Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫа сăмах пирĕн базăра пур.
укҫа (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вӑкӑр хуҫинчен Валентина Филипповӑран машинӑна юсамашкӑн 20 пин тенкӗ укҫа ыйтрӑм.

Я попросил у хозяйки быка Валентины Филипповны 20 тысяч рублей для ремонта машины.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Уншӑн ӑна укҫа тӳлерӗҫ.

За это ему деньги заплатили.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Енчен те эсир Алешкин-Саплӑк ялӗнчи Николай Чудотворец ячӗллӗ храма туса лартма пулӑшасшӑн-тӑк, ҫак счет ҫине укҫа хума пултаратӑр.

Если вы захотите помочь в постройке храма Николая Чудотворца в деревне Алешкина, то можете вложить на этот счёт деньги.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

– Хастартараххисем кӑҫал тата укҫа пуҫтарчӗҫ, ыттисене те нимене чӗнеҫҫӗ.

- Те, которые поактивнее нынче собрали деньги, других зовут помочь в строительстве.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Анчах укҫа ҫитеймерӗ.

Но денег не хватило.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

– Пӗлтӗр халӑхпа укҫа пуҫтартӑмӑр, пура илсе хӑпартасшӑнччӗ.

- В прошлом году вместе с народом собрали деньги, хотели купить и поставить сруб.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Хуҫалӑхра «чӗрӗ» укҫа питех тӳлемеҫҫӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

«Пире хулара кичем» // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Кӑҫал Тереза Камаловӑн ыр кӑмӑллӑх фончӗ нушаллӑ ачасем валли укҫа пуҫтарас тӗллевпе йӗркелекен концертсемсӗр пуҫне тата социаллӑ учрежденисенче вӗренекен отличниксене укҫан премисем пама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Укҫа пулмасан пыйтӑ та аш-какай…», — тӗлӗнсе ҫырнӑ Ӗпхӳре пурӑнакан Иван Тарасов чӑваш.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Анчах ӑна валли каллех… укҫа кирлӗ.

Но для него опять... деньги нужны.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Сахал йышлӑ ытти халӑхсене вырӑнти влаҫ укҫа уйӑрни аталанма пулӑшнӑ.

Финансовая поддержка местной власти помогла развиться другим малым народам.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Хӗҫ-пӑшал кӑларма пысӑк укҫа кирлӗ.

Для производство вооружения нужны большие деньги.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Укҫа ыйтмасӑр, тав сӑмахӗ кӗтмесӗр...

Куҫарса пулӑш

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Лариса Ивановна хӑшпӗр хӗрарӑмран тӗлӗнет, вӗсене ӑнланма пултараймасть: — Амӑшӗн правинчен хӑтарма пуҫлаҫҫӗ те эх тытӑнаҫҫӗ вара: «Ачасене чей вӗретсе ӗҫтерме те укҫа ҫук!»

Надежда Ивановна удивляется над некоторыми женщинами, не может понять их: - когда доходит до лишения родительских прав вот и начинают тогда: "Даже детям на чай денег нет!"

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

— Ҫӗнйӗркелӳ пуҫлансан укҫа вырӑнне тавар пама пуҫларӗҫ.

- Когда началась перестройка, вместо денег начали выдавать товар.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Укҫа ҫителӗклӗ уйӑрманни курӑнчӗ.

Чувствуется недостаточное выделение денег.

Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html

Пӗлтерӳсем ҫине тӑкакланӑ укҫа пирӗн сайта аталантарма кайӗ.

Деньги, затраченные вами на объявления пойдут на развитие нашего сайта.

Сайтра пӗлтерӳсем пама май пур // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12702.html

Ҫавӑн пекех укҫа тӳлесе пӗлтерӳсене ыттисенчен уйӑрма май пур: хӑпартма, шрифтне пысӑклатма, тӗспе уйӑрма, сӑн вырнаҫтарма.

Кроме того есть возможность выделения объявления среди других: повысить, увеличить шрифт, выделить цветом, разместить фото.

Сайтра пӗлтерӳсем пама май пур // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12702.html

Анчах РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин хушӑвӗнче юн панӑшӑн хавхалантармалли укҫа виҫине палӑртнӑ.

Однако по распоряжению Министерство здравоохранения РФ за донорство установлено размер материального поощрения.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

— Донор пулнӑшӑн укҫа тӳлеҫҫӗ-и?

Платят ли деньги за донорство?

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех