Шырав
Шырав ĕçĕ:
Турра шӗкӗр, халиччен Усал сӑмах илтменччӗ, Ҫак тарана ҫитиччен Киремет те тивменччӗ, Манӑн килӗм-ҫуртӑма Ырӑ пирӗшти пӑхатчӗ, Ырӑ пирӗшти пӑхнипе Ялта ятӑм кайманччӗ, Пӳлӗх, Хӑрпан, Ҫут Тӗнче Мана савса тӑратчӗҫ, Кӑвак Хуппи, Ҫут Хӗвел Мана тупӑш паратчӗҫ.
Атте-анне // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Вӑл пырса кӗнӗ вӑхӑтра унта тин ҫеҫ хиртен таврӑннӑ хӗрсем кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Укахвипе Людмила темрен каҫса кайсах кулса тӑратчӗҫ.
XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсем унта тырӑ сӑвӑрмалли машина патӗнче тем аппаланакан Сахрунпа калаҫса тӑратчӗҫ.
X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Палатӑна кӗрес ҫӗрте боярсем кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ.
11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӑрсана илсе тухса кайнӑ самантра ун икӗ тӗкӗрҫи крепоҫри чи аякри кӗтесре, туса пӗтермен ҫуртра, вучах умӗнче хӗртӗнсе тӑратчӗҫ.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тукая пурте ӗмпӳ тесе хисеплетчӗҫ, ун умӗнче ясашнӑйсем ҫеҫ мар, таврари мӗн пур мӑрсасем сехӗрленсе тӑратчӗҫ.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Тарчӗҫ пуль, ҫавӑнта ҫыран хӗрринче тӑратчӗҫ, — Атӑлтан сылтӑмарах тем анлӑш сарӑлса выртакан шыв еннелле кӑтартрӗ тӗкӗрҫӗ.
5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пӗрре ҫапла кӑнтӑрла апачӗ хыҫҫӑн хӗҫсемпе вӗреннӗ чухне вӗсем иккӗшӗ те хӗҫӗсене ҫӗре тӑрӑнтарсах кулкаласа калаҫса тӑратчӗҫ.
Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Мӗншӗн тесен вӗсен питне шурӑ пӗркенчӗксем хупласа тӑратчӗҫ.
Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Пуян тӑрӑн кил картинче туя килнӗ ҫынсем кӗшӗлтетсе тӑратчӗҫ.
Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ачасем валли «Хатӗр пул» журнал, мӑннисем валли «Сунталпа» «Капкӑн» тухса тӑратчӗҫ.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Кӗлӗрен тухнисем те киле васкамастчӗҫ, чиркӳ крыльци умӗнче кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ун чухне ҫурхи ӑшӑ кунсем тӑратчӗҫ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл васкаса сывлатчӗ, ун айӑкӗсем вылянса кӑна тӑратчӗҫ.
Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.
Булька сарлака питлӗччӗ, унӑн пысӑк хура куҫӗсем ҫиҫсе тӑратчӗҫ, ялан тухса тӑракан асав шӑлӗсемпе ытти шӑлӗсем шап-шурӑччӗ.
Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.
Килкарти тулли ҫӑмарта лавӗсем тӑратчӗҫ — халь пӗр лаша та курӑнмасть.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Салтаксем, берданкӑ хӗҫҫисене ялтӑртаттарса, хисеплӗ хуралта тӑратчӗҫ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Наччасра хутса пултарчӗ, икӗ хурӑн милӗкӗ, вӗсем мунча алкумӗнче речӗпе мӑшӑрӑн ҫакӑнса тӑратчӗҫ, пӗҫерчӗ.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Вӑл картин ҫинче архангел Михаил аллинчи сӑнӑ ҫинче тӑватӑ шуйттан тирӗнсе кукленкелесе тӑратчӗҫ, виҫҫӗшӗ хӳрисене тӑратса хашкасах хӑйсен ҫӗр айӗнчи вут-хӗмлӗ вырӑнӗсене, нимӗҫсем Куҫма Крючков сӑннинчен тарнинчен те каях мар, вӗҫтерсе чупса пыратчӗҫ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.