Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VIII

Пай: Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем –> Пӗрремӗш пай

Автор: Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хушнӑ: 2020.01.09 18:00

Пуплевӗш: 112; Сӑмах: 924

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кондратьевсен ҫуртӗнче яланах шӑплӑх тӑнӑ. Ун пек шӑплӑх вӑл кӗркунне пушанса юлнӑ садра ҫеҫ, кайӑк та хӑйӗн ҫунаттипе турата ҫапман, ҫулҫӑ та ҫӗре ӳкмен чухне пулать. Шавне те кам тутӑр ӗнтӗ? Пӗчӗк ачасем кунта ҫук, Кондратьевӑн икӗ ывӑл, иккӗшӗ те авланнӑскерсем, ашшӗ-амӑшӗ патӗнчен тахҫанах тухса кайнӑ: асли — инженер — Донбасра заводра ӗҫлет, кӗҫӗнни — ҫарта. Наталья Павловна, Кондратьевӑн арӑмӗ, ӗнтӗ ҫамрӑк мар хӗрарӑм, туллискер, яланах ачаш та кӑмӑллӑ пит-куҫлӑскер, районти библиотекӑра ӗҫлет. Вӑл Николай Петровичпа сайра хутра ҫеҫ тӗл пулать: е хӑй ӗҫре, е Николай Петрович района тухса каять, ларусенчен кая юлса таврӑнать.

Наталья Павловна Кондратьевпа пӗрле районсенче пӗр ҫӗрте ҫеҫ мар пулса курнӑ, вӑл ҫавӑн пек час-часах пӗччен пурӑнассипе хӑнӑхнӑ, райком секретарӗсен арӑмӗсем пурте шӑпах ҫавӑн пек пурӑнаҫҫӗ тесе шутланӑ вӑл. Хӑй ачисемшӗн час-часах пӑшӑрханнӑ пулсан та, вӑл пурнӑҫра мӗн пуррипе пӗтӗмпех килӗшнӗ, — аслӑ ывӑлӗн, Андрюшӑн, виҫӗ ача, — ҫӗрле, вӑхӑт вӑраха кайсан, Николай Петровича кӗтнӗ чухне, ҫамрӑклӑха аса илнӗ, хӑшпӗр чухне упӑшкинчен вӑрттӑн куҫҫульне шӑлнӑ, анчах Николай Петровича ачашшӑн кулса, кӑмӑллӑн саламласа кӗтсе илнӗ.

Ку каҫра та Николай Петрович нумая кайсан тин килнӗ. Наталья Павловна ҫывӑрман-ха, вӑл пурне те хатӗрлесе хунӑ: вырӑн сарнӑ, каҫхи апата сӗтел ҫине лартнӑ.

— Каллех лару пулчӗ-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Ҫук, ку хутра Сергейпе пӗрле пултӑм… Кӗҫех унӑн Мускава каймалла… Пӗрле хатӗрлентӗмӗр.

Николай Петрович кӗпине хыврӗ те кӑвакарнӑ шӑрт пек хытӑ ҫӳҫне сапаласа, нумайччен ҫӑвӑнчӗ. Наталья Павловна, аллине алшӑлли тытса, пӗрре ӑна супӑнь парать, тепре шыв ярса тӑрать.

— Наташа, мӗн эсӗ мана пӗчӗк ачана пулӑшнӑ пек пулӑшатӑн? — терӗ Кондратьев, алшӑллипе шӑлӑнса.

— Кама пулӑшас тата манӑн! — ответлерӗ Наталья Павловна ачашшӑн. — Николенька, — терӗ вӑл Кондратьев тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне тураса тӑнӑ чухне, — манпала паян Ирина Тутаринова телефон тӑрӑх калаҫрӗ, хӑйсем Сергейпе пӗрле Кубаньре мулкач мӗнле тытни ҫинчен каласа пачӗ… Тӗлӗнмелле лайӑх каларӗ.

— Мӗнле, апла, вӗсем сунарҫӑ пуласшӑн-им? — чеен пӑхкаласа ыйтрӗ Кондратьев.

— Ҫук, вӑл ӑнсӑртран пулнӑ япала. — Наталья Павловна упӑшкине кӗпе пачӗ. — Тата, пӗлетӗн-и, эпир мӗн ҫинчен калаҫрӑмӑр? Сергейпе Иринӑна эпӗ хамӑр пата хӑнана чӗнтӗм.

— Эпир ахаль те кашни кунах Сергейпе пӗрле.

— Эсир вӗт-ха ларусенче пӗрле, кунта вара — килте пулать. Сӗтел хушшинче ларса, ҫемьери пек калаҫӑпӑр.

— Ну, мӗнех вара, — терӗ Кондратьев, сӗтел хушшине кӗрсе ларса, — ку аван япала. Манӑн та Сергейпе килте калаҫса ларас килет. Хӑш кун килеҫҫӗ вара хӑнасем?

— Кунне палӑртайман-ха.

— Васкавлӑ ӗҫсем нумай, Наташа, — терӗ Кондратьев, арӑмӗнчен каҫару ыйтнӑ пек сасӑпа. — Сергей Мускавран таврӑниччен тӑхтас пулать… Вара ларӑпӑр та, калаҫӑпӑр та.

— Мӗншӗн урӑх чухнене хӑварас? — хирӗҫлерӗ Наталья Павловна, халь анчах татса кӗнӗ хӑяртан тунӑ салат турилккине упӑшки умнелле тӗртсе. — Вӑл тухса кайиччен калаҫмалла та… Унӑн ӗҫӗ ответлӑ. Тен, мӗн те пулин каламалла, канаш памалла пулать…

— Ку тӗрӗс те пулӗ ҫав, — килӗшрӗ Кондратьев.

Ир-ирех, халь анчах тул ҫути килнӗ чухне, калинкке чӗриклетрӗ те, такамсем алӑка шаккарӗҫ. Наталья Павловна Илья Стегачева сассинчен палласа илчӗ, хӑвӑрт тӑхӑнса, коридора тухрӗ те, урлӑ хунӑ каштана илчӗ.

— Илюша, мӗн эсӗ кун пек ир ҫӳретӗн? — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл. — Мӗншӗн-ха ху та ҫывӑрмастӑн, ҫынсене те ҫывӑрма памастӑн?

— Наталья Павловна, манӑн васкавлӑ ӗҫ пур. Эпӗ халь анчах «Красный кавалерист» колхозран ҫитрӗм, мана Николай Петрович питӗ кирлӗ.

— Ҫӗрӗпех ҫывӑрман-и?

— Вӑл нимех те мар-ха, — терӗ те Илья тепӗр пӳлӗмне кӗрсе кайма тӑчӗ. — Николай Петрович патне кӗртӗр мана.

— Кӗртместӗп, хӑть кирек мӗн ту, — Наталья Павловна ҫула пӳлсе хучӗ. — Кун пулмасть-и вара саншӑн? Вӑл ҫутӑлас умӗн ҫеҫ киле килсе кӗчӗ вӗт-ха, эсӗ вӑратасшӑн та ӗнтӗ…

— Наталья Павловна, манӑн ӗҫӗ питӗ васкавлӑскер, — тилмӗрчӗ Илья. — Ӑнланатӑр-и, кӗтме пултараймастӑп эпӗ…

— Ну, эсӗ лар-ха, — Наталья Павловна кухньӑна кӗрсе, чашӑк-тирӗксене кӗмсӗртеттерме пуҫларӗ. — Эпӗ сана чей ӗҫтерӗп, — терӗ вӑл, стакансемпе чей чашкисем йӑтса тухса. — Сӗтел хушшине лар-ха.

Илья, ҫывӑрмалли пӳлӗм алӑкӗ ҫине пӑха-пӑха, сӗтел умне кӑмӑлсӑррӑн куҫса ларчӗ.

— Редакторта ӗҫлеме начар пулӗ сана, Илюша? — амӑшӗ ачинчен ыйтнӑ пек ачашшӑн ыйтрӗ Наталья Павловна.

— Мӗншӗн начар! — тӗлӗнчӗ Илья.

— Мӗншӗн тесен санӑн власть пӗчӗккӗ, — Наталья Павловна хӑйӗн кӑмӑллӑ куллипе йӑл! кулса илчӗ. — Ху тӗллӗн нимӗнле ыйтӑва та татса параймастӑн эсӗ. Акӑ халӗ те Николай Петрович патне чупса килтӗн. Мӗншӗн хӑвах кирлӗ пек тумастӑн ӑна?

— Пултараймастӑп, Наталья Павловна, ку ӗҫӗ пит пысӑкскер!

— Эсӗ мана кала, тен, эпӗ пулӑшма пултаратӑп.

— Сире калама та пултараймастӑп…

— Кӗнеке пирки мӗнле санӑн? — ыйтрӗ Наталья Павловна. — Ҫыратӑн-и?

— Ҫыратӑп, — кӑмӑллӑнах мар ответлерӗ Илья.

— Повесть-и е роман-и?

— Повесть тесе ят панӑччӗ…

— Юрату ҫинчен те ҫыратӑн-и?

— Пӗлместӗп-ха…

— Илюша, юратусӑр ан ҫыр… Юрату пулмасан, мӗнле повесть пултӑр вӑл!.. Эсӗ Тургеневран вӗрен — лайӑх ҫырнӑ…

— Наталья Павловна, — тилмӗрчӗ Илья, — Николай Петровича вӑратсамӑрччӗ…

— Ҫук, ҫук, чей ӗҫ-ха, вара калаҫӑр, — хӑй шутланинчен чакмасӑр каларӗ Наталья Павловна.

Ильян ирӗксӗрех чей ӗҫмелле пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра тул та ҫутӑлчӗ, вара Кондратьев столовӑя хӑех тухрӗ. Вӑл пӗр чӗнмесӗр аллине Ильяна тӑсса пӑчӗ те, ун куҫӗ аван мар йӑлтӑртатнине курса, хыттӑн ыйтрӗ:

— Стегачев, эсӗ Родниковскирен-и?

— Ҫавӑнтан… Николай Петрович, Хворостянкин сирӗн патӑра кӗрсе тухрӗ-и?

— Ҫук, кӗмен… Мӗн пулчӗ унта? Эсӗ мӗн пӑшӑрханса ӳкнӗ?

— Ҫук, эпӗ яланхи пекех лӑпкӑ, — терӗ Илья, пукан хыҫне пӳрнисемпе пӑчӑртаса. — Кандидатура пур, эпӗ ҫавӑнпа килтӗм… Эпӗ сире пурне те каласа парӑп… Эпир партбюроран пурте ҫав кандидатура майлӑ пултӑмӑр, Хворостянкин — хирӗҫ… Сирӗн пата тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах килетӗп тесе хӑратрӗ.

— Эсӗ унтан маларах ҫитрӗн-и? — кӑшт кулнӑ евӗр туса ыйтрӗ Кондратьев. — Ну, кала, мӗнле кандидатура унта?

— Татьяна Нецветова, — терӗ те Илья, хӗрелсе кайрӗ.

— Колхоз агрономӗ-и?

— Ҫавӑ…

— Илюша, вӑл эсӗ мана магазинта паллаштарнӑ Татьяна мар-и? — хӗрарӑмла хута кӗрсе ҫемҫен ыйтрӗ Наталья Павловна.

Илья шарламарӗ, Кондратьев ҫине пӑхма хӑраса, чӗнмесӗр пуҫне усса ларчӗ. Темӗн ҫинчен шухӑша кайса, Кондратьев та чӗнмерӗ.

— Николенька, вӑл лайӑх хӗрарӑм, — терӗ Наталья Павловна, аван мар шӑплӑх пулса тӑнине пӗтерес тесе. — Калаҫсан хӑвах куратӑн акӑ, вӑл — ӑслӑ ҫын…

— Ҫапла, — терӗ Кондратьев, арӑмне итлемесӗр. — Татьяна Нецветова агроном-и? Партире миҫе ҫул тӑрать?

— Хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫултанпа.

Кондратьев, ура ҫине тӑрса, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫаврӑнчӗ.

— Атя «Красный кавалерист» колхоза.

Тен эсир пӗччен кайӑр? — хӑюсӑррӑн ыйтрӗ Илья.

— Ҫук, иксӗмӗрӗн каймалла.

— Эсир малтан апат ҫыртӑр-ха, — терӗ те Наталья Павловна, васкаса сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартма тытӑнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех