Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнать (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таврӑнать хӑй килне Ҫамрӑк атаман.

Возвертается домой Атаман молодой.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен вӑййа тухса каять те сайра хутра кӑна вӑхӑтра киле таврӑнать, ытларах шуҫӑмла ҫеҫ килсе выртать: Аскӑнчӑк салтак арӑмӗсемпе ҫапкаланать вӑл, Степан патне картла выляма ҫӳрет.

По вечерам уходил на игрища и редко приходил домой рано, все больше заря выкидывала: путался с гулящими жалмерками, ходил к Степану играть в очко.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑхта, халех атте таврӑнать.

Подожди, сейчас отец придет.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗ хӑратнисене хӑлхана чикмесӗрех, Григорий каҫ пулсанах ун патне вӑрттӑн каять те шуҫӑмла ҫеҫ киле таврӑнать.

Несмотря на угрозы отца, Григорий, таясь, уходил к ней с ночи и возвращался с зарей.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шурӑмпуҫӗ сӳничченех пӑхса лараҫҫӗ, унтан вара Прокофий арӑмне чаппанпа чӗркесе киле ҫӗклесе таврӑнать имӗш.

Глядели до тех пор, пока истухала заря, а потом Прокофий кутал жену в зипун и на руках относил домой.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку ӗнтӗ Катерина таврӑнать.

Это возвращается Катерина.

VI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Шуйттан каллех мӑръене вӗҫсе кӗрсе кайрӗ; халь ӗнтӗ вӑл шӑнсах тӑрать: Чуб кумӗпе пӗрле килне таврӑнать те, кӗтмен ҫӗртенех тимӗрҫе тӗл пулать, хытӑ хӗнесе яраҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем ӑна, хӗненӗ хыҫҫӑн Вакула кисточкӑ тытса шуйттана кӳрентерекен ӳкерчӗксем тума хал ҫитереймӗ, нумайччен ӗҫлеймӗ.

А черт улетел снова в трубу, в твердой уверенности, что Чуб возвратится вместе с кумом назад, застанет кузнеца и отпотчует его так, что он долго будет не в силах взять в руки кисть и малевать обидные карикатуры.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Госпитальтен таврӑнать хӑй, сӑн-пичӗ манӑннинчен те сарлакарах.

Идет из госпиталя, фотография пошире моей.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Таврӑнать, анне, ан пӑшӑрханӑр, чӗрӗ те сывӑ таврӑнать.

— Придет, мама, не волнуйтесь, придет живой-здоровый.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Таврӑнать, ним те пулмасть ӑна!

— Придет, ничего с нам не случится!

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Акӑ киле таврӑнать, алӑк урлӑ ярса пусать те — эпир тӗлӗнсе кайӑпӑр: тулли ылтӑн та кӗмӗл!

Вот вернется домой, переступит порог — и мы ахнем: вся грудь в золоте и серебре!

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Киле вӑхӑт нумая кайсан, ывӑнса, ҫилленсе таврӑнать, анчах тӳрех выртса ҫывӑрмасть.

Приходит домой поздно, уморенная, сердитая, а спать сразу не ложится.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ку ҫулӗ, калас пулать, пур енчен те лайӑх тарантаспа Илья Стегачев Рощенскине таврӑнать.

На этом, надо сказать, во всех отношениях удобном шарабане возвращался в Рощенскую Илья Стегачев.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Гувернантка килет те: «Маdamе ӑҫта? хӑҫан таврӑнать? — тесе ыйтать.

Приходит гувернантка, спрашивает: «Где madame? когда вернется?»

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Шавлӑн калаҫкаласа халӑх комендатурӑран таврӑнать.

Шумно разговаривая, из комендатуры валил народ.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл Николай Петровичпа сайра хутра ҫеҫ тӗл пулать: е хӑй ӗҫре, е Николай Петрович района тухса каять, ларусенчен кая юлса таврӑнать.

И с Николаем Петровичем виделась редко: то она была на работе, то он либо находился в отъезде, либо задерживался на заседании.

VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Гордей Афанасьевич, эсӗ Тутаринов мӗн каланине илтмен-и вара: укҫи вӑл ытлашшипех каялла таврӑнать!

Разве ты, Гордей Афанасьевич, не слышал, что говорил Тутаринов: с годами деньги сторицей окупятся!

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пирӗн пата та таврӑнать акӑ вӑл.

Он еще и к нам вернется.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӗҫех таврӑнать акӑ!

Вернется скоро!

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Анне, — тет Володя, ыйхӑллӑ сассипе, — фашистсене хӑваласа яратпӑр, атте флотран таврӑнать, аван пулать вӗт пирӗн!

— Мама, — сонным голосом, уже в дремоте, говорил Володя, — вот приедет папа с фронта, фашистов прогоним, все хорошо у нас будет, верно?

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех