Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнма (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах урамра выляма та, кӑмӑлтан савӑнма та вӑхӑт тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Шулю ялӗнче пурӑнакансем вара кӑҫалхи ҫу тапхӑрӗнче ҫӗнӗ шыв пашнин ырлӑхӗпе савӑнма пултарӗҫ тесе шантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Савӑнма, мухтанма пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑй выляса савӑнма, хӑйсен чиперлӗхӗпе мухтанма вӗсем валли каччӑсем те пулман.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Анчах туй тӑвассишӗнех ылтӑн ҫӗрӗшӗн савӑнма ан васкӑр.

Но не торопитесь радоваться кольцу, только ради свадьбы.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тивӗҫ тиврӗ пире: пухӑнса савӑнма — Патшамӑра хирӗҫ тухса курӑнма!»

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Килхушшинче халӑх лӑках: ҫурри асамат кӗперӗн пур тӗсӗсемпе те ялкӑшакан-ҫиҫкелекен тӑпӑр-тӑпӑр, хоп-хоп туй-ҫуй «артисчӗсем», ыттисем — вӗсен чун уҫҫи ташши-юррине курса савӑнма, яшланма килнисем, вӗсене ханша-сӑмакунпа, килте вӗретнӗ сӑрапа, кукӑль-пӳремечпе хӑналакансем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, ҫак сасӑпа халӗ ӑна пурнӑҫ хӑй шанӑҫ кӑна мар, вӑй-хал та, ҫунат та, чун ӑшши те пачӗ тейӗн, анчах ӑс-пуҫӗ, хӑйӗн ҫирӗп, сивӗ тӑтӑрхине йӑштарса, тӑпӑртатсах савӑнма, тӑруках ҫаврӑнса кайма, янкарланма васкамасть-ха:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ, ак, кану ҫуртӗнче, ку ырлӑхпа чун киленичченех савӑнма май пур.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Ну, вӑт, Владимир Сергеевич, савӑнма пултаратӑр, ку уйӑхра каллех план тултараймарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кайӑксем те хӑйсен пулас ӑрӑвне аталантарасси пирки хыпаланаҫҫӗ пулас, савӑнма манса кайсах ырми-канми апат ҫӗклеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Телевизор, смартфон таврашӗсем те ҫынсене уйрӑммӑн савӑнма майсем туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Ҫынсем пек савӑнма унӑн пӗр пус укҫи те ҫукчӗ (пристаньре ӗҫленӗшӗн уяв хыҫҫӑн тин тӳлеме пулчӗҫ).

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пилот ыран ӗҫ пӗтнӗшӗн савӑнма мар, хурланнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Паян пире савӑнма та юрать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Уполномоченнӑя суйланӑшӑн Микула хӑй савӑнма мар, кӑмӑлсӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтра Михха парӑнма шутламан ҫын чӗрине мӗн каласа ҫурма пулать-ши, унӑн асапне курса савӑнма тата мӗнле майсем пур-ши тесе шухӑшласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Тӗрӗс, йысна патне савӑнма килнӗ! — терӗ те вӑл, икӗ аллине те вылятса, ҫинҫе пилӗкне авкаласа, урай варрине тухрӗ, янравлӑ сассипе юрӑ пуҫласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗр тесен, тӑванӑмсем, эпир кунта пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫма, сӑра-эрех ӗҫсе савӑнма, юрӑ юрласа, ташӑ ташласа, Захар Петровичпа унӑн мӑшӑрне Тарье инкене кӑмӑл тума килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тавар илме мар, упӑшки вӑрҫӑра ҫухалнӑ хитре хӗрарӑм ҫине пӑхса савӑнма кӗнӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех