Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗтӗмӗшпех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем шиплетеҫҫӗ, шӑхӑраҫҫӗ, пӗтӗмӗшпех урӑхла, пӗртте чӑх чӗпписем пек мар.

Они пищали, посвистывали совсем по-иному, чем цыплята.

Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.

Чӑнах та ҫапла иккен; чӗрӗп часах пӗтӗмӗшпех хаҫатпа чӗркенсе, хӑйне валли чӑн-чӑн йӑва туса хунӑ.

И, оказалось, правда: в скором времени ёж весь обернулся газетой и сделал себе из неё настоящее гнездо.

Чӗрӗп // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 18–21 с.

Зина, тиркекенскер, час-часах шурӑ ҫӑкӑр ҫине ҫаврӑнса та пӑхмасть, анчах эпӗ вӑрмантан тилӗ ҫӑкӑрӗ илсе килсенех, ӑна яланах пӗтӗмӗшпех ҫисе ярать.

Зиночка, копуля такая, часто и белый-то хлеб не берет, а как я из леса лисичкин хлеб принесу, съест всегда его весь.

Тилӗ ҫӑкӑрӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 7–9 с.

«Эсир-и ку?» — терӗ вӑл пӗтӗмӗшпех хӗрелсе кайса: — «аппа патне кайӑпӑр, вӑл кунта садрах: сире курма уншӑн питӗ хавас пулать».

«Это вы! — промолвила она и понемножку вся покраснела, — пойдемте к сестре, она тут, в саду; ей будет приятно вас видеть».

XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Эпир халь медицинӑран пӗтӗмӗшпех кулатпӑр, никам умӗнче те пуҫ таймастпӑр.

— Мы теперь вообще над медициной смеемся и ни перед кем не преклоняемся.

XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Эпӗ сана пӗтӗмӗшпех ӑнланаймастӑп, — хушса хучӗ Аркадий: — санӑн кӳренмелли сӑлтав та ҫукчӗ пек-ҫке.

— Я тебя не совсем понимаю, — промолвил Аркадий, — кажется, тебе не на что было пожаловаться.

XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Вӑл сасартӑках урӑх патшалӑхсене тухса кайнӑ, сасартӑках Российӑна тавӑрӑннӑ, пӗтӗмӗшпех тӗлӗнмелле пурӑнӑҫпа пурӑннӑ.

Она внезапно уезжала за границу, внезапно возвращалась в Россию, вообще вела странную жизнь.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Анчах та сасартӑках пӗтӗмӗшпех улшӑнса тӑнӑ.

Но вдруг все изменилось.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Унӑн фракӗ чӑпар пулнӑ (Иван Яковлевич нихҫан та сюртукпа ҫӳремен), чӑннипе каласан, чӑпар мар, хура пулнӑ, анчах пӗтӗмӗшпех сарӑ, хӑмӑр тата кӑвак пӑнчӑсемпе вараланса пӗтнӗ; ҫухи йӑлтӑртатса тӑнӑ; виҫӗ тӳми вырӑнӗнче вара ҫипписем анчах ҫакӑнса тӑнӑ.

Фрак у Ивана Яковлевича (Иван Яковлевич никогда не ходил в сюртуке) был пегий, то есть он был черный, но весь в коричнево-желтых и серых яблоках; воротник лоснился; а вместо трех пуговиц висели одни только ниточки.

I // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Хам службӑра тӑнӑ чухне эпӗ ещӗкӗсенче вунӑ бутылка ром, ҫирӗм кӗренке табак турттарса ҫӳреттӗм; вӗсемсӗр пуҫне хампа пӗрле яланах мундирсем ултта яхӑн, кӗпе-йӗм, тата, ун пек каланӑшӑн ан ҫилленӗр те, солитер пекех вӑрӑм чӑпӑклӑ икӗ чӗлӗм пулнӑ; тата кӳмен хутаҫҫисене пӗр вӑкӑра пӗтӗмӗшпех вырнаҫтарма пулать.

