Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмсана (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аптӑранӑ енне, коробкӑри шӑрпӑксене — ҫынран темиҫе кӗренкке ҫӑкӑр парса туяннисене — чӑрлаттарса та пӑхать хутран-ситрен, чар туса хыпса илеҫҫӗ сарӑ пуҫлӑ шӑрпӑксем, сӑмсана кӳкӗрт шӑрши лектерсе кӑтӑклантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сӑмсана пур енчен те тутлӑ шӑршӑ ҫапать.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Кӑмакине хутаҫҫӗ пулин те, хӑшӗ-пӗрисен тӗтӗм тухни палӑрмасть, ун вырӑнне сӑмсана ҫӑкӑр е кукӑль пӗҫернин шӑрши кӑтӑклать.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Тарланӑ ӳт-пӗве тасатнӑ хыҫҫӑн ашшӗ вӗри кӑмака ҫине пӗр курка сӑра сапрӗ, сӑмсана минретекен шӑршӑ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӗсенчен тутлӑ шӑршӑ сӑмсана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Подъезда кӗнӗ-кӗмен сӑмсана ырӑ шӑршӑ ҫапрӗ, эппин аппӑшӗ тем тутли пӗҫерет, ӑшалать.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

«Эсӗ мана тахҫан ҫирӗм пиллӗксемпе сӑмсана шӑлса кивҫене кӗртнӗччӗ, — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӑмсана тӗрлӗ эмел шӑрши пемен, шурӑ халатлӑ ҫынсем унталла та кунталла хӗвӗшмен пулсан, вӑрманҫӑ хӑйне халӗ, те магазинтах тӑрать тейӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тепре килсе сӑмсана кӑтартиччен пурӑнать вара шӑл йӗрсе…»

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уҫӑ вӑрмантан тухнӑ ҫынна асфальтпа бензин шӑрши, нефтлӑ-мӗнлӗ перчеткепе ҫатлаттарнӑн, тӳрех пырса ҫапать сӑмсана.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӑмсана ытла та усал шӑршӑ пырса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Пиҫнӗ тырӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклатчӗ, жаткӑна тырӑ тайӑлса кӗнине пӑхса пыни мӗне тӑратчӗ!

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Пире ятарлӑ шӗвекпе сирпӗтнӗ тумтир, ҫӑварпа сӑмсана хупламалли маска пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тапхӑртах паттӑрсем пур // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%ba%d0%b ... %83%d1%80/

Вут ҫутипе вылять пӗр чӳрече, Анне ҫӳрет тӗпелӗн кукринче: Вӑл чашкӑрта пуҫланӑ ҫатмана, Юсман шӑрши кӗрет ман сӑмсана.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӗпӗртетсе авӑракан арман тӗлӗнчен иртнӗ чух сӑмсана ҫемҫе ҫӑнӑх шӑрши ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Краҫҫын шӑрши сӑмсана ҫурать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ир енне сивӗ хӑлхапа сӑмсана самаях чӗпӗтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Тӑварлӑ куҫҫульпе йӗпеннӗ пит-куҫа, сӑмсана, нӑш-нӑш тутарсах, кӗпе ҫаннипе типӗтетӗп.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пиҫсе ҫитнӗ ыраш шӑрши сӑмсана кӑтӑклать, ҫул хӗрринчи тӗрлӗ чечек куҫа илӗртет…

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӑна кӑшт уҫсанах сӑмсана, куҫа йӳҫӗ тӗтӗм тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех