Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV

Пай: Ашшӗсемпе ывӑлӗсем

Автор: Феофан Савиров

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫул: 1949; Хушнӑ: 2020.05.15 19:14

Пуплевӗш: 94; Сӑмах: 1120

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Господасене йышӑнса илме крыльца ҫине дворовӑйсен ушкӑнӗ тухмарӗ; малтанах мӗнпурӗ те вуникӗ ҫулсене ҫитнӗ пӗр хӗрача кӑна курӑнчӗ, ун хыҫҫӑн пӳртрен герблӑ шурӑ тӳмеллӗ, кӗл тӗслӗ ливрейлӑ куртка тӑхӑннӑ, шӑп та шӑпах Петр евӗрлӗ ҫамрӑк йӗкӗт — Павел Петрович Кирсановӑн тарҫи тухрӗ. Вӑл нимӗн чӗнмесӗр коляскӑн алӑкне уҫрӗ, тӑрантас виттине вӗҫертсе ячӗ. Николай Петрович ывӑлӗпе тата Базаровпа пӗрле тӗттӗм те пушӑ пек курӑнакан зал витӗр, ҫӗнӗлле тирпейленӗ гостинӑя иртрӗҫ. Зал алӑкӗнчен ҫамрӑк хӗрарӑм сӑнӗ вӗлтлетсе иртни курӑнчӗ.

— Акӑ, килте ӗнтӗ эпир, — терӗ Николай Петрович, карттусне хывса ҫӳҫӗсене силлекелесе. — Халӗ ӗнтӗ, пуринчен ытла, каҫхи апат ҫимелле те канмалла кӑна.

— Ҫисен, чӑнах та лайӑх пулӗччӗ, — терӗ те Базаров, карӑнкаласа диван ҫине ларчӗ.

— Да, да, апат парӑр, апат ҫиес часрах, — Николай Петрович пӗр сӑлтавсӑрах урипе тӑпӑртатса илчӗ. — Акӑ, Прокофьич та шӑпах ҫитрӗ.

Утмӑл ҫулсене ҫитнӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ, ырхан та тӗксӗм ӳтлӗ, йӗс тӳмеллӗ хӑмӑр фрак тӑхӑннӑ, мӑйне кӗрен тутӑрпа ҫыхнӑ ҫын кӗчӗ. Вӑл тутисене йӗрсе Аркадий алли патне пычӗ, хӑнана пуҫ тайрӗ, унтан алӑк патне чакса тӑчӗ те, аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытрӗ.

— Акӑ Прокофьич, — пуҫларӗ Николай Петрович, — юлашкинчен вӑл килчӗ-килчех пирӗн пата… Мӗнле? Мӗнле пек туйӑнать вӑл сана?

— Питӗ аван пек курӑнать, — терӗ те старик, каллех тутисене йӗрсе, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн ҫӑра куҫхаршисене антарса та хучӗ. — Сӗтел ҫине пама хушатӑр-и? — ыйтрӗ вӑл витӗмлӗн.

— Да, да, тархасшӑн. Анчах малтан хӑвӑр пӳлӗмӗре иртместӗр-и эсир, Евгений Васильевич?

— Ҫук, тавтапуҫ, ӗҫ ҫук. Манӑн пӗчӗк чемоданпа ҫак тумтир пеккине кайса хума калӑр кӑна, — хушса хучӗ вӑл хӑй ҫинчи балахонне хывса.

— Питӗ аван. Прокофьич, ил-ха вӗсен шинельне. (Прокофьич, тӗлӗннӗ пек пулса, Базаровӑн «тумтир пеккине» икӗ аллипех ярса тытрӗ те, ӑна хӑй пуҫӗнчен ҫӳлерех ҫӗклесе ура пӳрнисем ҫинче утса тухса кайрӗ.) Эсӗ тата, Аркадий, хӑвӑн пӳлӗме пӗрер минутлӑха каймастӑн-и?

— Юрать, тасалас пулать-ха, — ответлерӗ те Аркадий, алӑк патнелле кайма тытӑннӑччӗ, анчах ҫав самантра гостинӑя вӑтам пӳллӗ, тӗттӗм тӗслӗ акӑлчан костюмӗ тӑхӑннӑ, шукӑль вӑрӑм галстук ҫыхнӑ, лакпа ҫутатнӑ кӗске кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ ҫын — Павел Петрович Кирсанов пырса кӗчӗ. Пӑхма вӑл хӗрӗх пилӗк ҫулсене ҫитнӗ ҫын; унӑн кӗскен каснӑ ҫӳҫӗ-пуҫӗ, ҫӗнӗ кӗмӗл пек, тӗттӗм ҫутӑ тӗслӗн курӑнать. Унӑн йӳҫенке, анчах та пӗркеленчӗксӗр, калама ҫук тикӗс те ҫӳхе, ҫӑмӑл резецпа касса тунӑ пек тап-таса сӑн-пичӗ, вӑл ӗлӗк калама ҫук илемлӗ пулнине палӑртса тӑрать. Пуринчен ытла унӑн ҫутӑ та хура, тӑрӑхларах куҫӗсем хитре. Аркадий мучийӗн ӗлккӗм те ӑратлӑ сӑн-питӗнче ҫамрӑклӑх тирпейлӗхӗ те, чылай чухне ҫирӗм ҫулсенчен иртсенех ҫухалакан, ҫӗртен хӑпса ҫӳлелле хӑпарма тӑрӑшакан кӑмӑл та усранса юлнӑ.

Павел Петрович панталон кӗсьинчен кӗренпе сӑрланӑ вӑрӑм чӗрнеллӗ, хаклӑ йышши пысӑк тӳмепе тӳмеленӗ, юр пек шурӑ кӗпе ҫанни пирки татах та илемлӗрех курӑнакан хитре аллине кӑларса Аркадий енне тӑсрӗ. Малтан вӑл Европӑри пек «shake hands» туса илчӗ, унтан, ӑна виҫӗ хутчен вырӑсла чуптурӗ е, тепӗр майлӑ каласан, хӑйӗн тутлӑ шӑршӑллӑ мӑйӑхне Аркади питҫӑмартине виҫӗ хутчен перӗнтерсе илчӗ те:
— Ырӑ сунса йышӑнатпӑр, — терӗ.

Николай Петрович ӑна Базаровпа паллаштарчӗ; Павел Петрович, хӑйӗн пиҫӗ пӗвне кӑштах тайса, ӑшшӑн кулса илчӗ, анчах алӑ памарӗ, ӑна каялла кӗсьине чиксе хучӗ.

— Эпӗ ӗнтӗ сире паян килейместӗрех тесе шутланӑччӗ, — терӗ вӑл кӑмӑллӑ сасӑпа, илемлӗн тайкаланса, хулпуҫҫийӗсемпе турткаланса, ытарайми шурӑ шӑлӗсене кӑтартса. — Е ҫул ҫинче мӗн те пулин пулчӗ-и?

— Нимӗн те пулман, — тавӑрчӗ Аркадий, — ахаль кӑна, кӑштах чарӑнса тӑтӑмӑр. Ҫавӑнпа та эпир кашкӑрсем пекех выҫӑ. Прокофьича васкат-ха, атте, эпӗ халех таврӑнатӑп.

— Чим-ха, эпӗ те пыратӑп санпа, — кӑшкӑрчӗ Базаров, сасартӑк диван ҫинчен сиксе тӑрса. Ҫамрӑк ҫынсем иккӗшӗ те тухрӗҫ.

— Кам ку? — ыйтрӗ Павел Петрович.

— Аркашӑн тусӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, питӗ ӑслӑ ҫын.

— Вӑл пирӗн патӑрта хӑнара пулать-и?

— Ҫапла.

— Ҫав ҫӑмламасскер-и?

— Ну, да.

Павел Петрович чӗрнисемпе сӗтел ҫине шакӑртаттарса илчӗ:

— Аркадий s'еst degourdi, — асӑрхаттарчӗ вӑл. — Вӑл таврӑннӑшӑн хавас эпӗ…

Каҫхи апат ҫинӗ чухне сахал калаҫрӗҫ. Базаров уйрӑмах нимех те калаҫмарӗ, нумай ҫирӗ. Николай Петрович, хӑй калашле, ферма пурӑнӑҫӗнче пулса иртнӗ тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен, правительствӑн малашнехи ӗҫӗсем ҫинчен, комитетсем, депутатсем, машинӑсем туянма кирли ҫинчен тата ыттисем ҫинчен те калаҫрӗ. Павел Петрович сайра-хутра, хӗрлӗ эрех тултарнӑ черккерен сыпкаласа (вӑл нихӑҫан та каҫхи апат ҫимен) тата сайрарах «а! эге! хм!» тенӗ пек мӗн те пулин калакаласа, каллӗ-маллӗ хуллен уткаласа ҫӳрерӗ. Аркадий Петербург пурӑнӑҫӗнчен темиҫе ҫӗнӗ хыпар каласа пачӗ. Анчах та ӑна, тин ҫеҫ ачалӑхран уйрӑлнӑ ҫамрӑк ҫынна, хӑйне ача вырӑнӗнче шутлама хӑнӑхнӑ ҫӗре таврӑнсан, халь каллех ача тесе шутлӗҫ текен туйӑм тытса илчӗ. Вӑл кирлӗ мар ҫӗртенех хӑйӗн сӑмахне вӑрӑма тӑсать, «папаша» сӑмаха каламасӑр хӑварать, пӗрре тата, ун вырӑнне, шӑл витӗр кӑна пулин те, «отец» тесе те ячӗ; хӑйне ытлашши ирӗклӗнтерех тытнипе вӑл кирлинчен чылай ытларах эрех тултарчӗ те, ӑна пӗтӗмпех ӗҫсе ячӗ. Прокофьич ун ҫинчен куҫӗсене илмест, тутисемпе кавлекелесе кӑна ларать. Каҫхи апат хыҫҫӑн пурте часах саланса пӗтрӗҫ.

— Тӗлӗнмеллерех ҫын санӑн мучу, — терӗ Базаров Аркадие, унӑн вырӑнӗ ҫумӗнче кӗске чӗлӗмне ӗмсе ларнӑ чухне. — Шутлӑн, мӗнле шукӑллӗх кирлӗ ялта! Чӗрнисем, чӗрнисем, выставкӑна яр хӑть!

— Эсӗ пӗлместӗн, — тавӑрчӗ Аркадий: — вӑл хӑй вӑхӑтӗнче арӑслан пулнӑ вӗт. Эпӗ сана хӑҫан та пулсан унӑн историне каласа парӑп-ха. Вӑл хитре ҫын пулнӑ, хӗрарӑмсен пуҫӗсене ҫавӑрнӑ.

— Авӑ мӗн апла! Ӗлӗкхине аса илсе, эппин. Кунта, шел, никама та тӗлӗнтермелли ҫук. Эпӗ пурне те пӑхрӑм: ҫав тери тӗлӗнмелле ҫухисем чултан тунӑ пек тӑраҫҫӗ; янах ӑйӗнчи сухалне те тап-таса хырнӑ. Кулӑшла-ҫке-ха ытла, Аркадий Николаевич.

— Пулӗ те, анчах вӑл, ҫапах та, аван ҫын.

— Авалхилле япала. Аҫу вара лайӑх ҫын. Сӑвӑсене вӑл кирлӗ мар ҫӗртенех вулать, хуҫалӑх тӗлӗшпе темле, пултарать-ши вара хӑй, — ҫапах та ырӑ ҫын вӑл.

— Атте ылтӑн ҫынах манӑн.

— Вӑл именнине асӑрхарӑн-и эсӗ?

Аркадий, хӑй именмен пек, пуҫне сӗлтрӗ.

— Тӗлӗнмелле япала, — терӗ малалла Базаров, — ҫавӑн пек ватӑ романтиксем! Хӑйсен нерва системине йӗкӗлтенме пуҫличченех сарса яраҫҫӗ те… ну, кӑмӑл шайӗ пӑсӑлчӗ те вара. Анчах та, сывӑ пул-ха! Ман пӳлӗмре акӑлчанла кӑмкан тӑрать, алӑкӗ питӗрӗнмест тата. Ҫапах та, мухтанмаллах, акӑлчанла кӑмкан-ҫке-ха; вӑл пурӑнӑҫ малалла кайнине пӗлтерет!

Базаров кайрӗ, Аркадие савӑнӑҫлӑ кӑмӑл ҫавӑрса илчӗ. Ҫуралнӑ кил-ҫуртра, пӗлсе тӑракан вырӑн ҫинче, юратакан алӑсем ҫӗленӗ, тен, ачашлакан ырӑ няньӑн ывӑна пӗлми аллисем тӑрӑшнипе тунӑ утиялӗ айӗнче тутлӑн ҫывӑрас кӑмӑл ҫавӑрса илчӗ ӑна. Аркадий, Егоровнӑна аса илчӗ те, йывӑррӑн сывласа ячӗ, ӑна ҫӳлти патшалӑхра ырӑ курса пурӑнма сӗнчӗ… Хӑйшӗн кӗлтумарӗ.

Вӑл та, Базаров та часах ҫывӑрса кайрӗҫ, анчах килти ытти ҫынсем вара нумайччен ҫывӑрмарӗҫ. Ывӑлӗ тавӑрӑнни Николай Петровича хумхантарать. Вӑл, ҫуртине сӳнтермесӗрех вырӑн ҫине выртрӗ те, пуҫне чавсаланӑ алли ҫине хурса тарӑн шухӑша кайрӗ. Унӑн пиччӗшӗ хӑйӗн кабинетӗнчи гамбсовӑй кресло ҫинче, ерипен ҫӗркӑмрӑкӗ тӗлкӗшсе тӑракан камин умӗнче, ҫурҫӗр иртнӗ хыҫҫӑн та тахҫанчченех ларчӗ. Павел Петрович салтӑнмарӗ, китаецсен хыҫсӑр хӗрлӗ туфлине хывса, лакпа ҫутатнӑ кӗске кунчаллӑ атӑ кӑна тӑхӑнчӗ. Аллинче вӑл «Galignani» журналӑн юлашки номерне тытса ларать, анчах вуламасть, пӗрре сӳнсе, тепре чӗрӗлсе симӗсӗн-кӑвакӑн чӗтресе тӑракан ҫулӑмпа ҫунакан камин ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхса ларать… Турӑ пӗлет-и, тен, унӑн шухӑшӗсем ӑҫта ҫӳренине, анчах вӑл иртнӗ пурӑнӑҫӗ ҫинчен ҫеҫ шухӑшламан: унӑн сӑн-пичӗ хусканмасӑр салхуллӑ тӑнӑ, асаилӳсемпех апла пулас ҫук. Хыҫалти пӗчӗк пӳлӗмре, пысӑк арча ҫинче, кӑвак тӗслӗ ӑшӑ кофта тӑхӑннӑ, тӗксӗм ҫӳҫӗсем ҫине шурӑ тутӑр витсе янӑ ҫамрӑк хӗрарӑм — Феничка ларать. Вӑл е тӗрлӗрен сӑс-чӗвве итлесе, е ыйхӑпа тӗлӗрсе, е уҫӑ алӑкран курӑнакан ача кровачӗ ҫинче ҫывӑракан пӗчӗк ачи пӗр пек сывланӑ сасӑ енне пӑхкаласа илет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех