Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрчӗ (тĕпĕ: пӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла каларӗ те каччӑ, кӑштах хӗрелчӗ, пуҫне аяккалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Мотоцикла Борис вӗтлӗхелле каякан урапа ҫулӗ ҫине пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ӗне пуҫне доярка еннелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ҫурӗ-ҫурӗ те ҫӳҫне пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗпи-йӗмне ҫукаласа пӑрчӗ те салтак тӑхӑнса хӗр патне тухрӗ.

Сняв намокшее белье, солдат отжал его и снова надел, вернулся к девушке.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑраса ӳкнӗ, вӑтанса ҫӗр тӗпне анса кайнӑ салтак шыв шыраса пӗр ҫӗре пусрӗ, пӗр крана пӑрчӗ — ҫук шыв… те темскере туртсан, те тӗксен пулчӗ вӑл (Ваҫук темӗн те туса пӑхрӗ), урайӗнчи унитазран сасартӑк шыв персе тухрӗ.

Перепуганный насмерть и сгорающий со стыда солдат стал искать воду, чтобы смыть свой «позор». Наступил на педаль, покрутил кран — нет воды… Он продолжал дергать, толкать краны и педаль, и вдруг из унитаза вверх забила струя воды.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Михапар унӑн, Янтулӑн, вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлменнине чӗрипе туйса калаҫӑва савӑнсах урӑх еннелле пӑрчӗ таркӑн.

Яндул понял, что Михабар ровным счетом ничего о нем не знает, и с радостью поддержал разговор.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл йӗпе сухалне ҫара аллипе тытса пӑрчӗ.

Он отжал мокрую бороду ладонью.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Михайлов кулнӑ пек туса тутине пӑрчӗ.

Михайлов рассмеялся немного искусственно.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл пӗрре шурса-кӑвакарса, тепре хӗрелсе кайрӗ, макӑрма хӑтланнӑ пек тутине пӑрчӗ, кӗпе ҫухине пушатрӗ…

Лицо его то белело, то пунцовело, губы дергались, будто в плаче; он рывком расстегнул ворот рубахи.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл сӑмаха урӑх ҫӗрелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эппин эс каллех хӑвӑн звеносемшӗн ҫапӑҫасшӑн ӗнтӗ, — тутине пӑрчӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей вӑрлӑхлӑх ҫӗрулмине нӳхрепрен хӑй кӑларттарчӗ, ӑна суйланӑ ҫӗрте ҫынсене бригадир пекех ертсе пычӗ, анчах яровизаци пирки сӑмах хускатсан, тутине ҫеҫ пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сан Левентей мӗнле ӗҫлет? — сӑмаха урӑх ҫӗрелле пӑрчӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пирӗн урамра та ҫунмасть-и ял? — лашине часрах ҫул еннелле пӑрчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Северьян именнӗ пек пулса куҫне айккинелле пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Упӑшкин ку сӑмахӗсем хыҫҫӑн Фатьма-Салтан пуҫне айккинелле пӑрчӗ, ун ҫӑлтӑр евӗр куҫӗсем сасартӑк сӳннӗ пек пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫан-ҫурӑм манӑн йӗпенчӗ сивӗ ҫумӑрпа, вӑйлӑ ҫил хуҫса пӑрчӗ алӑсене, ҫӗрлехи тӗттӗм пӑврӗ мӑйран…

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Стакансене пушатнӑ хыҫҫӑн, Иван тусӗ еннелле пуҫне пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Мӗн укҫи? — микроскоп окулярӗнчен пуҫне пӑрчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех