Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

колхоза (тĕпĕ: колхоз) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Бригада умне ҫакӑн пек ыйту лартатӑп; колхоза тата совет влаҫне улталакан, — виҫӗ вершук ҫурӑ тарӑнӑш сухалас вырӑнне ҫӗре пӑсса хӑварса вершук ҫурӑ тарӑнӑш ҫеҫ сухалакан суя колхозникпе мӗнле пулмалла-ши пирӗн?

— Ставлю перед бригадой вопрос: как быть с тем ложным колхозником, который обманывает колхоз и Советскую власть, — вместо трех с половиной вершков пахоты портит землю, пашет полтора вершка?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхоза сӑтӑр тума памастӑп! — кӑшкӑрать Майданников, Давыдов пырса ҫитнипе хавхаланса кайнӑскер.

— Вреда колхозу делать не дам! — ободренный приходом Давыдова, кричал Майданников.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ирхине колхозран тухнисенчен аллӑшӗ колхоза илме ыйтса заявлени пачӗҫ.

Наутро пятьдесят выходцев подали заявление с просьбой о принятии в колхоз.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑмсем колхоза тустарма тытӑннине тата сире тырӑшӑн хур кӑтартнине илтрӗм те эпӗ, шартах сикрӗм.

Прослыхал я, что бабы колхоз громят и вас за хлеб дерзают:

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхоза салатса яр!

— Распущай колхоз!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗслӗхрен, акӑ, Нагульнов, вӑтам хресченсене раскулачить тума тата ҫынсене наганпа хӑратсах колхоза хӑваласа кӗртме кӑна мар, вӑл килти кайӑк-кӗшӗксемпе пӗтӗм вак-тӗвек выльӑх-чӗрлӗхе, сӗт паракан выльӑхсене пӗрлештерме те ӑс ҫитернӗ, ятарласа решени йышӑннӑ.

Нагульнов, например, ухитрился не только середняков раскулачивать и из-под нагана загонять в колхоз, но провел решение обобществить домашнюю птицу и весь мелкий и молочный скот.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫапла майпа вӑл ҫичӗ вӑтам хресчене колхоза «кӗртнӗ».

Таким образом он, что называется, «вовлек» в колхоз семь середняков.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сӑмахран, вӑл, коллективизаци вӑхӑтӗнче, февраль уйӑхӗнче, килӗрен-киле кӗрсе ҫӳресе, наганпа хӑрата-хӑратах ҫынсене колхоза кӗме хистенӗ.

Так, он в момент коллективизации, в феврале месяце, ходил по дворам и, угрожая наганом, понуждал к вступлению в колхоз.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Паллах ӗнтӗ, юлташсем, тырӑ акас ӗҫре эпир кая юлса пыни мар, пӗр вырӑнта хытса тӑни, тейӗттӗм эпӗ, вӑл акӑ мӗнрен килет: чылай ял Совечӗсенче колхозсем вырӑнта ӗҫлекен ҫынсем хӗснине пула шӑтса тухнӑ, ҫав ҫынсем коллективизаци хисепне кӑтартакан цифрӑсене епле те пулин ӳстерсе ярасчӗ тесе кӑна тӑрӑшнӑ, хӑшпӗр ҫӗрте тата, эсир пурте пӗлетӗр-ха ӑна, ҫынсене наганпа хӑратсах колхоза кӗме хистенӗ.

— Безусловно, товарищи, наше отставание в севе, я бы сказал, даже не отставание, а нахождение на одном месте, на той же самой точке замерзания, происходит оттого, что в ряде сельсоветов колхозы возникли под нажимом местных работников, которые погнались за дутыми цифрами коллективизации и кое-где, как вам известно, даже из-под нагана заставляли вступать в колхоз.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑшпӗр ҫӗрте уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсем малтан, хӑйсен пулнӑ, кайран колхоза куҫнӑ ҫӗрӗсене сухаласа сӳрелеме тытӑннӑччӗ те ӗнтӗ.

Кое-где единоличники уже начали было пахать и дорабатывать земли, некогда принадлежавшие им, а потом отошедшие в колхозный массив.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Совет влаҫӗ мӗнпур ҫӑмӑллӑха колхоза хирӗҫ пыракансене мар, колхозсене парать.

Советская власть все преимущества оказывает колхозам, а не тому, кто идет против колхоза.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ку приказӑн тӗп шухӑшӗ ҫапларах пулчӗ: Гремячий ҫыннисен, пӗтӗм вӑя хурса тата пур майсемпе те тӑрӑшса, колхоза саланса каясран хӑтарса хӑвармалла, май килнӗ таран колхозниксене колхозрах хӑварма тӑрӑшмалла, тухнисен пурлӑхне каялла тавӑрса парассине кӗркуннене хӑвармалла.

Смысл приказа сводился к тому, чтобы гремяченцы всеми силами и средствами предотвратили развал колхоза, удержали от выхода возможно большее число колхозников, а все расчеты с выходцами, а также и возвращение им имущества перенесли на осень.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна колхоза парнелетӗп.

Колхозу ее дарю.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тухӑрах, граждансем, анчах ан манӑр: колхоза каялла йышӑнма ыйтас-тӑвас пулсан, — ун чухне эпир шухӑшласа пӑхӑпӑр, йышӑнмалла-и сире, ҫук-и!

— Идите, граждане, но помните: будете обратно проситься в колхоз — мы тогда еще подумаем, принимать вас или нет!

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Колхозран, тӗрӗссипе каласан, бригадӑсенче пачах та усӑсӑр пулнӑ ҫынсем тухрӗҫ, колхозник пуласса та вӗсем власть умӗнче куҫ ӳкесрен шикленнине кура кӑна, те январь уйӑхӗнче пуҫланса кайнӑ хӑватлӑ юхӑм ҫавӑрса илнипе, те ыттисем колхоза туртӑннине кура, колхозник пулса тӑнӑ.

Это так, ни рыба ни мясо!»

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пуринчен ытларах вӑтам хресченсем тухрӗҫ, вӗсем колхоза кӗрессе те чи кайран кӗнӗччӗ, пухусенче яланах нимӗн чӗнмесӗр ларса ирттеретчӗҫ, нарядчиксемпе пӗрехмаях тавлашатчӗҫ, ӗҫе тухасшӑнах марччӗ.

Вышли преимущественно середняки, вступившие в колхоз в числе последних, на собраниях обычно отмалчивавшиеся, постоянно спорившие с нарядчиками, неохотно выходившие на работу.

29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир коллективизаци процентне ӳстерессишӗн ытлашши ӑшталаннӑ, кунта ӗнтӗ райком айӑпӗ те пурах, кунсӑр пуҫне тата колхоза чӑннипех тӗреклетес тӗлӗшпе питех те сахал ӗҫленӗ.

Мы чересчур увлеклись процентом коллективизации, хотя в этом и райкомовская вина есть, и слишком мало поработали над фактическим укреплением колхоза.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ара вӑл, вӑтам хресчен, колхоза кӗрсен те харпӑрлӑхӗнчен хӑпма пултараймасть-ҫке, хӑйӗн выльӑхнех епле те пулин лайӑхрах тӑрантарасчӗ тесе ӑшталанса ҫӳрет, ҫавӑн пек ҫын вӑл вӑтам хресчен!» — тенӗ пулӑттӑм.

Ить он, середняк этот, в колхоз войдет, и то не может отрешиться от собственности, а все прицеляется, как бы свою худобу дюжей подкармывать, вот он какой!»

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ытах та вӑл, ҫав вӑтам хресчен, иртнӗ вӑхӑтсенче шурӑ казак пулса ҫӳренӗ пулсан тата халиччен те вилес пекех харпӑрлӑхшӑн ҫунать пулсан, вара ӑна манӑн вӑл колхоза кӗтӗрччӗ тесе тата тӗнчери революци патне тӳсӗмлӗн ҫывхарса пытӑрччӗ тесе хӑш вырӑнтан пырса ҫуламалла-ши?

А ежели он, этот середняк, в прошедших временах был в белых казаках и дó се до невозможности приверженный к собственности, тогда в какое место мне его лизать, чтобы он в колхоз вошел и терпеливо приближался к мировой революции?

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кунсӑр пуҫне тата эпӗ ӗлӗк шуррисем енче пулнӑ ҫынсенчен хӑшне-пӗрне, колхоза тормоз ҫине ларса анаканнисене, хӑраткаласа та пӑхнӑ.

Да из-за того, что пристращал несколько штук бывших белых, какие на тормозах в колхоз спущались.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех