Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрчӗ (тĕпĕ: пӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турунов сӗтел кӗтессине ларчӗ те пуҫне телевизор еннелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Сирӗншӗн ун пекки интереслӗ иккен, маншӑн вара — урӑххи, ентешӗм, — тракториста хулӗнчен ҫаклатрӗ Таранов, сӑмахне урӑххи еннелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл ҫӑраҫҫие ҫӑра ӑшне чикрӗ те сулахайран сылтӑмалла икӗ хутчен пӑрчӗ: «Ют ҫын хваттерне… Ют ҫын хваттерне!..» — янӑрарӗ унӑн пуҫӗнче, ҫак сӑмахсем ҫапла шелсӗр янӑрани унӑн куҫӗсене шывлантарчӗ, тӗтрелентерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ача сассине илтсе пӳртрен чупса тухнӑ Тимахван мучи Караҫӑма хӑлхаран ҫӑтӑр пӑрчӗ: «Аҫу-аннӳ ачи пулман пуль эс!» — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑн аллине Герасим Федотович ҫурӑм хыҫнелле пӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хайхискер мана асӑрхаманҫи пулса пуҫне аяккалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Глафира хурланса кайрӗ, пуҫне аяккалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Каччӑ фуфайка кӗсйинчен кӑларнӑ ҫӑкӑр чӗллипе илӗртсе вӑкӑр патне ҫывхарчӗ, унӑн сӑмсине тӑхӑнтартнӑ ункӑран тытрӗ, мӗнпур вӑйран пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗр-полковнике курсассӑн ҫакскер пуҫне аяккалла пӑрчӗ, асӑрхаман пек пулчӗ, хӑйӗн ҫыннисене Атӑл хӗррине часрах кайса унта кам пур ҫавна илсе килме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Куҫне сулахаялла пӑрчӗ те Ишмук юлташӗсем ҫывӑракан ҫӗре вӑрмантан тӑшмансем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тухнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑрҫӑ вӑрҫнӑ! — тутине пӑрчӗ офицер, — Йӗпе чӑхсем евӗр тытса илтӗмӗр сире.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӑл Укаслу аллине айккинелле пӑрчӗ те путмар ҫинчен ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман хыҫҫӑн! — тесе хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ те вӑл утне тӑкӑрлӑкалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килхуҫи калаҫма тытӑнни Савантере шухӑшӗнчен пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав урӑх калаҫса тӑмарӗ, ҫирӗп аллипе утне тытса пӑрчӗ те сиккипе тапӑр еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пуҫне кӑшт пӑрчӗ те, кашкӑр ами пек, Шӑхале сулахай хӑлхинчен каплаттарса ҫыртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Савантер хыҫран хӑвалаттармасть пулӗ те?» — шухӑш пырса кӗчӗ Пинер пуҫне, вара вӑл утне сулахайра ӳсекен йӑмрасен хӳттинелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мана нимӗн те кирлӗ мар, — хитре, анчах усал шӑршлӑ япаларан йӗрӗннӗ пек пуҫне аякалла пӑрчӗ Аркадий.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчӑк пуҫне ман еннелле пӑрчӗ, куҫӑмран тинкерчӗ, хӳрине те выляткаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Икӗ ҫухрӑма яхӑн пӗр-пӗринпе пӗр сӑмах вылятмасӑр кайсан сасартӑк Пурис машинине урлӑ выртакан, вӑрманалла тӑсӑлакан алтӑклӑ-путӑклӑ, катрашка ҫул ҫинелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех