Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

санӑн (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санӑн ҫакна аса илмеллеччӗ хуть ҫав вӑтанчӑк учительница — сирӗн хуторта пӗртен-пӗр комсомол членӗ!

— Ты лучше бы вспомнил о том, что эта скромная учительница — единственный член комсомола у вас в хуторе!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫапла акӑ, лайӑх астуса юл: вӗреннӗ хӗре эсӗ, вӗренмен ухмах, ним тума та кирлӗ мар, ӑна санпа пилӗк минутранах кичем пулать; ухмах хӗре вара эсӗ пачах кирлӗ мар: вӑл санран ӑс илес ҫук, мӗншӗн тесен вӑл санӑн хӑвӑн та ҫук, пухайман-ха.

Так вот, заруби себе на носу: грамотной девушке ты, безграмотный дурак, и на понюх не нужен, ей с тобой через пять минут скучно станет; дуре ты и вовсе ни к чему: ума она у тебя не наберется, потому что у тебя у самого его нет и в помине, еще не нажил.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Санӑн — секретарӗн — рабочи класӑн кашни ӗҫрех ҫиелте пулмаллине ӑнланмаллах ӗнтӗ, ӑна истори те кӑтартса парать, факт!

Ты — как секретарь — должен понимать, что рабочий класс во всем деле должен быть сверху, это исторически обосновано, факт!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Нимле ҫепӗҫлӗх те ҫук санӑн, аслӑрах чинсене те хисеплеме пӗлместӗн…

Никакой вежливости в тебе нет, никакого чинопочитания…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Санӑн ман партийнӑй звание хисепленипе кӑна та пулин парӑнмаллаччӗ хуть!

— Ты хоть из уважения к моему партийному званию поддался бы!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫук, асӑрхайманнипе кураймӑн теместӗп, санӑн ҫивӗч куҫусем куҫҫульпе тулса ларӗҫ, ҫавӑнпа кураймӑн…

— Да не потому не увидишь, что не разглядишь, а потому, что вострые твои глазыньки слезами нальются…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӗрӗ вутта тивертсе яма санӑн сӑмсу шӑтӑкӗнчи ҫил ҫитеес ҫук.

У тебя ветру в ноздрях не хватит, чтобы мокрые дровишки разжечь.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Габаритсем санӑн ав епле хулӑн, анчах курма сана, аннеҫӗм, тӳр килмен.

— Такая ты объемистая в габаритах, а видеть тебя, мамаша, не приходилось.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну, тӑванӑм, санӑн та ӑсу касӑри вӑкӑр ӑсӗ чухлех, ним те ытла мар.

— Ну, брат, и у тебя ума, как у твоего борозденного быка, ничуть не больше.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Санӑн, Иван пичче, вӑкӑрсемпе ҫӳремелле, шыв турттармалла, факт.

— Тебе, дядя Иван, на быках ездить надо, водовозом, факт.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ухмах вӑл санӑн, нимле йӗрке пӗлмест.

— Дура он у тебя, никакого порядку не знает.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑштах тӑрсан вӑл: — Мӗншӗн санӑн ҫеҫ ун пек пулмалла вара? — тесе ыйтрӗ.

Немного погодя спросил: — Это почему же у тебя так и должно быть?

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Санӑн чӗкеҫ шатринчен те ырӑ шӑршӑ кӗрет, факт!

У тебя даже веснушки пахнут, факт!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эп сана этем тесе шутланӑ, а эсӗ ман Макар хӑраххи иккен: лешӗн ӑсӗнче тӗнчери революци кӑна, санӑн — авторитет.

Думала, что ты человек как человек, а ты вроде Макарки моего: у того одна мировая революция на уме, а у тебя — авторитет.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗнле пулса тухать-ха санӑн?

Как же это у тебя так получается?

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах санӑн ҫылӑха та кӗрес килет, куҫ хыҫӗнче те юлас килет — эс ясара ҫӳренине хуторта никам та ан пӗлтӗр.

Но тебе и грешить хочется, и в холодке, в тени, хочется остаться, чтобы никто про твои блудни не знал.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шырланпуҫра ырӑ ҫынсем, тӳрӗ колхозниксем хӑв пирки мӗн шухӑшлӗҫ тесе, санӑн сехрӳ хӑпрӗ.

И тебе стало страшно, чтó о тебе подумают в Гремячем добрые люди, честные колхозники.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ак ҫакӑнтан пуҫламаллаччӗ те санӑн, чунӑм!

— Вот с этого ты и начинал бы, миленочек!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, санӑн пӗтӗм пӳ-си хӗрелет!

А может, ты и всем туловом краснеешь?

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗнле калас, Лукич, санӑн харам пыр хӑнусем пире те савӑнтармаҫҫӗ.

— Да ведь как рассудить, Лукич, и нам эти твои жильцы-дармоеды не дюже в радость.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех