Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрчӗ (тĕпĕ: пӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килхуҫи калаҫма тытӑнни Савантере шухӑшӗнчен пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав урӑх калаҫса тӑмарӗ, ҫирӗп аллипе утне тытса пӑрчӗ те сиккипе тапӑр еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пуҫне кӑшт пӑрчӗ те, кашкӑр ами пек, Шӑхале сулахай хӑлхинчен каплаттарса ҫыртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Савантер хыҫран хӑвалаттармасть пулӗ те?» — шухӑш пырса кӗчӗ Пинер пуҫне, вара вӑл утне сулахайра ӳсекен йӑмрасен хӳттинелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мана нимӗн те кирлӗ мар, — хитре, анчах усал шӑршлӑ япаларан йӗрӗннӗ пек пуҫне аякалла пӑрчӗ Аркадий.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчӑк пуҫне ман еннелле пӑрчӗ, куҫӑмран тинкерчӗ, хӳрине те выляткаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Икӗ ҫухрӑма яхӑн пӗр-пӗринпе пӗр сӑмах вылятмасӑр кайсан сасартӑк Пурис машинине урлӑ выртакан, вӑрманалла тӑсӑлакан алтӑклӑ-путӑклӑ, катрашка ҫул ҫинелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр хӑрт вӗҫнипе, шалти шик варкӑшӗпе ҫӳҫене-ҫӳҫене илчӗ, унтан пуҫне васкамасӑр, ытла та асӑрханса сылтӑмалла пӑрчӗ те куҫӗпе хӑй килнӗ еннелле тирӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лида нимӗн те чӗнмерӗ, пуҫне аяккалла пӑрчӗ те проходнойне ҫитичченех тем шута кайса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Вӗсем универмага кайрӗҫ, эп ак шыв ӗҫес тенӗччӗ, — вӑтаннипе пуҫне аяккалла пӑрчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ванюк хытса ларнӑ шӑнӑрлӑ аллисемпе руле сылтӑмалла пӑрчӗ те… машина тарӑн канава чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӑхти сӑмаха урӑх еннелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Поля, ҫырӑ куҫне хӗссе, тутине пӑрчӗ те пирус тӗтӗмне упӑшки ҫинелле тӗтӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унтан, хӑй ытлашши шала кӗрсе кайнине туйрӗ пулас, сӑмаха аяккалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ ӑна икӗ хутчен вуласа тухрӑм, — терӗ те вӑл сӑмаха аяккалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Упӑшки пӳрте кӗнӗ-кӗменех Татьяна пуҫне ун еннелле пӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ун аллине тата хытӑрах пӑрчӗ, ҫавӑнтах тепӗр аллине ярса тытса пӑра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ну, ху каласа пар тата, тете, ӑҫта-ӑҫта ҫитрӗн, мӗн курса мӗн илтрӗн? — сӑмаха урӑх еннелле пӑрчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗкӗте пуҫне хӑйпе юнашар тӑракан ҫамрӑксем енне пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лашине уй чиккинчи пӗр вунӑ хӑлаҫ сарлакӑш прачакпа сылтӑма пӑрчӗ, чӗркуҫҫирен ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ курӑк ҫийӗн анаталла, паҫӑр йывӑҫсен тӑрри курӑнакан еннелле, уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех