Шырав
Шырав ĕçĕ:
Икӗ комбайн тулӑ пусси ҫывӑхӗнчех лараҫҫӗ, вӗсем патӗнче комбайнерсемпе штурвальнӑйсем мӑнаҫлӑн утса ҫӳреҫҫӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халиччен тӑнӑ вырӑна улӑштарса, трактор бригадисем те хӑйсен пӗтӗм хуҫалӑхӗпе: уйри тимӗрҫ лаҫҫипе, кухньӑри савӑт-сапасемпе, тимӗр пичкесемпе, тӗренӗсене тӗкӗр пек йӑлтӑртатичченех тӑпрапа сӑтӑрса тасатнӑ плугсемпе тулӑ пуссинелле куҫрӗҫ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта ҫӗре тӑп-тӑваткалӑн сарӑ чатӑрсем кара-кара илнӗ, — ку пиҫсе ҫитекен тулӑ пусси; ҫав чатӑрсем хушшинче ҫулсен ансӑр йӗрӗсем выртаҫҫӗ, ҫав ҫулсем тӑрӑх, хыҫне хӑю пек тусан хӑварса, тетте пек грузовиксем чупаҫҫӗ; акӑ ӗнтӗ сарӑ хир те, тусан мӑкӑрлантаракан автомашинӑсем те ҫук, тӗлӗнмелле сип-симӗс улӑх тӑсӑлса выртать, кӗтӳсем ҫӳреҫҫӗ — сӑрӑ та хӗрлӗ ӗнесем сурӑх пысӑкӑш курӑнаҫҫӗ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Иван Кузьмич Головачев, хӑйӗн тулӑ тӗслӗ сарӑ уссине якаткаласа, райком секретарьне савӑнӑҫлӑн кулса кӗтсе илчӗ; унӑн кулли ҫакӑн пек каланӑ пекех туйӑнчӗ:
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫеҫенхирте пулсан, Татьяна яланах акнӑ тырӑсем епле ӳснипе, ҫӗр мӗнле лайӑх пулнипе, уйрӑм участоксенчи ҫӗрӗн нӳрлӗхӗ мӗнлипе, кукуруза пуҫӗ епле чӑмӑртаннипе, тулӑ шӑркана ларни-ларманнипе интересленнӗ, колхозниксемпе калаҫнӑ пулсан та, пуринчен ытла каллех агротехника ҫинчен калаҫнӑ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта кӑвак тӗслӗ шурӑ тӳпеллӗ сӑрт ҫӗкленсе тӑрать — ҫакӑ вӑл тахҫан авалтанпах ҫӗкленсе тӑракан сӑртах, ун тавра пур еннелле те пӑтранчӑк шыв тӗслӗ тулӑ пучахӗсем кашласа лараҫҫӗ; пӑхатӑн та — умра сӑрт мар, тинӗс ҫинчи утрав курӑннӑн туйӑнать.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Рагулин кӑмӑлӗпе килӗшес тесе, Корней хӑвӑртлӑх коробкине сиктерсе илчӗ, хулпуҫҫисене пӑркаларӗ, унтан, меллӗрех ларас тесе пулас, чӑнах та хӑйӗн сарлака кӑкӑрӗпе руль ҫине ӳпӗнчӗ, вара путене евӗр машина тулӑ хушшинчи ҫулпа вӗҫнӗ пек кайрӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кунта «тӗлӗнмелли» нимӗн те пулман пулсан та, вӑл пирвайхи самантра ниепле те ӑнланса илеймерӗ: аслати кӗрлесе авӑтать те йӗри-тавра тулӑ пучахӗсем калаҫнӑ пек шепӗлтетсе илеҫҫӗ, унтан сасартӑк, пӗлӗт ҫинчен вӗҫсе аннӑ пек, ҫак «кайӑк» килсе ларчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хайӗн ытла сӑрӑ тӗсӗпе тата тусан пусса илнипе вӑл тулӑ ӑшӗнчен ҫул ҫине вӗҫсе тухнӑ путене пек.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Никита Мальцевпа Тимофей Ильич тӗштырӑсем ҫитӗнекен пур участоксенче те пулса, урпапа тулӑ вырма хӑҫан тухмаллине палӑртрӗҫ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
МТС-ӑн машина хуҫалӑхӗ те вӑхӑт хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пырайман, вӑл япӑх йӗркеленӗ тӗлсӗр-йӗрсӗр колонна пек: хӑшпӗр комбайнсем, жаткӑсем, косаркӑсем мала сиксе тухса, пиҫсе ҫитекен тулӑ пуссинче ларнӑ, теприсем МТС килкартинчех-ха, вӗсен моторӗсене те, шалти ытти пайӗсене те кӑлара-кӑлара илнӗ; молотилкӑсен пӗр агрегачӗсем йӗтем ҫинелле ҫул тытнӑ, теприсене халь анчах мастерскойсене илсе каяҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак вӑхӑтра пӗтӗм уй-хирте мар, пуринчен ытла тулӑ пуссинче ҫынсем ытларах хӗвӗшме пуҫланине Кондратьев пӗр ҫул ҫеҫ мар асӑрханӑ пулсан та, — нумай ҫулсем хушшинче пурне те хӑнӑхнипе хумханмалла мар пек туйӑнать ӗнтӗ, — анчах ҫук вӗт!
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Уй-хир бригадирӗсем те хӑйсен маршрутне улӑштарнӑ; утсене йӗнерлесе, вӗсем хальччен пахча ҫимӗҫ лартнӑ уйсене каятчӗҫ те, унта кунӗпех ҫум ҫумлакансем патӗнче пулатчӗҫ; халӗ Кондратьев пӗр юланутҫӑна ҫеҫ мар курчӗ, пурте вӗсем ҫавӑнтах, тулӑ патнех каяҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗчӗк вагон ӗнер каҫ анчах хӗвелҫаврӑнӑш пуссинче ларатчӗ, унӑн кӑмакинчен тӗтӗм мӑкӑрланатчӗ, хуткупӑспа балалайка пӗрле выляни янӑратчӗ, — трактористсем ҫак вырӑна тата хӗвелҫаврӑнӑшсене ҫав тери хӑнӑхса ҫитнипе кунтан кӗркуннесӗр ниҫта та каяс ҫук пек туйӑнатчӗ, — халӗ, акӑ, Кондратьев пӑхать те, — пушӑ вырӑна, кӑмака пулнӑ вырӑн паллине, краҫҫын тӑкӑнса хуралнӑ ҫӗр лаптӑкӗсене ҫеҫ курать: кам та пулсан курасран хӑранӑ пек, трактористсем ҫӗрле тулӑ ҫывӑхне куҫса кайнӑ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӗнер анчах-ха, сӑмахран, тулӑ пусси — ҫӗр гектартан сахал мар — художник симӗс пир ҫине астумасӑр шурӑ сӑрӑ хунӑ пек, кӑшт ҫеҫ шуралнӑччӗ, паян ун ҫине хӗвел ҫинче сарӑ пӑхӑр пек ҫуталса выртать; урапа ҫулӗсем ялан пекех пуш-пушахчӗ, вӗсем тӑрӑх чуман кӗсре ҫине утланнӑ темле уй пӑхакан тата каҫпа ҫум ҫумлакансем иртнине ҫеҫ курма пулатчӗ, — халӗ кунта шыв кӳрекенсем те килнӗ, шыв чанӗсем те килсе лартнӑ, ҫап-ҫутӑ пуличчен тасатнӑ каскӑ тӑхӑннӑ пожарник та килнӗ, горючи валли кирлӗ тимӗр пичкесем те выртаҫҫӗ, комбайнсем те ҫула пӳлсе лартнӑ, тырӑ вырмалла ытти машинӑсем те ҫул айккинче лараҫҫӗ, вырса пӑрахнӑ йӑрӑмсем те аякранах шуррӑн курӑнаҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Инҫетрен, икӗ флангран та, тулӑ кӗмсӗртетнӗ сасӑсем илтӗне-илтӗне килеҫҫӗ.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫав урпа тулӑ пӗрчисемпе хутшӑнса кайнӑ; ҫапах та вӑл мана питех те кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ, анчах каярахпа ҫакӑ паллӑ пулчӗ: пирӗн тырра йӗкехӳресем ҫисе пӑснӑ-мӗн.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Халь тулӑ выратпӑр-ха.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Анчах акӑ ӗнтӗ тулӑ анисем те хыҫала юлчӗҫ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Тирек леш енче сӑртлӑх тӑрринчен тытӑнса ҫул патне ҫитиех тулӑ анисем сарнӑ кавир пек сарӑлса выртнӑ.За тополем ярко-желтым ковром, от верхушки холма до самой дороги, тянутся полосы пшеницы.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.