Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑхра (тĕпĕ: улӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял-йышшӑн ӗмӗр-ӗмӗрех Тӑрантакан чи лайӑх ҫӗрӗ Выртать сӗткенлӗ улӑхра.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ухтер хӑварнӑ пысӑк пурлӑх: Ҫаран, вӑрман та ӑшӑх шурлӑх, Улт-ҫич арманӗ улӑхра Пайта параҫҫӗ кунӗн-ҫӗрӗн.

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сахал пулман пуль калаҫу, — Курсассӑн, — пирӗн хушӑра Сивӗ чухне е ӑшӑра, Е улӑхра, е ҫул ҫинче…

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫав хитре улӑхра тахҫан ҫӳренӗ пек вӗсем, ав ҫав кӗпер айккинче пулӑ тытнӑ пек, хӗвел ҫинче кӗмӗл тӗслӗн ҫуталса выртакан пысӑк кӳлӗре нумай пулмасть шыва кӗнӗ пек…

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уҫӑ сывлӑшра — вӑрманта е улӑхра, пӗр-пӗр шыв хӗрринче — пӗҫернӗ яшкана раснах тутлӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Атӑл ку енчи улӑхра тата вӑрманти уҫланкӑсенче ҫулса пуҫтарнӑ утта хан представителӗ салах вырӑнне илсе кайса пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку улӑхра ушкӑн ҫӗр каҫса лашасене кантарма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улӑхра вӑл кун мӗн каҫченех юн юхрӗ, юрӑ янӑрарӗ, урса кайнӑ халӑх шавӗ кӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уй-хир йӑлтах пушанса юлнӑ ӗнтӗ, унта халь пӗр ҫӗ-мел-сурат та ҫук, улӑхра та утӑ капанӗсем сайра тӗл пу-лаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Улӑхра вӗсене хурӑнташӗсем савӑнса кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чиркӳсенче, улӑхра, вӑрманта.

В церквах, лугах и лесах.

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

Митя симӗс улӑхра ула-чӑла лӗпӗшсем хыҫҫӑн ывӑниччен чупса ҫӳрерӗ, чечексем татса тултарчӗ, унтан ашшӗ патне пычӗ те: — Ытла та аван-ҫке ҫуркунне! — терӗ.

Митя вволю набегался за пестрыми бабочками по зеленому лугу, нарвал цветов, прибежал к отцу и говорит: — Что за прелесть эта весна!

Тӑватӑ ӗмӗт // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 3–6 с.

Кунта, Царицынран аллӑ ҫухрӑмри анлӑ та тӳрем улӑхра, сӗтел пек тикӗс, армутиллӗ ҫеҫен хирте, казаксен кавалерине — ирӗкрех, хӗрлисен пехотине — йывӑртарах пулнӑ.

Здесь, в пятидесяти верстах от Царицына, на широких заливных лугах и в ровной, как стол, полынной степи казачьей коннице было привольнее, а красной пехоте — труднее.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсене улӑхра ҫӳрекен вӑкӑрсемпе ӗнесем тата сурӑхсем кӳршӗсем патне каҫса ан кайччӑр тесе ларта-ларта тухнӑ.

Делалось это для того, чтобы коровы, быки и овцы паслись только на лугах своих хозяев и не переходили к соседям.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Улӑхра ӗнер пулнӑ ӑнӑҫусӑр ӗҫ те халӗ уншӑн нимех те мар пек туйӑнчӗ.

Даже вчерашняя неудача на пожнях показалась ему не такой уж серьезной.

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анчах, ачсемӗр, улӑхра татах тепӗр ҫын пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑп.

Только, ребята, думается мне, был кто-то еще на лугу.

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Арсенти мучи — Воронцовӑра конюхра ӗҫлекенскер — ун чухне тиха шыранӑ, икӗ ҫынна кузов ҫине лартса кайнине улӑхра хӑй курнӑ.

Дед Арсентий — воронцовский конюх, жеребенка искал, сам на лунах видел, как двоих посадили в кузов и увезли.

IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Лашапа вӑкӑр улӑхра кӗтӳре пӗрле ҫӳренӗ.

Конь и вол паслись рядом на лугу.

Лашапа вӑкӑр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Питӗ лайӑх туйрӑм эпӗ хама: ешӗл улӑхра ӑшӑ та ҫутӑ кун ҫапла савӑнать этем, курӑк ӑшне выртса, хӑйне, хӑйӗн телейне вӑл пӗтӗм ҫӗре, пӗлӗтсене, тӳпене халаллать.

Мне было хорошо, как бывает хорошо человеку на лугу в ясный теплый день, когда он может упасть в траву и довериться земле, небу, облакам.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Унӑн кусӗсене, унӑн ылтӑн пуҫне сӑнанӑ чух, чечеклӗ улӑхра тӗкӗлтурасем, ылтӑн хуртсем хаваслӑн сӗрлени илтӗнсе тӑнӑ пек туйӑнать.

Когда видишь эти глаза, ее золотую головку, кажется, даже слышишь праздничное весеннее гуденье над цветущим лугом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех