Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрӑсене (тĕпĕ: вӑрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем вӑрӑсене, аскӑн хӗрарӑмсене урамра тытса тӗрмене ӑсатнӑ чухнехи пек сӑнарласа кӑтартаҫҫӗ.

Изображают-то они воров, падших женщин, точно ловят их на улице да отводят в тюрьму.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл пӗлет, участока ӳсӗрсене, ҫапӑҫакансене, вӑрӑсене, ҫапкаланчӑксене хупаҫҫӗ.

Он слышал, что в участок забирают пьяниц, буянов, воров, босяков.

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑрӑсене — тӗрмене, килсӗр-ҫуртсӑр ачасене — колоние, ыйткалакансене — килӗсене ӑсатрӗҫ.

Воры были отправлены в тюрьмы, беспризорники — в колонии, нищие — по домам.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑрӑсене хӑваласа яма пулӑшас вырӑнне, ӑна чулсем, тимӗр татӑкӗсем тӑсса параҫҫӗ: ме, ҫакӑнпа хытӑрах ҫап, теҫҫӗ, — хӑйсем ҫаплах аякра тӑраҫҫӗ.

Да вместо того, чтобы помочь от воров отбиться, камушки, железки ему протягивают: на, дескать, ударь этим крепче. А сами в сторонке.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Дубровский, хӑйӗн кучерӗпе пӗрле, вӑрӑсене хӑваласа ҫитсе, иккӗшне тытнӑ.

Дубровский со своим кучером поймал из них двоих.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑрӑсене шырамаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Вӑрӑсене ретӗн-ретӗн аксан вӗсене кӑпкалатма меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Ҫӳлте ларакан бюрократсене, халӑх ӗнси ҫинче пурӑнакансемпе вӑрӑсене, каппайчӑксемпе суеҫӗсене, мӑн кӑмӑллӑ «шишкӑсене», тӑрпалтайпа ӑҫтиҫуксене пӗтӗм чӗререн кураймастчӗ Юрий Илларионович.

Юрий Илларионович от всего сердца ненавидел на верху сидящих бюрократов, живущих на горбу народа и воров, хвастунов и лжецов, надменных "шишек", олухов и бестолковых.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Вӑрӑсене те тытса каймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӑрӑсене шырамашкӑн телефонра упранса юлнӑ «йӗрсем» кирлӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех