Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хывсан (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурӑнан пурнӑҫра этем «лӑплан та сапӑрлан» тесе ӑс панине ӑша хывсан кӑна чӑннипех те телейлӗ пулма пултарасса пӗлнӗ-ха Айташ.

Куҫарса пулӑш

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

Вӑл хӑйӗн бархӑтран ҫӗлетнӗ тусанлӑ сюртукне аялти тӳмисемпе ҫеҫ тӳмеленӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑй ҫине чӑлт шурӑ кӗпе тӑхӑннине лайӑхах курмӑ пулать, ку тирпейлӗ ҫыннӑн йӑлине кӑтартать ӗнтӗ, вараланса пӗтнӗ перчеткисем хӑйӗн аристократла пӗчӗк аллисем валли ятне ҫӗлетнӗн туйӑнаҫҫӗ, хӑрах перчеткине хывсан, эпӗ унӑн шупка пӳрнисем ытла ырханнинчен тӗлӗнтӗм.

Пыльный бархатный сюртучок его, застегнутый только на две нижние пуговицы, позволял разглядеть ослепительно чистое белье, изобличавшее привычки порядочного человека; его запачканные перчатки казались нарочно сшитыми по его маленькой аристократической руке, и когда он снял одну перчатку, то я был удивлен худобой его бледных пальцев.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пирӗн сӑмаха ӑша хывсан, ҫӑмӑлттай шухӑшлӑ пулмасан ӑспа та, ӗҫпе те чапа тухатӑр акӑ тесе пӗрре мар калатӑп.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ӑна сидерат пек усӑ курман пулсан та пӑсса тырӑ никӗсе хывсан тухӑҫ пӗр гектартан вӑтамран 40-50 центнертан кая марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch

Салтак тумне хывсан Ульяновскри автозаводра вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685

Салтак тумне хывсан ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Пӗрле ӳснӗ юлташӑм салтак аттине хывсан милиционера вырнаҫнӑччӗ.

- Мой друг, с которым я вместе вырос, после того, как только снял армейские сапоги, устроился работать милиционером.

Сухаллӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм, сывлӑхӗ ҫирӗп // А.ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех