Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Деникин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1919 ҫулта, декабрь уйӑхӗнче, Харьков хулинче юлашки — пиллӗкмӗш хут — Деникин вӑхӑтӗнче вӑрттӑн ӗҫленӗренпе яланах партин оперативлӑ ӗҫне тӑватӑп.

По выходе в декабре 1919 года из последнего, деникинского подполья я все годы находился на оперативной работе.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вӗсене, Деникин ҫарӗн класлӑх енне кӑтартса парса, куҫӗсене уҫмалла.

Чтобы раскрыть глаза рабочим на классовую сущность деникинцев.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Акӑ халӗ ку вырӑнсене пӗтӗмпех Деникин йышӑнчӗ.

— Вот теперь Деникин занял эти места.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Деникин Мускав патнеллех пырать темеҫҫӗ-и?

Под Москву Деника подбирается.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫак кунсенче Деникин Мускава, Юденич Петрограда хӑратнӑ.

Это были дни, когда Деникин угрожал Москве, а Юденич — Петрограду.

Юлашки кунсем // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Пӗтрӗ Деникин, пӗтрӗ Махно.

Били Деникина, били Махно,

Вунӑ ҫул юрри // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 27–29 с.

Деникин юлашки кунсене пурӑнса ирттерет.

Деникин влачит последние дни.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Октябрь уйӑхӗнче Деникин Украинӑна йышӑнчӗ, Орёл хулине тытса илчӗ, Тула патнелле ҫывхарса пыма пуҫларӗ.

В октябре Деникин занял Украину, взял Орел и уже подходил к Туле.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫурҫӗрте татӑклӑ поражени тӳснӗ хыҫҫӑн, Вильсонпа Черчилль пӗтӗм шанчӑка Деникин ҫине тиерӗҫ.

Потерпев решительное поражение на Севере, Вильсон и Черчилль сделали ставку на Деникина.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Деникин?

А Деникин?

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кӑнтӑр енче — Деникин.

На юге — Деникин.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Халӗ ӗнтӗ Краснов, Деникин тата ытти господасем Российӑна ҫӑлма чӗнеҫҫӗ…

Теперь господа Краснов, Деникин и прочие зовут спасать Россию…

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах, Деникин унпа ҫыхланасшӑн пулман, теҫҫӗ.

Но, как говорят, Деникин не пожелал иметь с ним дела.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Пирӗн Деникин штабӗ ҫумӗнчи агентура: — Петлюра Деникин генерал патне пулӑшу сӗнсе, хӑйӗн эмиссарне янӑ, тесе пӗлтерет.

Наша агентура при штабе Деникина сообщает, что Петлюра прислал генералу Деникину своего эмиссара с предложением услуг.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Усал Деникин куҫ хӗсет, Ҫӗпӗрти Чека пекех Колчакпа ылмаштарчӗ…

Гад Деникин жмурится, Что сибирская Чека Разменяла Колчака…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Генерал Краснов е Деникин — вӗсем те вӑрӑ-хурахсем пулнӑ-и-ха?

А генерал Краснов или Деникин — тоже разбойники были?

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тархасшӑн, хӑть Деникин генерала хӑйне кайса элеклӗр!

Да жалуйтесь, ради бога, хоть самому генералу Деникину!

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мартӑн 25-мӗшӗнче ирхине Григорипе Платон Рябчиков Иккӗмӗш Дон корпусӗн чаҫӗсем карапсем ҫине тиенесси ҫинчен пӗлме тесе пристане кайрӗҫ, мӗншӗн тесен ҫакӑн умӗн ҫеҫ казаксем хушшинче Деникин генерал хӗҫпӑшалпа утсене упраса хӑварнӑ Дон чаҫӗсене пурне те Крыма илсе тухма приказ панӑ текен хыпар сарӑлчӗ.

Утром 25 марта Григорий и Платон Рябчиков пошли на пристань узнать, грузятся ли части Второго Донского корпуса, так как накануне среди казаков распространился слух, будто генерал Деникин отдал приказ: вывезти в Крым всех донцов, сохранивших вооружение и лошадей.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ Деникин мар саншӑн, ҫавӑнпа ан ыйт манран хамӑра ӑҫта хӑваласа кӗртесси ҫинчен, — кӑмӑлсӑррӑн хуравларӗ Григорий.

— Я тебе не Деникин, и ты меня об этом не спрашивай, куда нас загонют, — недовольно отвечал Григорий.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Беженецсем хушшинче Деникин генерал Кубань Канашӗн членӗсене тискеррӗн асаплантарса пӗтернӗшӗн, чылайӑшне вӗлернӗшӗн Кубань тӑрӑхӗнче тарӑху хумӗ пур ҫӗре те сарӑлни ҫинчен калаҫаҫҫӗ.

Среди беженцев шли разговоры, что на Кубани растет возмущение, вызванное зверской расправой генерала Деникина над членами Кубанской рады.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех