Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

продукцийӗ (тĕпĕ: продукци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен вара райадминистрацин пуҫлӑхӗ А.Тихонов асӑннӑ обществӑри ӗҫсем чӑннипех те аван пынине, ҫӗвӗ продукцийӗ пысӑк пахалӑхлӑ пулнине, ҫавна май Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтессенчен курттӑм майӗпе саккас паракансем те йышлӑ пулнине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Вӗсен продукцийӗ аванах сутӑннӑ чухне кунта 9,5 пин ҫын тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Аслӑ шкул представителӗсем пушӑ алӑпа ҫӳремеҫҫӗ тӗлпулусене — видеофильмсем, пичет продукцийӗ кашнин пур.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Комбинат продукцийӗ кирек ӑҫта та ырӑ ята тивӗҫнинче ӑна туса кӑларакансен тӳпи те пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Халӑхран выльӑх-чӗрлӗх, ял хуҫалӑх продукцийӗ пухасси те, килти хушма хуҫалӑх валли чӑх-чӗп, хур-кӑвакал, кӑркка чӗпписем, сысна ҫурисем, ирӗш, тырӑ сутасси те ҫулсерен вӑй илсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ял хуҫалӑх продукцийӗ йӳнӗ пулни ялта пурӑнакансене ура хурать.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Аслӑ Ҫӗрпӳел ял тӑрӑхӗнче ӗҫчен халӑх пурӑннӑран вӗсем ял хуҫалӑх продукцийӗ ҫав тери йӳнӗ пулнипе кӑмӑлсӑр.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ял ҫыннисен те продукцийӗ нимрен те кая мар.

Куҫарса пулӑш

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чӑваш Енре пӗр-пӗринпе тупӑшса ӗҫлессине лайӑх витӗм кӳрес тӗллевпе чи малтан аталантармалли социаллӑ пӗлтерӗшлӗ рыноксен шутне - ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илекенсемпе ӑна тирпейлекенсен, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ рыноксен йышне шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене пӗлӳ парас, эмелпе медицина хатӗрӗсем сутассине ваккӑн йӗркелес ӗҫсен, медицинӑн, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн, вак суту-илӗвӗн, ҫыхӑнӑвӑн, пурӑнмалли ҫурт строительствин пулӑшу ӗҫӗсен рынокӗсене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Рынок саманинче куҫ курманнисем вӑй хуракан предприятисен продукцийӗ конкурентлӑ мар, унсӑр пуҫне хӑйхаклӑхӗ пысӑкки те аталанма кансӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пӗлтӗр коопераци организацийӗсем халӑхран 1,1 миллиард тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцийӗ тата чӗртавар туяннӑ, вӗсемшӗн 658 миллион тенкӗ тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Паян ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен отрасльсен продукцийӗ потребитель рынокӗнче уйрӑмах кирлӗ, унӑн хальхи хакӗ пирки те пирӗн хресченсем унччентерех ӗмӗтленме кӑна пултарнӑ.

Сегодня продукция растениеводства и животноводства востребована на потребительском рынке, на нее установились цены, о которых раньше наши крестьяне только мечтали.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех