Шырав
Шырав ĕçĕ:
26. Халӗ те пулин чӗнсе илӗр те вӗсене пӗтӗм хулана Олоферн халӑхӗпе унӑн ҫарне парӑр, ҫаратчӑр ӗнтӗ вӗсем, 27. пирӗншӗн вӗсен аллине лексе ҫарату тӳсни аванрах: эпир вӗсен чури пулсан та, пирӗн чун чӗрӗ юлӗ; куҫӑмӑрсем хамӑрӑн кӑкӑр ачисен, арӑмӑрсен, ачамӑрсен чунӗ тухнине курмӗҫ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Нееман, тарӑхса кайса, каялла ҫаврӑннӑ: вӑл ман патӑма хӑй тухать пулӗ, Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ятне асӑнса, аллине ман суран ҫине хурса ӑна сыватать пулӗ тесеттӗм; 12. Дамаск юханшывӗсем — Авана тата Фарфар — Израиль шывӗсенчен аванрах мар-и вара? эпӗ ҫавӑнта ҫӑвӑнса тасалма пултараймастӑп-шим? тенӗ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтах юлнӑ пулсан, мана аванрах пулатчӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ ирӗк панипе Саула усал сывлӑш тапӑнсассӑн, Давид, кӗслине алла тытса, кӗвӗ каланӑ, вара Саул хӑйне хаваслӑрах та аванрах туйнӑ, ун чухне унран усал сывлӑш та хӑпнӑ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӳнтем пулни парнерен лайӑхрах, Турра пӑхӑнни сурӑх ҫӑвӗнчен аванрах: 23. пӑхӑнманни — ӑрӑм ӗҫӗ пекех ҫылӑх, хирӗҫ тӑни — йӗрӗхе пуҫҫапнипе пӗрех; эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Вӑл та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын [Израиль] патши ан пултӑр терӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. [Вооз] каланӑ: [Ҫӳлхуҫа Турӑ] сана пиллӗх панӑ, хӗрӗм! ҫакӑ юлашки ырӑ ӗҫне эсӗ унчченхинчен те аванрах турӑн: эсӗ ҫамрӑккине, чухӑннине е пуяннине, шырама каймарӑн; 11. ан хӑра, хӗрӗм, эсӗ мӗн каланине пурне те тӑвӑп; манӑн халӑхӑм хушшинче эсӗ ырӑ хӗрарӑм иккенне пур хапха умӗнче ларакансем те пӗлеҫҫӗ; 12. чӑнах, эпӗ санӑн хурӑнташу пулатӑп, анчах санӑн манран та ҫывӑхрах хурӑнташу пур; 13. кӗҫӗрлӗхе кунтах ҫӗр каҫ; ыран вара сана вӑл йышӑнсассӑн — йышӑнтӑр, аван пулӗ; вӑл йышӑнмасассӑн, эпӗ йышӑнӑп; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ!
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫакӑ пӗтӗм халӑха эпӗ пӗччен йӑтса ҫӳрейместӗп, мӗншӗн тесессӗн маншӑн йывӑр вӑл; 15. Санӑн куҫу умӗнче кӑмӑл тупрӑм пулсассӑн, ҫапла тӑвиччен вӗлер мана, ку маншӑн аванрах пулӗччӗ, эпӗ хамӑн асапӑма курмӑттӑм, тенӗ.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. «Ҫӗр хут илтнинчен пӗр хут курни аванрах», — тенине асра тытӑр.
Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Ку вируспа чирлисенчен аяккарах ҫӳресен аванрах, мӗншӗн тесен унран сывалма ҫав тери йывӑр /нумай ӗҫлемелле пулать/.
Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Ҫапах та вӗсем пахчаҫимӗҫе тата сӗте аванрах хакпа сутса тупӑш илес шанчӑка ҫухатмаҫҫӗ.
Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Ҫурри ытла юлашки вӑхӑтра маларахринчен аванрах тупӑшнине асӑннӑ.
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№