Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑхра (тĕпĕ: улӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сарлака улӑхра халӑх утӑ ҫулать, Шӑрҫа пек тар юхать ҫулаканӑн ӳт тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сарлака Ҫавалта, улӑхра, Шап-шурӑ чӑвашсем утӑра.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл улӑхра пулман, паккуссем ҫулман, Сӗрен ачи уншӑн саламатпа ҫапман…

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Уй ӗҫсене пуҫтарма — Йӗри таври ялти ҫын, Ӳснӗ хӗрар, начар ҫын, Пӑхӑнаҫҫӗ пулӑшма: Ункӑ ҫинчи улӑхра Тӑхӑр Тарӑн тӑрӑшать, Тӑват Марка майлашать; Йӗршӳ ҫинчи улӑхра Икӗ Апаш аптранӑ, Виҫӗ Шӑмӑш шӑмшакки Урхашӑнах хавшаннӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Улӑхра шурӑ тӗтре.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

— Паҫӑр санпа пӗрле улӑхра чечексем хушшипе лӑпсӑрӑнса, услам ҫу пек «ирӗлсе — тумланса пынӑ» май, сана халалласа, ҫакӑн пек сӑвӑ сӗвемӗсем сасартӑк пуҫа килсе шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫӳҫне хулпуҫҫи таран кастарнӑ, ҫӳллех мар кӗлеллӗ хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ, мӑйран йӑлтӑр шурӑ шӑрҫа ҫакнӑ, тутине чӑпӑрт тытнӑ, кӗренрех ҫуткам пурҫӑн евӗр сӑн-питлӗ хӗр аллинче — ҫулман улӑхра пуҫтарнӑ чӗрӗ чечек ҫыххи.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫӗнӗ Пелепейре вӗсем виҫӗ талӑк пурӑнчӗҫ, темиҫе килте хӑнара, улӑхра пулчӗҫ, нумай ҫӗнӗ юрӑсем ҫырса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пахча аслӑ улӑхра вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпир ҫитнӗ ҫӗре улӑхра халӑх пухӑннӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Эпӗ улӑхра та пулман.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл ун чӗринче малтанхи хут улӑхра курса юратнӑ чухнехи пекех пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Малтан улӑхра, утӑ ҫулма кайсан… вӑйӑра куртӑм пулас ҫавна», — ӗмӗтлӗ шухӑшне ҫу пек ҫӑтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ешӗл улӑхра — пилӗк-ултӑ ушкӑн.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Микульпе Вова улӑхра сурӑхсем ҫитернӗ чух пӗр-пӗринпе килӗштернӗ те халӗ ҫавӑнтанпах ҫывӑх туссем пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑрт пек ҫӑра курӑк тапса тухнӑ улӑхра ача-пӑча ҫуйхашать.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах турхан хӑйӗн ҫыннисемпе, аллисене каялла туртса ҫыхнӑ казаксемпе тапранса тухма ӗлкӗреймерӗ — улӑхра каллех юлан утсем курӑнса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воротынскипе Шереметев воеводӑсем ҫав вӑхӑтра Сӗве леш енчи улӑхра юлан утпа уҫӑлса ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрлахи кану хыҫҫӑн сапантуй курма тесе тухнӑ хан улӑхра хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче кӗҫӗн ывӑлӗсем кӗрешнине пӑхса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ватти хӑйӗн тахҫанхи тусне тӗл пулса унпа тӑраниччен калаҫнипе телейлӗ тапӑрта, ҫамрӑксем хӑйсен вӑй-халне кӑтартнипе, темиҫе кун хушши те пулин улӑхра ним шухӑшсӑр савӑнса ҫӳренипе телейлӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех