Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

княҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Туземнӑй дивизин княҫ Гагарин ертсе пыракан 3-мӗш бригадине августӑн 29-мӗшӗнчех, Павловск хули патӗнче, тӑшман ҫулӑхма пуҫлать.

29 августа около Павловска 3-я бригада Туземной дивизии, под командой князя Гагарина, уже вошла в соприкосновение с противником.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Княҫ Багратион патне, ҫарсене поход йӗркипе куҫарма хушса, иккӗмӗш телеграмма ямалла-и?

— Прикажете послать вторичную телеграмму князю Багратиону о том, чтобы дальнейшее следование производилось походным порядком?

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Княҫ Мансыров… — йӑпӑлтиллӗн янӑраса тӑчӗҫ хӗп-хӗпӗрчӗк сасӑсем.

— Князь Мансырев… — звучали подобострастно почтительные голоса.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Княҫ Голицын.

— Князь Голицын.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Княҫ Трубецкой — ставкӑри дипломати канцелярийӗн начальникӗ.

— Князь Трубецкой — начальник дипломатической канцелярии в ставке.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Акӑ пирӗн каллех княҫ пулать, вӑл та султтан пекех-ҫке, унран кӑшт кӑна кӗҫӗнрех, чиновниксем яланхи пек ҫаратнипе ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, манахсемпе пупсем пирӗн шутпа ҫу хываҫҫӗ, салтаксем тесен, вӗсем халӑх пурӑнас сӗткенпе пурӑнаҫҫӗ!

У нас опять будет князь, а это все равно что султан, только мелкий; чиновники по-прежнему будут грабить, монахи и попы — жиреть за наш счет, а армия — высасывать все жизненные соки из народа!

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Стена ҫинче Черногорин Никола княҫ портречӗ те, унтан аяларах тата темле актрисӑн фотографийӗ пур.

Стены были украшены только портретом черногорского князя Николы и висевшей под ним фотографией какой-то актрисы.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эсир унӑн сиятельстви Урусов княҫ ҫырнӑ «Полици уретникӗ» ятлӑ питӗ чаплӑ япалана вуласа пӑхма кӑмӑл туман-и?

Вы не изволили читать прекрасное сочинение его сиятельства князя Урусова под заглавием «Полицейский урядник»?

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ир ҫинче эпӗ княҫ хӗрне пусӑ патӗнче тӗл пултӑм.

Поутру я встретил княжну у колодца.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Княҫ хӗрӗ чирленӗшӗн хӗпӗртерӗм те эпӗ: вӗсем ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ пулӗччӗҫ.

Я рад, что княжна больна: они сделали бы ей какую-нибудь дерзость.

Июнӗн 6-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ун патне йывӑҫ тӗмисемпе чулсем хушшинчи тӑвӑр кӑна сукмакпа каймалла; ту ҫине улӑхнӑ чух эпӗ княҫ хӗрӗн аллине тытрӑм, вӑл вара мӗн уҫӑлса ҫӳресе таврӑничченех хӑй аллине вӗҫертмерӗ.

К нему ведет узкая тропинка между кустарников и скал; взбираясь на гору, я подал руку княжне, и она ее не покидала в продолжение целой прогулки.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ ҫапла пӑрахса кайни княҫ хӗрӗшӗн лайӑх мар пулчӗ, вӑл ман ҫине пӗр хутчен ҫиллес куҫпа пӑхса илнинченех тавҫӑртӑм эпӗ ӑна…

Между тем княжне мое равнодушие было досадно, как я мог догадаться по одному сердитому, блестящему взгляду…

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Княҫ хӗрӗ йӑпанма юратаканнисенчен пӗри пулас, сан ҫумӑнта ӑна пӗр-икӗ минут хушши кичем пулсан, эсӗ ӗмӗрлӗхех пӗтрӗн вара: эс калаҫмасан, мӗншӗн калаҫманнине пӗлесшӗн пулӗ вӑл, калаҫсан, ун кӑмӑлне нихҫан та тупаймӑн, ӑна санӑн кашни минутрах мӗнпе те пулин илӗртмелле пулать; саншӑн пулсан вӑл ҫын сӑмахне пурин умӗнче те 10 хутчен пӑрахӑҫа кӑларса, ҫавӑнтах: пире ҫапла пӳрнӗ ӗнтӗ, тет; вара хӑйне ырӑ ятлӑ тӑвасшӑн, санах асаплантарма пуҫлать, кайран тата сана йӑлтах курас килмест, тет.

Княжна, кажется, из тех женщин, которые хотят, чтоб их забавляли; если две минуты сряду ей будет возле тебя скучно, ты погиб невозвратно: твое молчание должно возбуждать ее любопытство, твой разговор — никогда не удовлетворять его вполне; ты должен ее тревожить ежеминутно; она десять раз публично для тебя пренебрежет мнением и назовет это жертвой и, чтоб вознаградить себя за это, станет тебя мучить — а потом просто скажет, что она тебя терпеть не может.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӑнах та, мӗнле хӑять-ха Кавказри ҫар ҫынни Мускаври княҫ хӗрӗ ҫине кӗленче кантӑкӗ витӗр пӑхмашкӑн?..

И как, в самом деле, смеет кавказский армеец наводить стеклышко на московскую княжну?..

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ну княҫ хӗрӗ Мери, ҫав тери чиперскер, — терӗм эпӗ ӑна.

— Эта княжна Мери прехорошенькая, — сказал я ему.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Малашне те ҫакӑн пек пулсан, эпӗ хамах каятӑп; эпӗ ун чури мар: эпӗ княҫ херӗ!..

А если это так будет продолжаться, то я сама уйду: я не раба его — я княжеская дочь!..

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Княҫ патӗнче пӳрт тулли халӑхчӗ.

У князя в сакле собралось уже множество народа.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗрре ҫапла ватӑ княҫ хӑех пире туя чӗнме пычӗ: аслӑ хӗрне качча паратчӗ вӑл, эпир вара унпа кунаксемччӗ, тӑраймастӑн вӗт ӗнтӗ пымасӑр, вӑл тутар пулин те, хӑвӑрах пӗлетӗр.

Раз приезжает сам старый князь звать нас на свадьбу: он отдавал старшую дочь замуж, а мы были с ним кунаки: так нельзя же, знаете, отказаться, хоть он и татарин.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Крепоҫран ултӑ ҫухрӑмалла пӗр мирной княҫ пурӑнатчӗ.

Верст шесть от крепости жил один мирной князь.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пӗррехинче эпӗ хам мирной княҫ патӗнче хӑнара пулнӑ чух аран-аран ҫӑлӑнса юлнаӑччӗ.

Я раз насилу ноги унес, а еще у мирнова князя был в гостях.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех