Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Масар сăмах пирĕн базăра пур.
Масар (тĕпĕ: масар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, Исемпел, Тӑрӑм, Тӗмер ялӗсенчи масар хапхисене тӗпрен ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ вырӑна сӑваплӑхра тытар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%81a%d0% ... %b0%d1%80/

Ҫимӗке хатӗрленсе масар таврашне хӑтлав, тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе мӗнле ӗҫленӗ-ха?

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ вырӑна сӑваплӑхра тытар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%81a%d0% ... %b0%d1%80/

Пысӑк йывӑҫсен айне пулнӑ масар ҫывӑхне пыма хӑрушӑ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Вилнисене асӑнмалли – Ҫимӗк тата Троица уявӗсен тӗлне те пӗтӗм ҫын масар ҫине утакан урамри ҫула ҫум курӑкран, вӗлтӗренрен тасатма ерҫейменнинчен тӗлӗнмелле.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Пурӑнмалли те кунта, ав, вӗҫне-хӗрне ҫитнӗ, масар шӑтӑкӗ патне, — ҫитет, ӗмӗр тӑршшӗпе ятлаҫса тӑраннӑ.

У самого дело к концу идет, к могиле, – хватит, наматерился за жизнь.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Масар лаптӑкӗнче шӑппӑн макӑрнӑ.

Тихо плакали на кладбище.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Яланхи пекех ҫак кун пӗтӗм ял ҫынни масар ҫине пуҫтарӑннӑ — вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнма.

Как всегда, в этот день собралось все село на кладбище – помянуть погибших на войне.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Ҫав асра тӑракан ир масар ҫинче мӗн-мӗн пулса иртнисене шанчӑклӑ свидетельсем тӗпӗ-йӗрӗпех кӑтартса пачӗҫ.

Все, что произошло на кладбище в то памятное присутствующим утро, было рассказано надежными свидетелями со всеми подробностями, отягчающими вину Поттера.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗтӗм халӑх масар ҫинелле чышӑнчӗ.

Весь город устремился на кладбище.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нумайччен вӗсем нимӗн те чӗнмесӗр тӑчӗҫ, иккӗшӗ те, хӑйсем масар ҫине килнине вилнӗ ҫынсем епле пӑхаҫҫӗ-ши тесе, шухӑша кайрӗҫ.

Некоторое время длилось молчание: оба мальчика над этим задумались.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫур сехет те иртмерӗ — вӗсем масар ҫинчи вӑрӑм курӑк ӑшӗпе утрӗҫ.

Через полчаса они уже шагали по колено в траве за кладбищенской оградой.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кушака ил те ҫур ҫӗр ҫитиччен кӑшт малтанрах масар ҫине, пӗр-пӗр усал ҫынна пытарнӑ шӑтӑк патне, кай.

Берешь кошку и идешь на кладбище в полночь, после того как там похоронили какого-нибудь большого грешника.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ун вырӑнне урама тухсан та, ваттисене асӑнма масар ҫине кайсан та тирпейшӗн кашнийӗн чунӗ савӑнать, кашнийӗ ҫак ӗҫре хӑйӗн тӳпине курать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Нумай пулмасть ҫеҫ вӗсем масар ҫурт тӑррине, урайӗсемпе маччине ҫӗнетнӗ, пырса кӗрекен енне илемлӗ карта тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Сӑмах май каласан, ӑна пирӗн районта чылай ялта ӑнланса йышӑнаҫҫӗ, ҫак программӑпа нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ: ҫулсене тирпейлеҫҫӗ, масар территорине йӗркене кӗртеҫҫӗ, спорт залсем тунӑ ҫӗре те хутшӑнаҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Хутаҫсене, хут татӑкӗсене, ытти ӑпӑр-тапӑра масар умӗнчи контейнера тухса пеме йывӑр-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Масар ҫине килсен хӑвна йӗркеллӗ тытмалли пирки кашнинех астӑвасчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Паллах, ку масар ҫинче питӗ килӗшӳсӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Чылай ҫӗрте Ҫимӗкре масар пасара ҫаврӑннӑнах туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Масар ҫинче эрех ӗҫни, апат-ҫимӗҫе вилтӑпри ҫине хурса хӑварни чиркӳ саккунӗсемпе килӗшсе тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех