӗтсӗрленет-и?» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ӗнтӗ малтан пынисем: «эпир ытларах илӗпӗр-ха» тесе шухӑшласа тӑнӑ; анчах вӗсем те пӗрер динари илнӗ; 11. илсессӗн вӗсем хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ: 12. «кусем, кайран килнисем, пӗр сехет ҫеҫ ӗҫлерӗҫ, эпир яра куна ӗҫлерӗмӗр, шӑрӑха тӳсрӗмӗр, эсӗ вӗсене пирӗнпе пӗре хутӑн» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иоанн вӗренекенӗсем ҫитнӗ те унӑн ӳтне илсе кайса пытарнӑ; кайран вӗсем ҫакӑн ҫинчен Иисуса пӗлтернӗ.12. Ученики же его, придя, взяли тело его и погребли его; и пошли, возвестили Иисусу.
Мф 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вара каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑша ертсе килет те, унта кӗрсе пурӑнаҫҫӗ; ҫав ҫынна вара кайран унчченхинчен те хӗнрех пулать.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кайран вӗсем тӗлӗкре Ирод патне ан таврӑнӑр тенӗ хыпар илнӗ те урӑх ҫулпа хӑйсен ҫӗрне кайнӑ.12. И, получив во сне откровение не возвращаться к Ироду, иным путем отошли в страну свою.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Кайран аҫтахасем, хӑйсем ӑҫтан пулса кайнине асрах тытаканскерсем, ҫиеле тухӗҫ, пысӑк вӑй пухса лешӗсене хӑвалама пуҫлӗҫ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сире еткерлӗхе ҫӗр, Сион ҫӗрне, панӑ пулнӑ; анчах сирӗн аҫӑрсем те, эсир хӑвӑр та йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ, Ҫӳлти Турӑ кӑтартнӑ ҫулсенчен пӑрӑннӑ, 32. Вӑл вара, тӗрӗс тӳре, мӗн панине кайран сирӗнтен туртса илчӗ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах кайран ҫуралакансене кам вӗрентӗ?
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла вара, халӗ хӑвӑн ҫуртна йӗркене кӳрт те хӑвӑн халӑхна ӑнлантар, хур курнисене лӑплантар, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫран хӑп, 14. хӗвӗшӳллӗ шухӑшусене пӑрах, этем ӗҫӗ-хӗлӗнчен уйрӑл, этем йӑли-йӗркинчен сирӗл, йывӑр шухӑшусене аяккалла сирсе яр — ку тӗнчерен куҫса кайма хатӗрлен: 15. кайран инкексем эсӗ халӗ курнинчен те ытларах пулӗҫ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ ӑмӑрткайӑк чӗрни ҫине тӑчӗ те хӑйӗн ҫуначӗсене ҫапла каларӗ: 8. пурте пӗр харӑс ан вӑранӑр; кашнийӗ хӑй вырӑнӗнче ҫывӑрӑр, черетпе сыхӑ тӑрӑр, 9. пуҫӑмсем вара чи кайран вӑранччӑр, терӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫакӑн умӗн сана мӗн курӑннин тупсӑмне ҫапла ӑнланмалла: 41. эсӗ йӗрекен арӑма курнӑ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, 42. кайран вӑл курӑнми пулнӑ, санӑн умна туса лартнӑ хула тухса тӑнӑ, 43. арӑм сана хӑй ывӑлӗн вилӗмӗ ҫинчен каласа панӑ — акӑ мӗне пӗлтерет ҫакӑ: 44. эсӗ курнӑ арӑм тата туса лартнӑ хула — Сион вӑл; 45. ҫав арӑм вӑтӑр ҫул ача тумасӑр пурӑнни — ҫакӑ ӗнтӗ Сионра вӑтӑр ҫул хушши парне кӳменнине пӗлтерет.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кайран мана лӑплантарма чарӑнчӗҫ, эпӗ вара ҫӗрле тӑтӑм та тухса чупрӑм, куратӑн ӗнтӗ — ҫак хире килсе тухрӑм.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: 15. эпӗ малтан та каланӑччӗ, халӗ те калатӑп, кайран та калӑп: хум тумламран пысӑкрах пулнӑ евӗр, пӗтекеннисем ҫӑлӑнаканнисенчен ытларах, терӗм.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗр ҫине нумай тӗрлӗ вӑрлӑх акать те, анчах мӗн акнийӗ кайран пӗтӗмпех сыхланса юлаймасть, нумай тӗрлӗ ӳсентӑран лартсан та, мӗн лартни пӗтӗмпех тымарланаймасть, ҫавӑн пек ку тӗнчене ҫуралнисем те пуртех ҫӑлӑнаймӗҫ, терӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ кӑкӑртан кӑкӑр ҫимӗҫӗ, сӗт, парса тӑма хушнӑ, 11. ҫапла Эсӗ пултарни пӗр вӑхат тӑранса пурӑнтӑр, Эсӗ уншӑн кайран та тӑрӑшӑн.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй Ҫӳлхуҫамӑм! мана, Хӑвӑн чуруна, Хӑвӑн умӑнта кӗлтума ирӗк парсамччӗ — пирӗн ӑстӑна, вӑрлӑх акнӑ пек, ӑнлав аксамччӗ, ҫав вӑрлӑх шӑтса тухтӑрччӗ те, эпир ӑна ҫимӗҫ пуличченех пӑхса ӳстерӗттӗмӗр, кайран ҫав ҫимӗҫпе кирек кам та пурӑнтӑрччӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑннӑ чухне эпир кайран, вилсессӗн, хамӑр асапланасси ҫинчен шухӑшламан та, терӗм.126. Мы не помышляли в жизни, когда делали беззаконие, что по смерти будем страдать.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.