Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗчӗкҫӗ сăмах пирĕн базăра пур.
пӗчӗкҫӗ (тĕпĕ: пӗчӗкҫӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак пӗчӗкҫӗ тӗмеске Бианка вилтӑпри пулчӗ иккен-ха…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унта ҫитсен, вӑл юр ҫине чӗркуҫленчӗ, чечексене пӗчӗкҫӗ тӗмеске ҫине саркаласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗчӗкҫӗ кӑна тӑваткал пахча, тӑррине шифер витнӗ ҫӳллӗ, чартаклӑ симӗс пӳрт, улмуҫҫисем, чие, хӑмла ҫырли, хурлӑхан тӗмӗсем…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Утса пыратчӗ Анатолий Семенович вӗтӗ чул сарнӑ ҫулла — ун умне сик тух сулахайри ҫырма енчен пӗчӗкҫӗ шурӑ йытӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Ун ҫинчен спорт журналӗнче пӗчӗкҫӗ пӗлтерӳ пичетлеме юрать: вӑл шахматла выляссипе чӑваш Тургеневӗ вӗт».

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗчӗкҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫулсеренех пахча ҫимӗҫ туса илнӗ, виҫӗ-тӑватӑ улмуҫҫи ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Маринэ те ӑна Шупашкартан тухса кайнӑ-кайманах манчӗ пулмалла — апельсинпа лимон мар, пӗчӗкҫӗ хут татки те ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна май Таранов виҫӗ рецензи кӗтнӗччӗ, ӑна хальхинче пуштӑ урлӑ пӗр пӗчӗкҫӗ хут татки кӑна ярса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳрӗ килнӗ йывӑрлӑхшӑн ан кулянӑр. Юратса тусан, чи пӗчӗкҫӗ ӗҫе те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ӗҫлесен, чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять», – тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче.

«Делайте самое маленькое дело терпеливо и с любовью, не ропщите на размеры жизненной задачи. Самое малое дело можно осветить и осмыслить любовным к нему отношением и самое большое можно уронить и обесславить отношением небрежным и нерадивым», - говорится в его Духовном завещании чувашскому народу.

Олег Николаев Ҫуркуннепе ӗҫ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/01/gla ... aet-s-dnem

Альбина мана кӑкӑр ҫинчи пӗчӗкҫӗ кӗсйинчен ҫемҫелсе пӗтнӗ пысӑк мар хут татки кӑларса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ну, эсир хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха, пӗчӗкҫӗ ача тӑр-пӗчченех вӑрманта аташса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Тахҫан-тахҫан илтнӗ сӑмах, пуҫ миминче таҫта шалта пӗр пӗчӗкҫӗ йӗрпе ҫырӑнса юлнӑскер, юлашкинчен сасартӑк ян! янӑраса уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ, профессор, кушӑрканӑ тутине чӗлхипе йӗпетсе, сурчӑкне ҫӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пӗчӗкҫӗ ывӑл курма мар-и?

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Пӳрт умӗнчи ватӑ йӑмра ҫинче курак чӗпписем ҫуйхашаҫҫӗ, пӗчӗк пахча ҫумӗнчи тенкел ҫинче ларакан Тимахван мучи аллинче сарӑ ҫӳҫлӗ пӗчӗкҫӗ хӗрача йӑл-йӑл кулать.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Автанкассине ҫитсен Вера вилет, пӗчӗкҫӗ Марина тӑр пӗччен юлать.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑн алсишӗсене хывса пӗчӗкҫӗ пӳрнисене тыта-тыта пӑхрӗ: тӑм илмен иккен.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Каҫхине ӗҫрен таврӑнсан пӗр-пӗрне ыталаса илеҫҫӗ те, пӗр чӳречеллӗ, пӗчӗкҫӗ кӑмакаллӑ тӑвӑр мунчара та вӗсене ҫӑтмахри пек ырӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Тем хулӑнӑш хитре ҫыру ҫырсан та сирӗн пурнӑҫ ҫулне эпӗ хамӑрӑн пӗчӗкҫӗ хула еннелле ҫавӑраяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ватӑлнӑ, ӑс кӗнӗ май арҫынсене ытларах тиркеме пуҫларӑм-ши, хамӑрӑн пӗчӗкҫӗ хулара чуна килӗшнисем курӑнсах каймастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Вӑрман хӗррине лапчӑннӑ пӗчӗкҫӗ ялта пурӑнакансем каҫ пулнӑ-пулманах ҫывӑрма выртнӑ тейӗн — ешӗл ҫеремлӗ сарлака урамра никам та курӑнмасть, нимле сас-чӗвӗ те илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех