Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пенсне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пенсне айӗпе куҫне мӑчлаттарса, ӑна хирӗҫ Евгений Листницкий тухрӗ.

Навстречу ему, щурясь из-под пенсне, шел Евгений Листницкий.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Атепин Цаца, сӑмсине пенсне хушшине хӗстерсе, Мелеховӑн сухалӗ ҫине куҫлӑх айӗпе пӑхса илчӗ те тӳрех татса каларӗ:

Атепин-Цаца, ущемив нос в золотое пенсне, глядя поверх стекол на мелеховскую бороду, заявил:

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн пенсне айӗпе пӑхакан куҫӗсен ҫутӑрах сарӑ тӗкӗсем ҫилӗллӗн сиккелесе чӗтренчӗҫ.

Под пенсне его нервно помигивали короткие золотистые ресницы.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лешӗн ҫамкине ҫӗмӗрӗлнӗ пенсне катӑкӗ касса кӗрсе ларчӗ.

Осколок разбитого пенсне врезался тому выше брови.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Сисмест мӗскӗн», — кӑмӑллӑн кулса илчӗ лешӗ, пенсне айӗнчен куҫӗсене йӑлтӑртаттарса.

«Не догадывается, бедняк», — удовлетворенно улыбнулся тот и блеснул из-под пенсне глазами.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пенсне айӗнче ун куҫӗсем тӗксӗмреххӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, тахҫантанпах сухалне хырман ҫӑварӗ карӑлнӑ та хӑйӑлтатса сывлать.

Под пенсне его тусклее блестели глаза, и хрипло всасывал воздух раскрытый рот.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗнрен, тетӗр-и? — тухтӑр, такама тӑрӑхласа, куҫхаршийӗсене пенсне ҫийӗн карӑнтарчӗ те ҫӗтӗлме пуҫларӗ:

— Чем? — Доктор иронически вспялил поверх пенсне брови, рыкнул:

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сухалне тӑрмалантарса тата ылтӑн пенсне витӗр хаяр куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, вӑл палламан ҫынпа калаҫать.

Лохматя бороду, поблескивая из-под золотого пенсне злыми глазами, изливал свою желчную горечь перед случайным собеседником.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Машинӑсем те, танксем те, бронетранспортёрсем те, леш хаяррӑн йӑлтӑртатакан пенсне тӑхӑнса янӑ эсэсовец та, леш чӗрӗ сыснана ҫыхса пӑрахнӑ лав ҫинче ларса пыракан нимӗҫсем те, пӗр сӑмахпа каласан, ҫак нимӗҫсем пурте — чыхӑнса апатланакан, кӑшкӑрса ҫуйӑхакан, таврари вӑрмансене вараласа пӗтернӗ нимӗҫсем, ҫак Гиллесем, Мюлленкампсем, Гаргайссем пурте, ҫак карьеристсемпе асаплантаракансем, ҫакса тата персе вӗлерекенсем пурте — вӑрманти ҫулсем тӑрӑх тӳрех хӑйсен вилӗмӗ патне ҫывхарса пыраҫҫӗ, вилӗм хӑйӗн тавӑракан аллине ҫак пӗтӗм вунпилӗк пин пуҫ ҫине антарма пуҫланӑ та ӗнтӗ.

И машины, и танки, и бронетранспортеры, и тот эсэсовец с грозно поблескивающим пенсне, и те немцы в подводе с живой свиньей, и все эти немцы вообще — жрущие, горланящие, загадившие окружающие леса, все эти Гилле, Мюлленкампы, Гаргайсы, все эти карьеристы и каратели, вешатели и убийцы — идут по лесным дорогам прямо к своей гибели, и смерть опускает уже на все эти пятнадцать тысяч голов свою карающую руку.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Типшӗм сӑмси ҫинче пенсне тытӑнса тӑрать.

На его сухом носу держалось пенсне.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пенсне тӑхӑннӑ тата мӑнкӑмӑллӑн пӑхкалать пулин те, пичӗ унӑн пӗрре те чаплӑ йышши марччӗ, пачах-ха, ӑна, куҫсем вырӑнне иҫӗм пӗрчисем чиксе хурса, чустаран васкаваррӑн йӑвалакаланӑ та хӑяккӑн тӑратса ҫех пӗҫеркеленӗ, тейӗн.

Несмотря на пенсне и на высокомерный взгляд, лицо у нее было простоватое и производило такое впечатление, как будто его наспех, боком, выпекли из теста, воткнув изюминки вместо глаз.

VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Туллирех кӗлеткеллӗскер, сӑмси ҫине пенсне ҫаклатнӑскер, ӑшшӑн пӑхса илнипех ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклеме пӗлет.

Полная, спокойная, с крупными чертами лица и неизменным пенсне на носу, она одним своим присутствием, всегда приветливой улыбкой вносила тепло и уют в эти заседания.

Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Домоуправленире акӑ мӗн пулса иртрӗ: паспортсем тӗрӗслекенӗ, авалхи йӑлана пӑхӑнакан ҫиленекен майра, пенсне витӗр пӑхаканскер, эпӗ Ромашов ҫинчен ыйтсан куҫне чарса пӑрахрӗ, шарт сикнӗ пек пулчӗ.

И вот что произошло в домоуправлении: паспортистка, сердитая старомодная дама в пенсне, вздрогнула и сделала большие глаза, когда я спросил её о Ромашове.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫапла ҫав, — пенсне ҫийӗн пӑхса каларӗ доктор.

— Да-с, — поглядев на меня поверх пенсне, сказал доктор.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмси ҫийӗнче унӑн пенсне ҫакнӑ йӗр пур.

с полосками от пенсне на носу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫапах та аташса кайрӑм, Невски проспекта кӗрсен пӗр ленинградецран, хисеплӗхе юратакан пенсне куҫлӑхлӑскертен: — Калӑр-ха, тархасшӑн, Невски проспекта епле тухмалла? — тесе ыйтрӑм.

Но я всё перепутала и, войдя на Невский, спросила у какого-то вежливого ленинградца в пенсне: — Скажите, пожалуйста, как пройти на Невский проспект?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иван Андреевич, ҫав ача пекех лапсӑрккаскер, хырӑнманскер, анчах та ватӑскер, пенсне лартса ман япаласене сӑнама тытӑнчӗ.

Иван Андреевич, тоже лохматый и небритый, но старый, надел пенсне и стал изучать лясы.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӑх хушшипе иртсе пынӑ чух, алӑк патӗнче, Алексей каллех пенсне тӑхӑннӑ старике тӗл пулчӗ.

Пробираясь сквозь толпу, Алексей опять столкнулся у двери со старичком в пенсне.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Алексей Мересьев вагон чӳречи патӗнче ларса пырать, ӑна Максим Горький пек сарлака шлепке, хура шнуроклӑ ылтӑн пенсне тӑхӑннӑ, сухалне хыртарнӑ пӗчӗкрех старик стена ҫумне хӗстерсе лартрӗ.

Алексей Мересьев сидел у окна, притиснутый к самой стенке бритым старичком в широкополой горьковской шляпе, в золотом пенсне на черном шнурочке.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех