Шырав
Шырав ĕçĕ:
Господасене йышӑнса илме крыльца ҫине дворовӑйсен ушкӑнӗ тухмарӗ; малтанах мӗнпурӗ те вуникӗ ҫулсене ҫитнӗ пӗр хӗрача кӑна курӑнчӗ, ун хыҫҫӑн пӳртрен герблӑ шурӑ тӳмеллӗ, кӗл тӗслӗ ливрейлӑ куртка тӑхӑннӑ, шӑп та шӑпах Петр евӗрлӗ ҫамрӑк йӗкӗт — Павел Петрович Кирсановӑн тарҫи тухрӗ.
IV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тепӗр чӗрӗк сехетрен икӗ лавӗ те кӗл тӗслӗ сӑрпа сӑрланӑ, тимӗр витнӗ хӗрлӗ тӑрӑллӑ ҫӗнӗ йывӑҫ ҫурт крыльци умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ермолай кӗл ӑшӗнче ҫӗрулми пӗҫернӗ вӑхӑтра эпӗ тӗлӗрсе кайнӑ…
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Выҫӑллӑ-тутӑллӑ, пӗр чарӑнмасӑр турра кӗл туса ҫулталӑк хушши ӗҫленӗ вӑл ҫак картинӑпа.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫӳллӗ те пысӑк пӗвӗ, тӗксӗм те ырхан сӑн-пичӗ, ҫав тери ҫивчӗ куҫӗсем, усӑнса тӑракан ҫӑра куҫхаршисем ӑна столицӑра пурӑнакан кӗл тӗслӗ ҫынсенчен тӗпренех уйӑрса тӑнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Кунта отставкӑна тухнӑ чиновниксем, хусах арӑмсем, чухӑн ҫынсем пурӑнма куҫаҫҫӗ, хӑйсене сенатра пӗлнине пула вара ҫакӑнта яланлӑхах юлаҫҫӗ; кунта кунӗпех пасар тӑрӑх ҫӳресе ирттерекен, вак-тӗвексем сутмалли лавккара мужикпе пули-пулми ҫинчен сӳпӗлтетекен, кашни кунах пилӗк пуслӑх кофе, тӑватӑ пуслӑх сахӑр илекен, хӑйсен хуҫисене юракан пулнӑ кухаркӑсем пурӑнаҫҫӗ; кунта тата хӑйсен платьипе, сӑн-пичӗпе, ҫӳҫӗсемпе, куҫӗсемпе кӗл пек курӑнакан, тӳпере хӗвел те, ҫил-тӑвӑл та ҫук чухнехи тӗтреллӗ кун пек туйӑнакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Кунсем халь сехетпе мар, ҫулталӑкпа вӗҫеҫҫӗ: ҫынсем вилсен те вӗсен сӳннӗ куҫӗсем, кӗл пек кӑвакарнӑ чӗреллӗ мӗлкисем ҫӗр ҫинче ҫӳреҫҫӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӑшмансене… ҫӗнтерет, — кӗл тумалли сӑмахсене астуса илесшӗн пулчӗ вӑл, анчах нимӗн те тухманнипе аптраса: — Манса кайнӑ, мур илесшӗ, — тесе ятлаҫса илчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпир сирӗн ял вырӑнӗнче тата сиртен те кӗл ҫеҫ хӑварма пултаратпӑр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӳпере кӗл пек пӗлӗт шӑвать.По небу тоскливыми островками плыли молочно-пепельные облака.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вутпуҫҫипе кӗл ҫинче ҫывӑрччӑр вӗсем.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Унӑн малтанхи тӑм тивсе ӗнтсе янӑ ҫулҫисем, сӳнме пуҫланӑ кӑвайтри ҫӳхе-ҫӳхе кӗл сийӗ витсе илнӗ шӗл-кӑвар пек, йӑмӑх хӗрлӗн тӗтреленсе йӑлтӑртатаҫҫӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗр хутчен ҫеҫ ҫул урлӑ сӑрӑ мӗлке шуса каҫрӗ те, Григорий пуҫне ҫӗклесе пӑхичченех пысӑк ҫунатсем йывӑррӑн авӑснӑ сасса илтрӗ: кӗл пек кӑвак тӗслӗ ҫеҫенхир кӑркки, ҫунатсен айӗнчи тӗкне хӗвел ҫутинче шуррӑн йӑлкӑштарса, хӑмӑр кӑваккӑн курӑнса выртакан тӗтреллӗ инҫетелле вӗҫсе кайрӗ, хӗвел ҫути ӳкмен тарӑн вар патӗнчи куринке ҫывӑхне анса ларчӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Вӑт мӗнле пулса тухать, совет ҫамрӑкӗ юлташ: пӗлтӗр эсир хӑвӑр аллӑрпа ман кил-ҫурта вут тивертсе ҫунтарса ятӑр, калас пулать — унран кӗл купи туса хӑвартӑр, паян ак ман хамӑн сире венчет тума тиврӗ…
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урӑх вут хумасӑрах кӗл ҫинче юлнӑ улмапа апатлантӑмӑр, унтан вара Тимош тинӗсри пур командӑсене те кӑшкӑра пуҫларӗ те «Варягпа» «Таран» каллех хускалса кайрӗҫ.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Улма пӗҫермелӗх кӗл пуҫтарӑнасса кӗтсе вут умӗнче эпир хамӑр пальтосене тытса тӑтӑмӑр, ҫурӑмпа та, хӑяккӑн та вут еннелле лартӑмӑр, шапӑлтатасса, ыйхӑсӑр каҫ иртмен чухнехи пекех, яра кун хушши выҫӑхмасӑр шӑчӑсемпе ӗҫлемен пекех шапӑлтатрӑмӑр.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Эпир ӑна лайӑх пӑхасшӑн тем пек тӑрӑшрӑмӑр: Тимош ун валли куркапа вӗретнӗ чей лартса пачӗ, Андрей ун умне кӗл ӑшӗнче пӗҫернӗ пӗр вунӑ ҫӗрулми хаҫатпа тасатса хучӗ, эпӗ икӗ хӑяр хутӑм.
IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Часах эпир те, Оськӑпа иксӗмӗр икӗ фанерӑпа кӗл чакаласа ӑна наҫилкке ҫине купалама тытӑнтӑмӑр.Вскоре мы с Оськой уже ковыряли двумя фанерками золу, накладывая ее на носилки.
IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Вара ачасем колхоз валли те кӗл пуҫтарса панӑ.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Ҫунашкасем, кунтӑксемпе ещӗксем, михӗсем хатӗрленӗ те ачасем, кам нумайрах кӗл пуҫтарӗ-ха тесе, пӗрне-пӗри социализмлӑ ӑмӑртӑва чӗнсе, тӗрлӗ еннелле саланнӑ.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.