Когда я служил, то у меня в ящики помещалось десять бутылок рому и двадцать фунтов табаку; кроме того, со мною еще было около шести мундиров, белье и два чубука, ваше превосходительство, такие длинные, как, с позволения сказать, солитер, а в карманы можно целого быка поместить.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Ку вӑл ҫынсем ӗҫсӗр-мӗнсӗр пурӑнмалли пӗртен-пӗр вырӑн, кунта ҫынсене Петербурга пӗтӗмӗшпех хупӑрласа тӑракан суту-илӳ ӗҫӗ те, укҫа-тенкӗ интересӗ те хӑваласа килмен Морской, Гороховӑй, Литейнӑй, Мещански тата ытти урамсенче ҫуран, кӳмесемпе е ҫӑмӑл урапасемпе чуптаракан ҫынсен пичӗсем ҫинче ҫӑткӑнлӑх, ӗмӗтсӗрлӗх палӑрса тӑрать пулсан, Невски проспектра тӗл пулнӑ ҫын ытлашши эгоист мар пек туйӑнать.

Здесь единственное место, где показываются люди не по необходимости, куда не загнала их надобность и меркантильный интерес, объемлющий весь Петербург; кажется, человек, встреченный на Невском проспекте, менее эгоист, нежели в Морской, Гороховой, Литейной, Мещанской и других улицах, где жадность, и корысть, и надобность выражаются на идущих и летящих в каретах и на дрожках.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Ҫуртра пӗтӗмӗшпех пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн нимӗҫсем мачча ҫине хӑпарса кайрӗҫ, унта икӗ кӗреҫе тупса тӗпсакайне анчӗҫ.

Обшарив весь дом, немцы слазили на чердак, нашли там две лопаты и спустились в подпол.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл Федя Голубевӑн савнийӗ мӗнпур тӗнчери хӗрсенчен те илемлӗ пулнине, халӑх ӑна Чайка тесе ят хунине, Федя хӑй вара ӑна ҫавӑрса илме, — ҫук, пӗтӗмӗшпех мар, унӑн куҫӗсене ҫеҫ, — сӑмах шыраса тупма пултарайман.

Знал, что любимая Феди Голубева прекраснее всех девушек в мире, что народ прозвал ее Чайкой, а сам Федя никак не мог отыскать такого слова, которое охватило бы — не всю ее, нет, а хотя бы только одни ее глаза.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл штора ҫине ытла та тинкерсе пӑхнипе Наташа штора пӗтӗмӗшпех ҫӗклерӗ, чӳречене уҫрӗ.

Он так упорно смотрел на штору, что Наташа решилась: приподняла ее всю и открыла окно.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Чӑн та ӗнтӗ, ҫакӑн пек хӳтлӗхе шанни чӑрсӑрланни ҫеҫ, апла тесен тата ҫапӑҫу вӑл пӗтӗмӗшпех чӑрсӑрлӑх-ҫке.

Правда, положиться на такой заслон очень дерзко, но и весь бой дерзкий.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Мулкача тытсан хӑйӗн сарлака ҫунаттисемпе пӗтӗмӗшпех хупӑрласа хума пултарать.

Своими широкими пуховыми крыльями она могла бы прикрыть целого зайца.

Иккӗшӗ шурӑ, виҫҫӗмӗш — юр пек // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 41–44 с.

Пӗтӗмӗшпех хуралса кайнӑ.

Все почернело.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хулана пӗтӗмӗшпех тӗтӗм карса илчӗ.

Город был весь в дыму.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗҫӗ-хӗррисӗр Тӑван ҫӗршыв Марусьӑна ҫупӑрласа тӑрать, ҫав вӑхӑтрах, пӗтӗмӗшпех унӑн чӗринче вырнаҫнӑ пек туйӑнать.

Необъятная, она была во всем, что окружало ее, Марусю, а в то же время как бы целиком помещалась в ее душе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Хамӑн иккӗленчӗк шухӑшсем ҫинчен Сире ку таранччен пӗлтерсе тӑни паян пӗтӗмӗшпех ҫирӗпленчӗ.

Те предположения, которые сообщал я Вам ранее, сегодня полностью подтвердились.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех