Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулупа (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кай, кай, кай ху ҫулупа! — хӑраса кайса, тискеррӗн кӑшкӑрать Тёма.

— Иди, иди, иди себе! — с диким страхом кричит Тёма.

Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тытса памастӑн пулсан, турӑ пулӑшнипе, яра пар ху ҫулупа.

Не выдашь, поезжай с богом.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Мӗншӗн каймалла мар-ха ҫынсен ӑсатакансемсӗр лӑпкӑн: ҫит те вокзала, поезд ҫине ларса, вӗҫтере пар хӑвӑн ҫулупа?

Почему бы не уезжать людям спокойно, без провожающих: пришел на вокзал, сел в поезд, занял место и поехал?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кай хӑв ҫулупа, ҫӑвар уҫсанах — пуля лекӗ.

Крой, откуда пришел, а пикнешь — пуля в глотку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Утах хӑвӑн ҫулупа.

Ступай своей дорогой.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

«Маремьяна, уттарах ху ҫулупа.

«Уходи, Маремьяна.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Тата иксӗмӗр хушӑра ним уйӑрмалли те ҫук пирӗн, ху ҫулупа ҫӳре!

И делить нам с тобой нечего, езжай с богом!

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫук ӗнтӗ, кай ху ҫулупа, эпӗ хамах ҫитетӗп.

— Нет уж, езжай с богом, а я и сама дойду.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ординарец, маларах разведчикра ҫӳренӗшӗн, ҫул тӑршшӗпех сӑмах чӗнмесӗр пычӗ, ҫил ҫинче, лаши юртнӑ хушӑрах, хӗвелҫаврӑнӑш кӗлӗ ӑшӗнче пӗҫернӗ шӑршлӑ ӑвӑ таткине ҫулупа ҫапса тивертрӗ те, ӑвва тӗреклӗ ывҫине илсе, чӗлӗм чӗртрӗ.

Ординарец, в прошлом — разведчик, всю дорогу молчал, на ветру, на рыси закуривал, высекая кресалом огонь, забирая в ядреную пригоршню ком вываренного в подсолнечной золе пахучего трута.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уттар ху ҫулупа.

Ступай себе.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ут эсӗ, салтак, хӑвӑн ҫулупа, — тенӗ вал.

— Ступай, — говорит, — служивый, своей дорогой.

Сестрорецк заводӗнче // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

«Каях, теҫҫӗ хайхине, — мӑн ҫамка, хӑвӑн ҫулупа, пирӗнтен таси паха пултӑр; кунта эсӗ тем те пӗр ҫавӑрттарса хурӑн та, кайран эпир ӗмӗр тӑршшӗпе те вӗҫне-хӗрне тупса ҫитереймӗпӗр».

«Иди, — говорят, — лобастый, восвоясы, Христос с тобою, а то ты нам таких делов напутляешь, что и в жисть не расхлебать!»

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Каях-ха эсӗ, савнӑ ҫыннӑм, хӑвӑн ҫулупа, — кӳпчесе кайнӑ пӳрнисене чӑмӑрласа, виҫерен тухмасӑр ҫилӗллӗн канаш пачӗ ӑна хулсӑр Алексей.

— Иди-ка ты, милый человек, своим путем, — сжимая запухшие пальцы в кулак, сдержанно-злобно посоветовал Алексей-безрукий.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Итлесе пӑхар комиссар мӗн ҫырнине!» терӗ ҫӑварне чӗлӗм хывнӑ винокур ҫулупа вут чулне чаклаттарса.

— Послушаем, что пишет комиссар! — произнес винокур, держа в зубах людьку и высекая огонь.

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Шуйттан астарнӑ-и тен пӗрине, тытать те асаттен аппӑшне хыҫалтан эрехпе чашлаттарать; тепри те маххӑ параканниех пулман иккен, ҫав самантрах ҫулупа ҫапса вут тивертет те хайхи эрехпе йӗпеннӗ кӗпене тивертет ярать… ҫулӑм хыпса илет, асаттен мӗскӗн аппӑшӗ вара, хӑраса ӳкнӗскер, пӗтӗм туй халӑхӗ умӗнчех кӗпине хывма тытӑнать…

Вот одного дернул лукавый окатить ее сзади водкою; другой, тоже, видно, не промах, высек в ту же минуту огня, да и поджег… пламя вспыхнуло, бедная тетка, перепугавшись, давай сбрасывать с себя, при всех, платье…

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Каях ӑвӑн ҫулупа, кай, кай!

— Ступай с Богом, ступай, ступай.

IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

— Кай, каях хӑвӑн ҫулупа! — ҫиленчӗклӗн, хӑвӑрт каларӗ лешӗ.

— Ступай, ступай с Богом, — быстро и злобно говорила она.

IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Кай, кай хӑвӑн ҫулупа!

Ступай, ступай, с Богом.

IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Литература произведенине ҫырасси вут-чулне ҫулупа ҫапса кӑларакан хӗлхем пек пулмалла мар, хӗвелӗн иксӗлми ҫӑл-куҫӗсенчен пӗрхӗнсе тухакан ҫутӑ евӗр пулмалла; ҫакӑн пек произведени ҫеҫ чӑн-чӑн искусство произведенийӗ пулать, унӑн авторӗ — чӑн-чӑн художник…

Такое произведение подобно не искре, высекаемой огнивом из кресала, а лучу солнца, вырывающемуся из неисчерпаемого источника света. И тогда автора можно назвать истинным художником.

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Патак ҫакнашкал выртать пулсан, эс ун урлӑ ан каҫ, е пӑрӑнса ирт, е ак ҫапла ҫул ҫинчен сирсе ывӑт, — «Ашшӗне, ывӑлне тата таса сывлӑшне», — тесе кӗлӗ вула та ут эс хӑвӑн ҫулупа.

Когда так палка лежит, ты через нее не шагай, а или обойди, или скинь так-то с дороги да молитву прочти: «Отцу и Сыну и Святому Духу», — и иди с Богом.

XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех