Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗчӗкҫӗ сăмах пирĕн базăра пур.
пӗчӗкҫӗ (тĕпĕ: пӗчӗкҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Санӑн пӗчӗкҫӗ планетуна виҫӗ утӑмпа утса ҫаврӑнма пулать.

— Твоя планетка такая крохотная, ты можешь обойти ее в три шага.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗчӗкҫеҫ принц ниепле те ӑнланса илеймерӗ: мӗн тума кирлӗ-ха кунта, тӗнче уҫлӑхӗнче пытаннӑ пӗчӗкҫӗ планета ҫинче, тата пӳрт-ҫурт таврашӗ те, пурӑнакан та ҫук ҫӗрте хунарҫӑпа унӑн хунарӗ?

Маленький принц никак не мог понять, для чего на крохотной, затерявшейся в небе планетке, где нет ни домов, ни жителей, нужны фонарь и фонарщик.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пӗчӗкҫӗ сӑсар (соболь) хӑйӗн хура пархат пек ҫемҫе ҫӑмлӑ ҫурӑмӗпе ялт! анчах турӗ.

Блеснул черной бархатной спинкой маленький соболь.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шалта, хӳме ҫумӗпе, тӑмран тунӑ, улӑмпа витнӗ ҫаврака пӗчӗкҫӗ хӳшӗсем речӗпе ларса тухнӑ.

Внутри, вдоль частокола, стоит ряд круглых глиняных, крытых соломой хижин.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӗчӗкҫӗ глобус ҫинче ҫӗре тӗплӗн кӑтартса пама май ҫук, пысӑк глобус тума хӗн.

На маленьком глобусе нельзя подробно изобразить землю, а большой глобус сделать трудно.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӑна валли тӑмран пӗчӗкҫӗ шар тӑвар та пралукпа тирсе шӑтарӑр, витӗр ҫип тирӗр (аялтан ҫипне тӗвӗ туса ҫыхӑр).

Сделайте шарик из сырой глины, проткните его проволокой, через отверстие продерните тонкую бечевку (снизу завяжите ее узлом).

Кунпа ҫӗр мӗншӗн пулаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Океан лӑпкӑ пулнӑ, пӗчӗкҫӗ хумсем йӗрки-йӗркипе пӗрин хыҫҫӑн пӗри чупнӑ.

Океан был спокоен, легкими рядами бежали мелкие волны.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Авал тинӗссем ҫинче пӗчӗкҫӗ йывӑҫ кимӗсемпе ҫӳренӗ, вӑл кимӗсене парус карса, е весласемпе ҫӳреттернӗ.

В древности по морям плавали на небольших деревянных кораблях, которые двигались веслами или парусами.

Авал ҫынсем ҫӗре мӗнле тесе шутланӑ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Поезд Хура тинӗс хӗрринче ларакан пӗр пӗчӗкҫӗ хула патнелле хуллен ҫывхарса пырать.

Поезд медленно приближался к небольшому городку на берегу Черного моря.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ун ҫине пӗчӗкҫӗ турат татӑкӗ пӑрахрӗҫ те вӑл епле юхса кайнипе пӑхаҫҫӗ.

Бросили в него веточку, посмотрели, как она поплыла по течению.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫинҫе ҫӗлен пек авкаланса юхать вӑрман хушшипе пӗчӗкҫӗ шыв.

Тоненькой змейкой ручей струился по лесу.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тахҫан, хӑй пӗчӗкҫӗ чухне, амӑшӗпе пӗрле хирте кӗлте ҫыхни асӑ килет ӑна.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унта хӑпарма пӗчӗкҫӗ пусма тӗрентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак самантрах председатель патне колхоз агрономӗ Потапов, пӗчӗкҫӗ те типшӗм ҫын, кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗчӗкҫӗ раща пекех.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Бухгалтер ҫитсе хӑйӗн пӗчӗкҫӗ те ҫеп-ҫемҫе минтерлӗ пуканӗ ҫине вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сухалӗ пӗчӗкҫӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Магдаль Вассана Якур пурӑнакан пӗчӗкҫӗ пӳрт умне илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Мустай уй хӗрринчи пӗчӗкҫӗ пӳрт патне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӑн-чӑн ҫынсем хушшинче Васса хӑйӗн малтанхи шухӑш-туйӑмӗ мӗн тери пӗчӗкҫӗ те илемсӗр пулнине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех