Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмсана (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмсана кӑварпа тӗкнӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шӑршлас тесе, ҫывӑрма чӗркеннӗ чечек ӑшне сӑмсана тӗкнӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эрӗм шӑрши тата ҫеҫенхирти темӗнле курӑксен ырӑ шӑрши сӑмсана кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сӑмсана ҫӗрнӗ курӑкӑн йӗклентерекен чӗрӗ шӑрши ҫапать.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Сӑмсана ҫил майлӑ ҫавӑрма, тӑшман чунне кӗрсе ун майлӑ шӑлма, екки кустарма, ҫуса калаҫма ҫеҫ ан ман…

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Сӑмсана тӳрех ҫӗрӗк, кӗвҫӗк шӑршӑ кӳ! пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Мана чалӑшларах кӗтесрен (тем те лартса тултарнӑ унта) темле палламалла мар кӗвҫӗкрех, сӑмсана ҫурса пӑралакан, пусӑхнӑ, ҫивӗч касакан шӑршӑ перет.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пӗтӗм ӳссе сарӑлнӑ йывӑҫ-курӑк, уйрӑмах тӑртанакан, чӑмӑртанакан ҫимӗҫлӗ улма-ҫырла йывӑҫҫисем-тӗммисем, пӗве кӗнӗ яш-кӗрӗм пекех, вӑй-халлӑ, илӗртӳллӗ, сӑпай; ҫут хӗвелпе ӑшӑнса, ҫӑра симӗсленсе ҫуталнӑскерсем, нарланса ҫиҫекенскерсем, сӑмсана тутлӑн-тутлӑн, шерпетлӗн-ароматлӑн кӑтӑклаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӑйӗнчен тата лешӗ, «шарлама хушманни», кӳлесех ҫапать, сӑмсана пӑралать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Сӑмсана армути шӑршипе хутӑшса кайнӑ шерпетлӗ, техӗм шӑршӑ кӑтӑклать, ӑс-пуҫа ӗнтӗркеттерсе тӗтрелентерме пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӑшӗсем икерчӗне вырӑнта та пӗҫернӗрен сӑмсана аякранах тутлӑ шӑршӑ кӑтӑклать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi

«Ҫитет!» — чӑтаймарӗ Ула Тимӗр, вара чӑшлакан, сӑмсана тутлӑн кӑтӑклакан, пӑсланакан кӑмпасене вут ҫинчен илчӗ те, пырне курак чӗппи пек сассӑр кх-х-х! хыртарса илсе, «шампур» вӗҫӗнчен кӑшӑлт-кӑшӑлт турта-турта хӑтарса, чӗрӗ чӑрӑш тураттисем ҫине сиктерчӗ, ҫӑвара шыв килтерекенскерсене пӳрнисемпе тӗкӗнкелесе пӑхрӗ — исленичченех ӗлкӗреймен иккен-ха, ҫӑваралла алхапӑл ӑсатма та васкамалла мар: пӗҫереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӑчкӑ кӗрпи унталла та кунталла сирпӗнет, сӑмсана йывӑҫӑн йӳҫекрех ырӑ шӑрши кӑтӑклантарать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫулӑн пӗр енче шӑркана ларнӑ парка ыраш ӑшӑ ҫил вӗрнипе варкӑш парса ларать, тепӗр енче ҫулса типӗтнӗ люцерна шӑрши сӑмсана ыррӑн кӑтӑклантарса татах та малалла чупма хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марине кӗпи помидор ҫулҫисене сӑтӑрӑнчӗ, сӑмсана кӑтӑклакан шӑршӑ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Таврара уҫӑ сывлӑш, ырӑ шӑршӑ сӑмсана кӑтӑклантарать, кӑкӑра ҫӗклентернӗн туйӑнать, утнӑҫемӗн утас килет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Алӑк уҫӑлчӗ те, сӑмсана темӗнле духипе хутӑш эрӗм утӑ шӑрши кӳ-ӳ пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хуралҫӑ стакана ҫӳҫене-ҫӳҫене тытрӗ, тути патне илсе пынӑ чух шӑрши сӑмсана кӳ-кӳ! ҫапрӗ, ӑш пӑтранса хӑпарчӗ, анчах вӑл парӑнма шутламарӗ-ха, сывламасӑр тумлам юлмиччен ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ут тарӗн шӑрши сӑмсана кӑтӑклать.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Маччана халиччен хӑпарман ҫын хӑпарсан, сӑмсана тӳрех кӑвакарма пуҫланӑ кивӗ утӑпа куҫа курӑнман тусан шӑрши ҫапать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех