Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ура ӑйӗнче лӑпкӑн ҫавӑрӑнса юхакан шыв ҫине пӑхса, вал Анфисӑна, унӑн ывӑннӑ, анчах кӑмӑллӑ сӑнарне, ҫырта-ҫырта пӗтернӗ, типсе кайнӑ тутисем ҫинчи кулӑ паллине, унӑн кӑмӑллӑ та илӗртӳллӗ куҫӗсене, ун аллинчи тӑрӑшса та тирпейлӗ чӗркенӗ утияла, утиялпа чӗркенӗ пӗчӗк ачан тӗклӗрех питҫӑмартисене курнӑ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Чӑнкӑ ҫыран хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳрт пӗтӗм хӑйӗн кӗлеткипе, уйрӑммӑнах хӑйӗн ҫӳллӗ те шурӑ стенисемпе, хӗвел ҫинче ҫиҫсе тӑракан ҫутӑ тимӗр витнӗ тӑррипе, пысӑк чӳречисемпе тирпейлӗ те лайӑх дача евӗрлӗ курӑнать; ун патӗнчен ҫеҫенхирелле ҫутӑ пралук ҫакса янӑ юпасем каймасан, чӳрече кантӑкӗсем майӗпен чӗтре-чӗтре илмесен, унӑн урати ҫумӗнче палкаса кӑпӑкланакан шыв пӗрӗхсе тӑмасть пулсан, ӑшӗнче ир те, каҫ та пысӑк вӑй-хӑватлӑ турбина ҫаврӑнса тӑрать тесе ниепле те калас ҫук.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сурӑх вити ӗнтӗ, тӗрлӗ йывӑҫран тунӑ пулин те, пӑхма тирпейлӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тирпейлӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑнасем постра тӑракан тирпейлӗ часовойсене, тап-таса шӑлса тухнӑ ҫӳремелли ҫӗр хӑвӑлӗсене, Ленинпа Сталин портречӗсене, стойкӑри винтовкӑсене, кашни вырӑн тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан противогазсене сӑнаса тухрӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пурте штабра пулнӑ, — халӗ ҫеҫ «1-мӗш №-лӗ объектран» таврӑннӑ, пӗрмай ҫуха хыҫӗнчен чикекен рак хуран чулӗ тӗпренчӗкӗсене кӑларакан Лазарев командир та, строительство начальникӗ, вӑлах аслӑ подрывник Жученков та, яланхи пек тап-таса хырӑннӑ, хӑрӑмланнӑ гимнастерка ҫухи айне тирпейлӗ шурӑ татӑк ҫӗленӗ Корнилов та, шеф-повар Манто та.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл яланхи пек тирпейлӗ, сухалне те хырнӑ; сухалне темӗнле шывсӑрах хырма вӗреннӗ.Корнилов, как всегда аккуратный, даже побрившийся, он как-то ухитрялся бриться без воды.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Петролавловскипе Корнилов, ҫар ҫынни пулнӑскерсем, ҫар йӗркине пӑсакансене юратман, ҫавӑнпа партизансене тирпейлӗ пулма, йӗркеллӗ тӑхӑнса ҫӳреме, сухала хырма хушнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Епле тирпейлӗ тунӑ вӗсене, ҫӳлти лагерь хыҫӗнчи ту ҫинчен вӗҫтерсе пӑхнӑ чух, мӗн тери лайӑх та инҫе вӗҫрӗҫ вӗсем!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах Володя тӗплӗн тӗрӗслесе тирпейлӗ пуҫтарнӑ хыҫҫӑн, ҫӑмӑл схематикӑллӑ моделе пионер ҫурчӗн картишӗнче сывлӑша кӑларса ярсан, вӑл ҫӳлелле яр! вӗҫсе хӑпарсан, кӑштах пӗр енне тайӑлса, сывлӑшра анлӑ кукӑр йӗр туса ҫаврӑнсан, унтан хуллен кӑштӑртатса ҫӗр ҫине анса ларсан, тӗнчере пуринчен малтан планер ҫинче сывлӑша хӑпаракан ҫын та ун пек хӗпӗртемен пулӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Килте салтса илтӗн пулсан, тирпейлӗ ҫак.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Вӗсем пӗрмай кансӗрлерӗҫ те, нимӗн те илтме пулмарӗ, — хутшӑнчӗ тӗплӗ шухӑшлӑ, тирпейлӗ хӗрача.— Они все время мешали, ничего не слышно было, — присоединилась к ней полная аккуратная девочка.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫыру хатӗрӗсене тирпейлӗ тытмашкӑн вӗренме вӑхӑт ӗнтӗ.Пора уже с письменными принадлежностями обращаться как надо.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Киле парса янӑ задание тирпейлӗ ҫыракан Валя самантлӑха чарӑнчӗ те: — Эпӗ часах пӗтеретӗп, — терӗ.Валя, аккуратно переписывавшая домашнее задание, оторвалась на минутку от тетради: — Я скоро…
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хаҫатпа тирпейлӗ чӗркенӗ коробкӑра, кӗленче айӗнче чӗркӗмӗл тумламӗ чупать.В коробке, аккуратно обернутой газетой, бегала под стеклом добытая ртуть.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл пуҫне ҫӗклемесӗр ҫирӗм тӑваттӑ ҫитиччен шутларӗ те, «ҫирӗм пиллӗк — шырама тӳр килӗ» тесе кӑшкӑрса, ҫӗр ҫинче ӳпне выртаканскер, сиксе тӑчӗ те, тӳрех пысӑк чул хыҫӗнче симӗсӗн курӑнакан Ваня Гриценкон йӗмне асӑрхарӗ; лешӗ, пуҫне тирпейлӗ пытарнӑскер, хӑйӗн кӗлеткин ытти паллӑрах вырӑнӗсем ҫинчен пачах маннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫине хӑй, тӗсӗ кайнӑ, анчах тирпейлӗ ҫар гимнастерки тӑхӑннӑ, ҫухине тӳмелемен, кӑкӑрӗ ҫинче витӗр курӑнакан целлофанпа чӗркенӗ лента ҫине ҫакнӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ медалӗ.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Казаксем, яланах тенӗ пек, таса, тирпейлӗ пурӑнма юратаҫҫӗ пулин те, кунӑн ак малти пӳрчӗ пӗтӗмпех вараланчӑк, нимӗн йӗрки те ҫук.Вопреки обычной казаков заботливости о чистоте, горница вся была загажена и в величайшем беспорядке.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чӑн-чӑн джигит ҫинче яланах пурте шалпар, ҫуркаланчӑк, тирпейсӗр; хӗҫпӑшалӗ кӑна тирпейлӗ.На настоящем джигите все всегда широко, оборванно, небрежно; одно оружие богато.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӗсем шукӑль те таса тумланма тата пӳрт ӑшчиккине калама ҫук тирпейлӗ тытма хӑнӑхнӑ.Щегольство, чистота и изящество в одежде и убранстве хат составляют привычку.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.