Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлхине (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, аттисемпе хытӑ юра кӑчӑртаттарнӑ май, кӑвак каракуль ҫӗлӗкне аяккалла шутарса, хӗрелсе кайнӑ хӑлхине перчеткипе йӑваласа сӑтӑрать.

Он поскрипел сапогами по твердому насту, сдвинул набок седую каракулевую папаху, растирая перчаткой розовое ухо.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулемет сасси ҫивӗччӗн шӑтӑртатса кайнипе Анна хӑлхине хупласа тытрӗ.

Бодрый говор пулемета заставил Анну заткнуть уши.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчукӑн хӑнӑхнӑ хӑлхине пулемет хыттӑн шатӑртатни витерсе кайрӗ.

Знакомая строчка пулемета пронизала слух Бунчука.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӳлӗмре Дроздовпа Подтелков тем пирки хӗрсе кайса тавлашни ун хӑлхине кӗмесӗр юлчӗ.

И не слышал, о чем спорили Дроздов с Подтелковым в комнате.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сережа, — тутисемпе ун хӑлхине лектерсех пӑшӑлтатрӗ вӑл кӑмӑллӑн, — эпир каятпӑр, эсӗ хуҫа пулса юл.

— Сережа, — прошептала она ласково, касаясь губами его уха, — мы все уходим, а ты оставайся на хозяйстве.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ах, ӗмпӗлти, намӑссӑр!.. — Дуняшка хӑлхине пырса кӗчӗ ашшӗн хӑйӑлтӑк сасси.

Потаскуха!.. — услышала Дуняшка сиповатый отцов голос.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Ҫавӑрса илеҫҫӗ!» — пырса кӗрет казаксен хӑлхине кӑшкӑрнӑ сасӑ.

Крик «обошли!» донесло до казаков.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мӗнле тетӗн? — шӗвӗр кӗмӗрчеклӗ хӑлхине Иван Алексеевич еннелле тытса тепӗр хут ыйтрӗ Валет, унпа юнашар пӗчӗкҫӗ кӑсӑя пек сиккелесе пынӑ май.

— Как? — переспросил Валет, синичкой подпрыгивая рядом с большим своим спутником, наставляя острый хрящ уха.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн хӑлхине ҫурма ӳсӗр сасӑсем тата тахӑшӗ хыттӑн ахӑлтатса кулни пырса кӗчӗ.

До него донеслись полухмельные голоса и хохот.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Варенька Митькӑн хӑлхине тытса пӑрчӗ, анчах хӑех ҫухӑрса ячӗ.

Варенька ударила Митьку в ухо, но сама же и закричала.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ирина, — терӗ вӑл, хӗр сӑмахӗсене хӑлхине чикмесӗр, — сана йывӑҫ юхтарнӑ ҫӗре илсе кайма эпӗ сӗнтӗм.

— Ирина, — сказал он, не отвечая на ее слова, — это я предложил взять тебя на лесосплав.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей итлерӗ-итлерӗ те, йывӑҫ пирки калаҫу ытла та айккине тӑрса юлнине курса, управляющи мӗн каланине малалла хӑлхине те чикмерӗ.

Сергей слушал, слушал, а потом, набравшись смелости, спросил:

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Рубцов-Емницкий, портфельне чӗркуҫҫисем ҫине хурса, тем ҫинчен кала-кала чунтан кулса пырать, анчах ку Сергей хӑлхине кӗмест.

Рубцов-Емницкий о чем-то рассказывал, смеялся, но Сергей его не слушал.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫавах, ҫук-ҫук та — Гришатка хӑлхине ҫакӑн евӗр калаҫнисем те кӗркелеҫҫӗ:

Однако нет-нет — долетают до Гришаткиных ушей и такие речи:

Патша паллисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Аксинья кӗпи кӑштӑртатни унӑн хӑлхине хӑйраса ыраттарнӑн туйӑнать.

Слух ее болезненно скоблило шорохом Аксиньиного платья.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑн пек вӑл, — ассӑн сывласа илчӗ хулӑн сасӑ, унтан каллех сӑмахсем татти-сыпписӗр юхма пуҫларӗҫ, анчах вӗсем пӗри те Листницкий хӑлхине кӗмерӗҫ.

Вот так-то… — вздохнул бас, и опять поток слов, уже не проникающих в сознание.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрман хыҫӗнчен тупӑ сасси янӑрама пуҫларӗ; ку хутра вӑл салтаксен хӑлхине мӗнпур вӑйпа ҫитсе ҫапӑнчӗ, утсене сехрелентерсе пӑрахрӗ.

За лесом пухнул орудийный гул; теперь он потрясал слух всадников, заставляя настораживаться лошадей.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урӑм-сурӑм тӑвӑлланса килнипе хӑрушшӑн ҫухӑра-ҫухӑра яни, Григорий, хӑлхине хупласа, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмне йӗплесе илет.

Выгибаясь дугой, пронизывала Григория невыразимо страшным нарастающим криком.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ан я-а-арр! — килсе ҫапӑнчӗ Григорий хӑлхине ҫухӑрнӑ сасӑ.

— Тра-а-ави-и-и!.. — доплеснулся до Григория крик.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, ирӗлсе кайнӑ пӑрлӑ кантӑк ҫаврашки витӗр, йӑлкӑшакан пирус ҫутинче, пӗр самантлӑха Степанӑн кимӗрчеклӗ хӑлхине хӗстерсе хунӑ, лӑпсӑркка ҫӗлӗк ҫур ҫаврашкипе тата шурӑ пичӗн пӗр пайне курса юлчӗ.

Ветром схватило искорку цигарки и донесло до окна, в оттаявший кружок стекла Аксинья на минуту увидела при свете пламенеющей цигарки полукруг придавившей хрящеватое ухо папахи, смуглую щеку.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех