Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑхра (тĕпĕ: улӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ ӗнтӗ Санька халӗ тӑван улӑхра ларать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кунсӑр пуҫне Санька Сухвие улӑхра час-часах курнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗрӗ вара ҫак улӑхра сурӑх кӗтӗвӗ кӗтекен Сухви пек…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Авӑ кунта улӑхра — Сурӑмпуҫне Панкли хушшинче — пысӑк пӗве тунӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Улӑхра пӗр ушкӑн хур сапаланнӑ, тепӗр ушкӑнӗ умлӑн-хыҫлӑн, тем тӑршшӗ тӑсӑлса, ҫыраналла хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӳлнӗ лашасем ҫак вырӑнта чарӑннӑ та, ҫынсем улӑхра канма ларнӑ тет.

Повозки, груженные товаром, останавливались здесь, чтобы отдохнуть вон на той поляне.

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

Таҫта та мӑкӑльтетсе ҫӳрерӗ санӑн курӑннӑ-курӑнман кӗлеткӳ: вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗнче, Алтай крайӗнчи тӑп-тӑрӑ шывлӑ Повалиха ҫырми ҫаврӑнса юхнӑ ҫӗрте, лашасем кӗҫеннипе-тулхӑрнипе, кӑмӑрт-кӑмӑрт курӑк ҫинипе янӑраса тӑракан улӑхра, Кӗҫӗн Пӑла хӗрринчи курнасен тӗтӗмӗнче…

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫав вӑхӑтра яла кӗтӳ кӗртрӗ: пӗр лӑпланса, пӗр вӑйланса ҫаплах ҫумӑр сапӑнать те, яра куна улӑхра ҫӳреме кӗтӳҫӗсене те, выльӑх-чӗрлӗхне те кансӗр.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ункӑ ҫинчи улӑхра Тӑхӑр Тӑрӑн тӑрӑшать, Тӑват Марка майлашать; Йӗршӳ ҫинчи улӑхра Икӗ Апаш аптранӑ, Виҫӗ Шӑмӑш шӑмшакки Урхашӑнах хавшаннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Каҫхине унтан тухнӑ чух улӑхра ҫӑра тӗтре капланнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хутран-ситрен карӑшсем картлатнисӗр пуҫне улӑхра нимле сасӑ та илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Улӑхра утӑ ҫулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Улӑхра ҫеҫ пӑртак утӑ тӗсӗ пулчӗ, Анчах ҫулса пуҫтарсан сапаланса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Юрать ку сӑмахшӑн, ермӗхленнӗ Еркиней, Утӑ улӑхра юлни — пур халӑхшӑн чӑн телей, Атӑр, ачамсем, халӑх умне тӑрӑпӑр, Хура халӑхпа пӗрле калла улӑх таврӑпӑр».

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сайра хутра юрра юрлать унӑн чӗлхи (Ӗҫҫыннишӗн юрӑн пит паха сӑмаххи): «Аслӑ улӑхра утӑ ҫултӑмӑр Ҫавасем ҫине эпир тайӑлса, Ҫитӗнсе ҫитсе арӑ пултӑмӑр Атте-апписем ҫине тайӑлса».

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сарлака улӑхра халӑх утӑ ҫулать, Шӑрҫа пек тар юхать ҫулаканӑн ӳт тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сарлака Ҫавалта, улӑхра, Шап-шурӑ чӑвашсем утӑра.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑл улӑхра пулман, паккуссем ҫулман, Сӗрен ачи уншӑн саламатпа ҫапман…

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Уй ӗҫсене пуҫтарма — Йӗри таври ялти ҫын, Ӳснӗ хӗрар, начар ҫын, Пӑхӑнаҫҫӗ пулӑшма: Ункӑ ҫинчи улӑхра Тӑхӑр Тарӑн тӑрӑшать, Тӑват Марка майлашать; Йӗршӳ ҫинчи улӑхра Икӗ Апаш аптранӑ, Виҫӗ Шӑмӑш шӑмшакки Урхашӑнах хавшаннӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Улӑхра шурӑ тӗтре.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех