Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнма (тĕпĕ: савӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
54. Вара пурте ӗҫме-ҫиме, савӑнма, чухӑнсене кучченеҫ пама кайнӑ, нумайччен хӗпӗртесе савӑннӑ: 55. вӗсем ӗнтӗ пухура вӗрентнӗ сӑмахсене ӑша хывнӑ.

54. И пошли все есть и пить и веселиться, и подавать подаяния неимущим, и веселились много, 55. ибо они проникнуты были словами, которым поучаемы были в собрании.

2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӗлӗк чӑваш эрни-эрнипе хӑналансан та сӑнран улшӑниччен, ураран ӳкиччен эрех-сӑра ӗҫмен, пӗр вӗҫӗм юрланӑ, савӑнма пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хӑй тӑвакан ӗҫӗсемпе, пурнӑҫӑн кашни саманчӗпе савӑнма пӗлет вӑл...

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Тулли кӑмӑлпа савӑнма тата мӗн кирлӗ?

Куҫарса пулӑш

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Куракан, итлекен хӑй сисмесӗрех юрӑҫпа пӗрле савӑнма, киленме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Апла пулин те ӑстаҫӑ ял ҫыннисене, ачасене савӑнма тепӗр кӗлетке - пысӑк слон турӗ.

Хоть и так, мастер для отдушины селян, ребятишек смастерил другую фигуру - большого слона.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех