Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аслӑ Артамонов, пуҫне чалӑштарса, корпуссем тӑрӑх, килхушши тӑрӑх вӑкӑр пек пӑхкаласа ҫӳренӗ, поселок урамӗ тӑрӑх ачасене хӑратса ҫӳренӗ, хӑй вара пур ҫӗрте те темле ҫӗнӗ, тӗлӗнмелле япала пуррине сиснӗ: ҫак пысӑк ӗҫре вӑл халь ытлашши ҫын пекех, аякран пӑхса тӑракан ҫын пекех туйнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Тӗрӗссипех калатӑп, хӑшпӗр ҫынсене анкетӑсем тӑрӑх, канашлусенче тухса каланисем тӑрӑх, цехра, кабинетра, строительство площадкинче кӑштах куркаласа калаҫнисем тӑрӑх пӗлнӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Эп халех вӑрманта ҫул мӗнле тупмаллине аса илетӗп: «Ҫула ҫӑлтӑрсем тӑрӑх, мӑк тӑрӑх, тункатасем ҫинче кашни ҫул пулакан ункӑсем тӑрӑх тупма пулать…»
Чижик Холмы ялне кайрӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Топографсем калашле, эпир ӑна пӗтӗмпех топографи законӗсене пӑхӑнса: картта тӑрӑх, вертикаллӗ ҫутӑ пайӑркисем тӑрӑх, сывлӑш базипе секундомер тӑрӑх тӑватпӑр.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӗсем пӗр чулӗ ҫине ларчӗҫ те, кӑпӑклӑ хумсем шавлас та, урамсем тӑрӑх кӗрлесе пушӑ площадсем тӑрӑх та, урамсем тӑрӑх ҫӳрени ҫине нумайччен пӑхса ларчӗҫ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Чир тӑрӑх ҫапӑҫрӗҫ, Дон тӑрӑх вӑрҫӑ ахӑрашса иртрӗ, унтан ак кӗҫех Хопер, Медведица, Бузулук тӑрӑхӗсенче те тупӑ-пӑшал сассисем кӗмсӗртетме тытӑнаҫҫӗ.Были бои по Чиру, прошли по Дону, а потом загремят по Хопру, по Медведице, по Бузулуку.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Туйи ҫинче хӗресленсе выртакан пӳрнисем тӑрӑх, алӑ сыпписем тӑрӑх, кӳпченсе тӑракан хура тымарсем тӑрӑх ерипен мӗшӗлтетсе ҫырмари хура тӑпра пек хура юн ҫӳренӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ман шурӑ урасем ҫине пӑх эсӗ: нумай утнӑ вӗсем; анчах ковер тӑрӑх мар, — вӗри хӑйӑр тӑрӑх, нӳрӗ ҫӗр тӑрӑх, йӗплӗ курӑк ҫийӗпе утнӑ вӗсем; куҫӑмсем ҫине пӑхса ил тата, куҫӑмсем ҫине: вӗсене куҫҫулӗ хупласа илнӗ, ҫавӑнпа вӗсем нимӗн те курмаҫҫӗ!..
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пусӑ ҫаврӑнӑшӗсен чиккисене, ҫырма-ҫатрасенче, юханшывсемпе кӳлӗсен хӗррисенче йывӑҫсем лартнисӗр, урӑхла каласан, эпир палӑртакан ӗҫсене туса ирттернисӗр пуҫне нумай районсем тӑрӑх, тен пирӗн район тӑрӑх та пулӗ, государствӑн вӑрман хӳтлӗхӗн тӑрӑхӗсем иртеҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шыв хулпуҫҫисем тӑрӑх та, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ҫурӑмӗ тӑрӑх та, ӳт ҫумне тачӑ ҫыпҫӑннӑ симӗс трусик тӑрӑх та юха-юха анать.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вилюй мучи Володьӑна ансӑр тимӗр кӗперсем тӑрӑх, яка та тӳп-тӳрӗ тӑракан пусмасем тӑрӑх, решетке хунӑ урай тӑрӑх ертсе ҫӳресе, машинӑна мӗнле туни ҫинчен каласа ӑнлантарчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнине вӗсем праҫниксем тӑрӑх, ҫулталӑк вӑхӑчӗ тӑрӑх, ҫемьере е кил-ҫуртра пулса иртнӗ тӗрлӗ ӗҫсем тӑрӑх шута илсе пыраҫҫӗ, нихҫан та хӑш уйӑхне те, хӑш кунне те асӑнмаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нимӗҫ хӑмӑчӗсем тӑхӑнтарнӑ лашасем тӑрӑх, кучер тӑрӑх, фургонӑн «Пӑр завочӗ» тесе ҫырнӑ шурӑ стени тӑрӑх ҫӳлтен аялалла ула-чӑла мӗлке шӑвать.
XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тӑлӑх арӑм апатне те шӑнкӑрав тӑрӑх ҫиет, ҫывӑрма та шӑнкӑрав тӑрӑх выртать, тӑрассине те шӑнкӑрав тӑрӑх тӑрать, — пур ҫӗрте те ҫав тери ирсӗр тирпейлех, никам ҫынни те тӳсме пултарас ҫук ӑна.
35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
6. Пусмӑрпа хӗн-хур ҫӗрӗ тӑрӑх, ама арӑслансемпе аҫа арӑслансен ҫӗрӗ тӑрӑх, аспидпа вӗҫекен ҫӗлен ӗрчекен ҫӗр тӑрӑх кӑнтӑралла каякан выльӑхсем ҫинче — йывӑр ҫӗклемсем: вӗсем хӑйсене усӑ кӳме пултарайман халӑх валли ашаксен ҫурӑмӗ ҫинче хӑйсен пуянлӑхне, тӗвесен курпунӗ ҫинче хӑйсен хаклӑ мулне илсе каяҫҫӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Малтан Кааф ӑрӑвӗсене шӑпа тухнӑ; Аарон священник ывӑлӗсене, левитсене, шӑпа тӑрӑх, Иуда йӑхӗнчен, Симеон йӑхӗнчен тата Вениамин йӑхӗнчен вунвиҫӗ хула тивнӗ; 5. Каафӑн ытти ывӑлӗсене вара Ефрем йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Дан йӑхӗнчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунӑ хула тивнӗ; 6. Гирсон ывӑлӗсене Иссахар йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен, Асир йӑхӗнчен, Неффалим йӑхӗнчен тата Манассиян Васанри тепӗр ҫур йӑхӗнчен, шӑпа тӑрӑх, вунвиҫӗ хула тивнӗ; 7. Мерари ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене Рувим йӑхӗнчен, Гад йӑхӗнчен тата Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42-43. Унтан Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 44. вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, [хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх] шутласа тухсассӑн, виҫӗ пин те икҫӗр ҫын пулнӑ: 45. ҫаксем — Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34-35. Вара Моисейпе Аарон тата халӑх пуҫлӑхӗсем Кааф ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 36. вара, вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ҫичҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ: 37. ҫаксем — Кааф ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫыннисем хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫинчен хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх пӗтӗмпе каласа панӑ, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем миҫе ҫын пулнине пӗлтернӗ, 19. ҫапла вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑр пурӑннӑ Египет ҫӗрӗнчи ӗҫсем тӑрӑх ан пурӑнӑр, Эпӗ сире илсе каякан Ханаан ҫӗрӗнчи ӗҫсем тӑрӑх та ан пурӑнӑр, вӗсен йӑлисем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр: 4. Манӑн саккунсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр, вӗсем тӑрӑх пурӑнӑр.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.