Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывӗн (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир Ҫавал шывӗн хӗррипе пырса ҫав тӑшман ҫарне тавӑрас терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫиментейӗ кӗслере, Тути-ҫӑварӗ сӑвӑра, Ӑсталӑхӗ пӳрнере, Хастарлӑхӗ юрӑра: «Атӑл сӑрчӗ сӗвек мар, Сӗве шывӗн хӗрри мар; Яш утаман Урха мар, Воевотӑн тусӗ мар».

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрӑм шывӗн сулахай енчи урама 1939 ҫулта чул сарса ҫирӗплетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Сиккасси Вӑрӑм шывӗн икӗ енӗпе вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Румыни генералӗсем бинокль витӗр пӑхса Днестр шывӗн сулахай ҫыранне тӗпчерӗҫ, карттӑсем ҫине артиллери валли малтанах вырӑнсем палӑртса хучӗҫ: Кошница, Каменка, Тирасполь…

Румынские генералы в бинокли изучали левый берег Днестра, отмечая на своих картах ориентировочные пункты для артиллерии: Кошница, Каменка, Тирасполь…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Днестр шывӗн сылтӑм ҫыранӗ кӗҫех вӑрҫӑ зони пулса тӑчӗ.

На местечках и селах правобережья Днестра лежала уже печать военной зоны.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Попой ялӗ патӗнче Йӑршу шывӗн икӗ юппи пӗрлешет.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Палас шывӗн сылтӑм ҫыранӗпе тӑсӑлакан йӑмрасем, пӗр авӑнса те тӳрленсе, тем ҫухатнӑ пек эрленсе-хурланса, куҫҫуль юхтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ Палас шывӗн енӗпе Яшма ялӗсем вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл мана чӗнсе илсе ҫапла каларӗ: государь сирӗн енчи ҫӗрсен пӗр пайне Хусан патӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑшӑн Иван Шереметев княҫсене, шӑллӗпе пиччӗшне, Сӑр шывӗн вӑрринчи ҫӗрсене Воротынский пӗр тӑвансене памалла тунӑ терӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑр шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче аслӑ княҫпа унӑн ҫыннисене пуҫа хушпу, ҫие шап-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсен ушкӑнӗ тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Муркаш шывӗн сулахай ҫыранӗнче, Хуракасси кӗперӗнчен инҫе мар, Укка Яка Илле усламҫӑпа унӑн хӗрне тӗл пулчӗ.

На правом берегу речки Моргаушки, недалеко от Хурагасинского моста, Укка повстречалась с Яга Илле и его дочерью Пазёй.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вунсаккӑрмӗш ӗмӗрте Муркаш шывӗн икӗ енче те сӗм вӑрмансем кашласа ларнӑ пулнӑ.

В восемнадцатом веке дебри высились по обоим берегам Моргаушки.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шурча ялӗ Муркаш шывӗн сулахай енне, сӗвек сӑртӑн ҫурҫӗр питне, вырнаҫса ларнӑ.

Акрамово раскинулось по левому берегу речки Моргаушки, на некрутом взлобке с южной стороны.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗренекенӗсемпе пӗрле Вӑрӑм шывӗн икӗ енӗпе, ял тӑрӑхӗнчи ҫырма-ҫатра таврашӗсенче кашни ҫулах ҫӗр-ҫӗр тӗп йывӑҫ лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Первомайскран кӑнтӑрарах, Вознесенскран ҫурҫӗререх, Южный Буг юхан шывӗн хӗвел анӑҫ ҫыранӗнче вырнаҫрӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Атӑл кукӑрӗнчи юманлӑхран иртсен куҫ умне тӗлӗнмелле япала тухса тӑчӗ: Сӑр шывӗн леш енче, халиччен Хусан ханлӑхӗн ҫӗрӗ шутланнӑ тӗлте, ҫӳллӗ ту хысакӗнче вӗр ҫӗнӗ хула ӳссе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паян-ыран юр ларас тенӗ чух пӗр сивӗ кунхине вӗсене кимӗпе Сӑр шывӗн вӑррине (пырне) илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амурӑн ку ҫыранӗнче пирӗн хулаччӗ, леш енчи ҫыранӗнчен… мар-ха, йӑнӑшатӑп, ку тӗлти Амур шывӗн варри тӗлӗнчен тытӑнса Китай ҫӗрӗ пуҫланса каятчӗ, Благовещенска хирӗҫех леш ҫыран хӗрринче китайсен Сахалин ятлӑ хули курӑнса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ял пуҫӗнчи Кӑканар шывӗн ячӗ те мари сӑмахӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех